Короткие
Сӑмах май, июлӗн 18-мӗшӗнче пирӗн районта Чӑваш Республикин патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов пулчӗ, Туктамӑшри тӗрӗслевпе пропуск пункчӗн ӗҫне тӗрӗслерӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Башкировпа тата ытти яваплӑ ҫынсемпе тӗл пулчӗ.
Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun
Ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунисене чи малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Митюков ӑшшӑн саламларӗ, районта спорта кӑмӑллакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынипе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.
Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/
Асран тухман хунсенчен тепри, чӗрне хушшине кӗрсе ларнӑ шӑрпӑк пек, йӑшт-йашт турттарса ыраттарать чӗрене ун чухне пулнине аса илнӗ-илмен; пысӑк делянка-уҫланкӑ, тин кӑна тиесе пӗтернӗ автомашина, тиеме килнӗ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, ӗҫленӗ хыҫҫӑн апатланма хатӗрленеҫҫӗ.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Паллах, пысӑках мар статьяра тӑван халӑхӑмӑр сума сӑвакан сӑмах ӑстин чӗлхипе стильне пур енӗпе те тарӑн тишкерсе тухма май ҫук, ҫавӑнпа та эпир ку хутӗнче маларах асӑннӑ повеҫӗн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӑларӑмне чӗлхе тӗлӗшӗнчен танлаштарса пӑхнипе ҫырлахас терӗмӗр.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
Мӗншӗн тесен кӗркуннехи уйӑхсенче, ҫав тери историллӗ пысӑк событисем пулса иртнӗ тапхӑрта (Октябрьти революци, урамсенчи ҫапӑҫу, тупӑ сасси; каярахпа кунӗн-ҫӗрӗн агитаци ӗҫӗ, час-часах пулакан собранисем) пире вӗренӳрен сӗвӗрнӗ, хамӑр та сӳрӗкрех вӗренме пуҫланӑ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Вӑл хула комитетӗнче кунӗн-ҫӗрӗн пулнӑ, секретаре хӑй кабинетне пырса кӗнӗ ҫӗрте те, урамран кӗмелли алӑк патӗнче те сыхласа тӑнӑ, юлашкинчен вара хӑйне мӗн кирлине тутарнах; унан докуменчӗсенче вӑл хӑҫан ҫуралнине чӗрсе пӑрахнӑ та питӗ кирлӗ цифра ҫырса хунӑ: «18».
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Акӑ каллех пӗкрӗлсе ларчӗ вӑл, халь-халь кӑшкӑрса яма хатӗрленсе, ҫӑварне уҫса хучӗ; чарӑлса кайнӑ сарӑ хӗрлӗ куҫӗ те, мӑйӗ ҫинчи туртӑнса карӑннӑ шӑнӑрӗсем те, елпре кулли те, пӗтӗм пӗркеленчӗк-хутламӗ тапранмаҫҫӗ; аллисем ҫеҫ мӑйӑх вӗҫӗсене хыпӑнчӑклӑн пӗтереҫҫӗ.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫыннине палласа юлайманнишӗн пӑшӑрханать хӑй — кӑлӑхах, уяв хыҫҫӑн ал тытса тав тӑвӑпӑр ӑна, мӗне-мӗне те, стройкӑшӑн тӑрӑшакана ыр тума лайӑх пӗлет Акимов, майӗ те пур ыр тума: вуншар пин таса тупӑш илекен стройуправленин пурлӑхпа хавхалантармалли фондсем самаях.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Тӑватӑ работника хӑй патне кабинета вызывать туса такой разнос учинил» (КЯ, 1984 ҫ., март, 15. А. Е. Горшков статйинче) текенсен чӗлхинче писатель, паллах, ӑнланмалла термин, анчах та литераторсем хӑйсен профессине пӗлтерекен чӑвашла термин шыракансен хутне те кӗмелле.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
ПАЯН Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче пурӑнакансем май пур таран Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫакан салтаксене пулӑшма, ҫӗнтерӗве ҫывхартма апат-ҫимӗҫпе тӗрлӗрен ӑшӑ тумтир ӑсатаҫҫӗ, хӳтӗлев сеткисем ҫыхаҫҫӗ, ҫар пурнӑҫӗнче кирлӗ ытти ыйтусене татма та пулӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӗве ҫывхартма УАЗ автомашина парнеленӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52436-c-nt ... a-parnelen
«Ҫу кунӗсенче пахчари ӗҫ вӗсем ҫинче. Виҫӗ мӑнукӑмпа савӑнатӑп. Аслисем ҫуллахи каникулта ЯХПК-ра вӑй хураҫҫӗ. Эпӗ вара чечексем килӗштеретӗп. Ҫулла ир-ирех пахчана тухса вӗсемпе аппаланатӑп, калаҫатӑп, савӑнатӑп, мухтанатӑп», – пӗлтерчӗ пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр.
Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n
Пӗр хушӑнакан вӑйӑн енӗ тесе маятник ниепле те куҫса пыма пултарайман ене илер, урӑхла каласан, опора точки урлӑ ОС₁ ҫипӗн тӑсӑмӗ тӑрӑх пыраканнине илер, тепӗр енӗ пӗрремӗшӗпе перпендикулярлӑ илер, урӑхла каласан, маятникӗн траекторине сӗртӗнекен лини тӑрӑх илер.
1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пӗтӗмӗшле илсен пирӗн районта 15 шкул автобусӗ, ҫав шутра 2019 ҫулта Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тата Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсене пӗрер автобуспа, Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула 2 автобуспа тивӗҫтернӗ.
Шкул автобусӗсемпе те, вӗри апатпа та туллин тивӗҫтерме май пур // Н.ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9716-shkul-a ... me-maj-pur
Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илсе Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче шкул директорӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ, 17 вӗренекен тата 22 ашшӗ-амӑшӗ акцие хутшӑнса хӑйсем чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслерӗҫ.
Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html
Кун пирки Григориу шухӑшласа илме ӗлкӗрнӗ пулас, Петриков сӑмахӗсем уншӑн шухӑш пӗвине татса яракан вӑй пулчӗҫ ахӑр: вӑл аслӑ прораба итлесе пӗтермесӗрех сиксе тӑчӗ те, хуп-хура куҫ шӑрҫисен сивӗ ҫутине ун еннелле те, ман ҫине те ывӑта-ывӑта, хӗрӳллӗн калаҫса кайрӗ:
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Глафирӑна ытараймасӑр чун-чӗре туйӑмне ирӗке ярсан ӗмӗр чӗрене ыраттаракан асаплӑ пӑтӑрмах та сиксе тухма пултарӗ, ҫавна май ҫак хӗртен пӑрӑнарах ҫӳретӗп, документлӑ повесть ҫинчен кӑна шухӑшлама тӑрӑшатӑп — шуҫӑмран пуҫласа сӗм каҫченех сӗтел хушшинче ларатӑп.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ, культурологи докторӗ Владимир Васильев тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева телережиссер Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑвашсем» ярӑмри иккӗмӗш фильма ӳкерме Беларуҫ Республикине кайса килчӗҫ.
Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
«Юлашки вунӑ ҫул хушшинче, — тет вӑл, — Хусан тутарӗсен чӗлхинче ҫӗнӗрен грамматика терминӗсенчен нумайӑшӗ урӑх чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахсенчен малта тӑраҫҫӗ, вӗсем чӗлхен пӗтӗмӗшле сӑн-сӑпатне пӑсмасӑр, унпа килӗшӳллӗн тымарланса, ку е вӑл ӑнлава палӑртса тӑраҫҫӗ.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Кӑҫал — Чӑваш Енри экологи культурипе ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ тапхӑрта та пархатарлӑ ӗҫпе хавхаланнӑ Кушкӑ ялӗнче пурӑнакансем хӑйсем пурӑнакан тӑрӑха май килнӗ таран тата ытларах хӑтлӑлатма, тирпей-илем кӗртме шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӑтмах уҫланки // Светлана БАРИНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %ba%d0%b8/
Ула Тимӗр сулахай ал тӳрчӗ тӑрӑх йӑпӑртатакан ҫӗрурана (кун та ыйхи вӗҫнӗ-ши?) силлесе вӑнк аяккалла ывӑтса ячӗ, вара кӑвайт вучӗ «шӑл витеймен», мӑкӑрланакан ҫунӑксене, вутпуҫҫисене, кӑвар сӗлкӗшне турчӑкалатнӑ алли-урипе пӗр ҫӗре пуҫтарса, урипе таптаса сӳнтерчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.


