Короткие
Вӗсен шутӗнче: «Савиры, булгары и тюрко-монголы в истории чувашей», «Академические исследования этнической самобытности чувашского народа», «История чувашского народа: анализ основных версий», «История чувашского народа: савирская гипотеза», «Древние праздники чувашей», «Жертвенные дары у чувашей», «Народная обрядность чувашей», «Предводители обрядов у чувашей», «Семантика дома у чувашей», «Система верований чувашей», «Три чувашских божества», «Колдуны и знахари», «Система религии чувашей», «Праздники, обряды и верования чувашского народа» тата ыттисем те.
Пирӗн ентеш // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51572-pir- ... entesh-100
Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Акӑ вӗсем ҫӑкӑр татки патне пӗрин хыҫҫӑн тепри виражсем тукаласа, ярӑна-ярӑна, ҫунаттисемпе лӑпӑл-лӑпӑл лӑпӑлтатса е ҫатӑл-ҫатӑл ҫатӑлтаттаркаласа вӗҫсе анма пуҫларӗҫ: малтанах тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫиҫекен тулли пӗсехеллӗ кӑвак кӑвакарчӑн, унтан, кранклатса, хӑйне ял-хула таврашӗнчи кайӑк-кӗшӗк пуҫӗ пек картакан, ҫак мӑнаҫлӑхпа касӑлнӑ йӑмӑх хура курак, кӑштахран ялан тем тиркешсе, ҫуйӑхса, кӗскен те татӑклӑн чаклатакан чана, юлашкинчен, пӗр тикӗссӗн чакӑлтатса, чакӑртатса, вӑрӑм хӳри ҫинче, халӑхра калашле, шанчӑксӑр сас-хура йӑтса ҫӳрекен хура-шурӑ тумлӑ чакак…
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Унтан Дмитрий Геннадьевичпа Олег Степанович ял хастарӗсене – пуҫарулӑх бюджетне активлӑ хутшӑннисене тата ытти тӗрлӗ пулӑшу кӳнисене – Михаил Григорьевич Сидорова, Юрий Валерьевич Емельянова, Олег Германович Краснова, Степан Владимирович Кузьмина, Юрийпе Михаил Григорьевич Павловсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсене, Виталий Владимирович Кузьмина, Иван Григорьевич Павлова, Юрий Геннадьевич Андриянова, Михаил Геннадьевич Максимова, Стас Григорьевич Егорова, Алексей Михайлович Иванова Кӗлкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсене парса хавхалантарчӗҫ.
Ҫӗнӗ клубӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ // А.Николаева. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.03, http://gazeta1931.ru/gazeta/8072-khal-khran-ta-numaj-kilet-34
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ҫак министерствӑн экономика тишкерӗвӗн пайӗн тата Экономика аталанӑвӗн министерствин сектор ертӳҫисем Алексей Александровпа Имма Иванова, «Агро-Инновацисем» ХУП директорӗ Николай Васильев, Шупашкар хула администрацийӗн потребительсен рынокӗпе предпринимательсен аталанӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, ӗҫмелли шыв, ытти продукци Шупашкарти суту-илӳ организацийӗсен лавккисенче мӗнле вырӑн йышӑннине палӑртас тӗллевпе мониторинг ирттерчӗҫ.
Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20
Елчӗк округӗн ертӳҫи Леонард Левый, Леонид Григорьев уйрӑм пайтаҫӑ, «АСК-Яльчики» хуҫалӑхӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Юрий Галкин, Елчӗкри тӗп больницӑра эндоскопист тухтӑрта тӑрӑшакан Владимир Катайкин, «Чувашъенкрахмал» ООО ертӳҫи Александр Кудряшов, философи наукисен кандидачӗ, Курнавӑшри ГСВГ ветеранӗсене халалласа кӑларнӑ кӗнеке авторӗ Петр Кузнецов, Ленин ячӗллӗ хуҫалӑх ертӳҫи Валерий Падуев, округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Владимир Николаев, Владимир Судаков ҫыравҫӑ тата поэт… — списока тата та тӑсма пулать.
Пӗрлӗхре — вӑй // Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... a%d0%b9-5/
«Операци ирттермелли залсем кӑткӑс техникӑпа пуян, хӑйсен ӗҫне профессионалсен шайӗнче пурнӑҫлакан пӗр шухӑшлӑ сиплевҫӗсен туслӑ ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Операцисен 60 процентне ытла пӗчӗк инвазивлӑ технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗ: операцисен пысӑк эффективлӑхӗ тата пӗчӗк ачасем вилессин Раҫҫейри чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ — 3,3 промилле. Вӗсене ҫӗнсе илмешкӗн мӗнлерех тӑрӑшма тивнине тата ача-пӑча хирургӗсем пысӑк тӳпе хывнине пурте аван туятпӑр», — ҫапла хакланӑ Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пӑча сиплевӗн учрежденийӗн ӗҫне.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
1982-1991 ҫулсенче Ленин орденлӗ «Гвардеец» колхозӑн тӗп экономисчӗ, 1991-1997 ҫулсенче Туҫа ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ, 1997 ҫултан пуҫласа «Тойси» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн тӗп экономист-менеджерӗ тата юрисчӗ, 2002-2003 ҫулсенче «Авангард» хаҫатра экономика пайӗн заведующийӗ, 2003-2005 ҫулсенче Патӑрьел район администрацийӗн тӗп специалист-ревизорӗ, 2002-2010 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелӗнчи филиалӗн экономика дисциплинисен кафедрин аслӑ преподавателӗ, 2010-2012 ҫулсенче «Батыревский» акционерсен хупӑ пӗрлешӗвӗн тӗп экономисчӗ пулса ӗҫленӗ.
Пирӗн ентешсем // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/53795-pir- ... -enteshsem
Анатолий Борисов салтак малалла калаҫрӗ: «Ҫапӑҫу хирӗнче пуринчен те хӑрушши — ҫын патне пӗр сасӑсӑр вӗҫсе килсе амантакан, тӗп тӑвакан дрон. Хӑйӗн киревсӗр ӗҫне тӑвиччен 3-4 ҫеккунт юлсан кӑна илтсе юлма пулать ӑна иккен. Хӑв патне ҫитсессӗн сисместӗн те. Тепӗр ҫын патне вӗҫсе киличчен 100-200 метр юлсан илтетӗн, сисетӗн. Ун пек чухне ӗлкӗрсен раципе шӑнкӑравласа пӗлтеретпӗр пӗр-пӗрне. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра ятарлӑ плащ тӑхӑнма пулать. Лайӑх япала. Ун патне дрон пыраймасть. Плащ ҫыннӑн ӑшшине хӑйӗн тулашӗнчен кӑлармасть. Тарлаттарасса тарлаттарать вӑл, анчах та чӗрӗ юлатӑн».
Туслӑ йышпа — ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12385-tusl-j ... rtassish-n
Ҫапла вара, кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫулталӑкӗнчи кӑтартусем тӑрӑх Владимир Николаев («Мураты») - «чи лайӑх тракторист», Юрий Леонидов («Янгорчино») - «чи лайӑх водитель», Ирина Константинова (Карл Маркс ячӗллӗ хуҫалӑх) - «чи лайӑх доярка», Алина Никитина (аш-какай комбиначӗ) - «чи лайӑх свинарка», Владимир Крипчаков («Санары») - «чи лайӑх комбайнер», Лев Курманин («Агрохмель) - «чи лайӑх хӑмлаҫӑ», Елена Савина (аш-какай комбиначӗ) - «аш-пӑш тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», Елена Туйманкина (типӗтнӗ сӗт завочӗ) - «сӗт тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ.
Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre
«Раҫҫей Президенчӗ чылай кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварать тӑлӑхсене пулӑшма. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемйесене, ачасене, ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсемсӗр юлнисене кулленех патшалӑх енчен тӗрев параҫҫӗ. Чӑваш Республикин Правительстви укҫа-тенкӗсене тӗллевлӗ тата вӑхӑтра куҫарса парать ҫӳлерех палӑртнӑ категорири ҫынсене. Тепӗр тесен, республика енчен те чылай хушма пулӑшу уйӑраҫҫӗ. Ачасем лайӑх аталанса пыччӗр тесе, тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнччӗр тесе мӗнпур мероприятисене вӑхӑтра тата туллин йӗркелесе пыратпӑр», — тесе палӑртнӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр тӑрса юлнисен шучӗ ҫулсерен чаксах пырать», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/ashs ... culseren-c
Чӑваш Енре шутлавӑн 60 участокне уҫнӑ: 9 хулара - 34, 38 ялта - 26. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене илес-тӗк, Калинин районӗнчи Ярмӑркка, Декабристсен, Кадыков урамӗсенчи, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи, Ленин районӗнчи Мир, Иван Яковлев, Кӑкшӑм, Энгельс, Шевченко, Ильбеков урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи, Мускав районӗнчи Анисимов, Константин Иванов, Павлов мичман, Гузовский, Энтузиастсен урамӗсенчи, Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата Юханшыв, Парк, Энергетиксен, Коммунистсен, Совет, Хӗвел, Первомайски урамӗсенчи, Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем микроҫырава хутшӑнаҫҫӗ.
«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
«Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Чӑваш Енри 272 спортсмен спортӑн 38 енӗпе Раҫҫей пӗрлештернӗ командисен йышӗсене кӗнӗ. Ку республикӑн хальхи спорт историйӗнче ҫӗнӗ рекорд. Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче пирӗн спортсменсем йышлӑ медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫакӑ 2022 ҫулхинчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ытларах. Чӑваш Енре пурӑнакансен йышӗнче физкультурӑпа спорта тӑтӑшах хутшӑнакансен тӳпи 2022 ҫулхи шайран пилӗк процент чухлӗ ӳссе 57 процента ҫитнӗ. Аса илтеретӗп: Раҫҫей Президенчӗ 2030 ҫул тӗлне хастарлӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен кӑтартӑвне 70 процента ҫитерме тӗллев лартнӑ».
Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r
Каччӑ тулса тӑкӑнасла кӑмӑлпа, анчах пӑртак пӑлхансарах, сывлӑш ҫавӑраймасӑр канӑҫсӑрланса, сылтӑм аллипе савнин пилӗкӗнчен ытла та асӑрхануллӑн, ҫемҫен ҫавӑрса тытрӗ, сарса янӑ тепӗр аллипе хӗрӗн сылтӑм ал лапине хрусталь савӑт-сапана сӗртӗннӗ пек ҫепӗҫҫӗн тӗкӗнтертрӗ, вара мӑшӑр, куҫӗсемпе пӗр-пӗрин чун-чӗрине сар хӗвелпе пиҫсе ирӗлнӗ пылак-пылак ҫӗр ҫырли шерпечӗлле сӑрхӑнса, ытлашши васкамасӑр, хӑй пӗлнӗ пек, асамлӑ авӑра ӳксе, йӑкӑшт та йӑкӑшт, якӑшт та якӑшт «лӗп ҫавра варкӑш» вашкӑрттарма пуҫларӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна, «авӑра-авӑра» кӗҫ-вӗҫ янкӑр тӳпенелле вӗҫсе ҫӗкленменни ҫеҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кун йӗркипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе яваплисем - муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, администрацин тирпей- илем тата территори аталану управленийӗн начальникӗ Фениль Алиуллов, социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Светлана Чернова, тӗп больницӑн тӗп врачӗ Николай Тинюков, администрацин экономика, ял-хуҫалӑх тата инвестици ӗҫ-хӗл пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Андрей Воробьев, культура, туризм, информаципе тивӗҫтерекен пай начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Полина Логунова, халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан центр ертӳҫи Николай Ялуков - тухса каларӗҫ.
Ҫӗнӗ социаллӑ проектсене - пурнӑҫа // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/54213-c-n- ... ne-purn-ca
Те ристан шухӑшсемпе ҫав тери асапланнине туйса, те унӑн сӑнӗ пӗртте хурахӑнни пек маррине курса, тепӗр кун вӑл ҫапах та кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, ирхи апат хыҫҫӑн каллех ҫула тухсан, Телегина урапа ҫине хӑпарса лариччен самантлӑха тытса чарчӗ те: — Сана граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи темле айӑпшӑн тытса килчӗҫ пулас. Мӗн тунӑ эсӗ унта — ман ӗҫ мар, пурӑнан пурнӑҫра, уйрӑмах вӑрҫӑра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах ҫынни эсӗ кӑмӑлупа чиперскерех пек курӑнатӑн, ҫавӑнпа ырӑ канаш паратӑп сана: асту, следстви умӗнче кутӑнлашса ан тӑр, айӑпна пӗтӗмпех йышӑн, хӑвна кайран ҫӑмӑлрах пулӗ, — терӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Спортсменсене ӑнӑҫу сунса мероприятин торжествӑлла пайӗнче Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен заместителӗн — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Виктор Павлов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ Александр Краснов, Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн вице-президенчӗ Василий Нягин, Раҫҫей спорт мастерӗ, Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ Светлана Захарова, Энӗшпуҫӗнчи территори пайӗн начальникӗ Олег Иванов тата ыттисем те тухса калаҫнӑ.
Ҫӑмӑл атлетсем ӑмӑртнӑ // Надежда ШИШКИНА. http://gazeta1931.ru/urmary/11948-c-m-l- ... tsem-m-rtn
Пӗррехинче, кӑнтӑр тӗлӗнче, тӗрӗлтетсе, шӗкӗлтетсе, пуш сӑмах «кӗрпи сапалакаласа», ҫитрӗмӗр эпир тӑваттӑн (кӗре сӑн питлӗ Давид ҫеҫ манпа, симӗс хурлӑхан куҫлӑскерпе, сарӑ вар пуҫҫи ҫӳҫлӗскерпе, пӗр ҫулхискер; хурамкка Сашӑпа вӑрҫӑ ҫулӗсем хӑйсен «симӗс апачӗсемпе», «Сталин икерчисемпе» «шупкалатса» хӑварнӑ Валерьян пирӗнтен икӗ ҫул аслӑрах), виҫӗмкунхи «чапаевецсем», ӗнерхи «партизансемпе нимӗҫсем», паян иртенпех тыррине алӑпа вырса илнӗ уйра ыраш пучахӗ пухса хӑшкӑлнӑскерсем, лӗнченӗскерсем, шыв армань пӗвин сакӑлталлӑ, чи чӑнкӑ, шуркут йӑвисемпе «шӑтса-тӗрленсе» пӗтнӗ ҫыранне.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.


