Короткие
Ҫумӑр ҫусан, Пӑртас тӑвайккине ылхана-ылхана лава хыҫалтан тӗкеттӗм, чӗлхесӗр янавара, ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сӑмахпа ӳкӗтлеттӗм, канма ларсан хама кӑнтӑрлахи апат тума панӑ ҫӑкӑр чӗллине пӗр ҫӑвар ҫыртса илеттӗм те ыттине Прожектора параттӑм.
Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.
Вӑрманта пӗччен юлсан, Ҫӗр полюсӗсене йывӑҫ хупписен майлашӑвӗ е мӑк хӑш енчен ҫитӗнсе купаланни тӑрӑх пӗлме май пурри ҫинчен илтнӗччӗ-ха вӑл, анчах ку паллӑсем хӑйсем те халӗ ӗнтӗ каҫ сӗмлӗхӗпе хупланса, шӗвелсе, пач курӑнмиех уҫӑмсӑрланнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ыйӑх» тесе авторӗ хӑй ҫырса хӑварнӑ иккен: сӑмаха шурӑ хут ҫине халӑхра каланӑ пекех правилӑна пӑхӑнмасӑр «шӑрҫаласа» ку камитре никам та никама та, нимӗнле йӗркене те пӑхӑнманнине систересшӗн пулнӑ, ахӑртнех, Николай Терентьев драматург.
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Пӗлтӗр чӑваш прозаикӗсем унччен асӑрхамасӑр юлнӑ истори тапхӑрӗсем ҫинчен ҫырмарӗҫ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ, резолюципе граждан вӑрҫи, вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ — ҫак нихҫан кивелми темӑсенчех ҫӗнӗ сӑнарсемпе шухӑшсем шырарӗҫ вӗсем.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ҫитмӗлелле капашакан Ҫтаппан Кӗркурийӗ, вӑрҫӑ суранӗсем амалансах пынипе, ҫулсен йывӑрлӑхӗсем хулпуҫҫийӗ ҫине кирпӗчсен йывӑрлӑхӗпе пыра-пыра выртнипе кукӑрӑлса ларнӑскер, кӑххӑмлатса шакла пуҫне шӑлкалать, кӑвакарнӑ сухалне якаткалать.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков республика бюджетне епле пурнӑҫлани пирки каласа кӑтартнӑ, кӑтартусем лайӑх пулнине, пӗлтӗрхинчен ирттернине асӑннӑ ведомство ертӳҫи.
Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e
Вӗсем ялӑн ҫурҫӗр вӗҫӗнче ларакан вӑрмантан пуҫланаҫҫӗ те, анкартисен хыҫӗпе юхса иртсе, ун кӑнтӑр пуҫӗнчи Сивӗ пӗвене тухаҫҫӗ, унти шыв вара, ҫӗрӗн-кунӗн тӗне пек кашласа ҫаврӑнакан турбинӑсем витӗр иртсе, улӑхсем урлӑ Сӗвенелле ҫул тытать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Пӗр самантра Ҫитӑр мучи куҫӗ умӗнче мӗнпур пурнӑҫӗ питӗ хӑвӑрт мӗлтлетсе иртрӗ: пир кӗпе-йӗмлӗ ачалӑхӗ, аран астӑвакан кукашшӗ, кукамӑшӗ, ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем, туйӗ-ҫуйӗ, арӑмӗ, ачи-пӑчи — паянхи кун таранччен пурте хӑвӑрт-хӑвӑрт аса килчӗ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Унта, паллӑ ӗнтӗ, культурӑ учрежденийӗсене ертсе пырас ӗҫе обществӑлла организацисене анлӑн хутшӑнтарма, клубсемпе театрсене тата ытти культурӑпа ҫутӗҫ учрежденийӗсене ҫывӑх ҫулсенчех обществӑлла организацисен аллине пама задачӑ лартнӑ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Ӗҫе те вӗсем час-часах «хуркаласа», хӗрӗнкӗ пыркалама пуҫларӗҫ, пуҫ миминчи шухӑшлакан клеткӑсене алкоголь текен наркӑмӑш вӗлернипе йӗркеллӗ, тивӗҫлӗн, пикенчӗклӗ (ҫӗнӗлӗх ҫулӗсене шырасси пирки калаҫма та кирлӗ мар ӗнтӗ) ӗҫлейми те пулчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чир ернӗ ҫынсен шучӗпе лару-тӑру ҫак администраци территорийӗсенче уйрӑмах япӑх: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем.
Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03
Ятман, анӑҫри пӗлӗт тӗсӗ тӑрӑх ҫанталӑк улшӑнассипе улшӑнмассине пӗлме тӑрӑшнӑ пек, тасалса, шупкаланса пыракан пӗлӗт татӑкӗсем ҫине нумайччен пӑхрӗ, ыран кун паянхинчен те лайӑхрах пулассине курсан ҫеҫ васкамасӑр кӗҫӗн алӑк патнелле утрӗ.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗрарӑм, кутӑн-кутӑн чакса, ҫав алӑкранах кӗрсе кайрӗ, ҫийӗнчех урайӗнчи упа тирӗ ҫине чечеклӗ ҫивитти тухса сарчӗ, унтан пысӑк ывӑспа чей куркисемпе чашӑксем, эреш тӗрӗллӗ савӑтпа сахӑр, вӗри сӑмавар кӑларса лартрӗ, хӑй каялла кӗрсе ҫухалчӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Марина Карягина поэт тата тележурналист Виталий Григорьевича хирӗҫлесе хаҫат пурнӑҫ шкулӗ пулнине, паянхи йывӑр саманара – чӗлхе ҫухалса пынӑ чухне – чӗлхене чи ҫывӑххи радиопа телевиденире тата хаҫатра ӗҫлекен ҫын чи ҫывӑххине палӑртрӗ.
Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ // Ольга ИВАНОВА. https://chuvbook.ru/news/konstantin-maly ... lave-irtre
Вӗсен паха ӗҫ опычӗ ыттисемшӗн чӑнласах та тӗслӗх шутӗнче тесен те йӑнӑшах мар пулӗ, вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе хамӑрӑн ҫӗршывра анчах мар, ытти ҫӗршывсенче те палӑрса тӑраҫҫӗ», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts
Музыка уявӗнче чи малтанах Степан Максимов /«Уй варринче»/, Федор Павлов /«Сӗрен»/, Филипп Лукин /«Чӗнтӗрлӗ кӗпер»/, Аристарх Орлов /«Вӗҫ, вӗҫ, куккук»/, Федор Васильев /«Лутраях та шӗшкӗ»/, Григорий Хирбю /«Нимене»/ чӑваш халӑх юррисем янӑрарӗҫ.
Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02
Мӗн ҫинчен калаҫрӗ вӑл хӗрарӑмсемпе — ӑна вӗсем пӗлмерӗҫ, анчах вӑл тунката ҫинче хӑяккӑн улпут пек ларни, аллинчи кукӑр авӑрлӑ патаккине вӗҫкӗнле вылятни тата час-часах Людмилӑпа Маринене юрпа перкелени Ваҫукпа Сехрене пӗрре те килӗшмерӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗн Галина Трофимовна Московскаян Дмитрий ывӑлӗ те музыка енне туртӑннӑ, тӗрлӗ музыка инструменчӗсемпе лайӑх вылять тата хитре юрлать.
Халӑха савӑнтарнӑ // В.ПЛОТНИКОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 80%d0%bda/
Вара — ҫӑва тухсан сасартӑк тӑсӑлса кайнӑ ҫинҫе кӗлеткеллӗ хӗрачасем малтан виҫеллӗ пулнӑ та, халӗ ҫур пӗҫӗ таранах кӗскелсе юлнӑ платйисене, шӑши хӳри пек ҫивӗчӗсене вӗлтӗртеттерсе, ҫуйхашса чупса иртрӗҫ Славик умӗнчен — тӑрна ушкӑнӗ пек.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта уйрӑм 500 тӗрлӗ пулӑшупа 465 ҫынна — аслӑ ӑрурисене, сусӑр ачасене, вӑрҫӑ инваличӗсене, тыл ӗҫченӗсене, социаллӑх тӗлӗшӗнчен тӑнӑҫсӑр шутланакансене, тӑлӑх арӑмсене, тулли мар тата теветкеллӗ ҫемьесене — тивӗҫтернӗ.
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№


