Корпус чувашского языка

Короткие

Драмӑллӑ произведенисем издательствӑн 1964 ҫулхи планӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен сӑмах хускатнӑ май, пирӗн ҫакна палӑртса хӑварас килет: чӑваш драматургӗсем юлашки ҫулсенче вулакансене хумхантаракан, асра юлакан пьесӑсем сахал ҫырчӗҫ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вирьялла калаҫакансем шӑпах кинемисем пулни те ӑнсӑртран мар, паллах: ӗлӗкрен-авалтан килекен йӑла-йӗркене, нерӗс-сипете, традицисене, ҫав шутра, вырӑнти чӗлхе хӑйне евӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене те, ватӑсем, кинемисемпе мучисем упраса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Шӑк-шӑк, тӑк-тӑк шаккаса ӗҫлесе ларнӑ хушӑра вӑл Миккул пирки татах та шухӑшлатчӗ пулмалла — арӑмӗпе хӗрачи, виҫҫӗмӗш класс пӗтернӗскер, малтанхи кун ирхине Ивановӑна хӑнана тухса кайнине аса илчӗ те, телеграмма ҫуккипе пӑшӑрханма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Эдик ӗҫе кӗресшӗн // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Анчах та каярахпа «хыпарсӑр ҫухалнӑ» ҫын пирки хыпар килнӗ: Сунтал Михали — Петӗр ашшӗ ӗнтӗ — хастар салтак пулнӑ, темиҫе медальпе ордена та тивӗҫнӗ, миллионшар салтак пекех, ҫуран танкӑшса та кӗрешсе тӑшмансене килне ҫитиех хӳтерсе кайнӑ.

Помоги переводом

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Пӗрремӗш ыйтупа Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ-строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ тата хӑтлӑх управленийӗн начальникӗ Равиль Ямалетдинов доклад, «Полигон» тулли мар яваплӑ обществӑн юрисчӗ Лев Уфуков ҫум доклад турӗ.

Помоги переводом

Тӗп ыйтусенчен пӗри - коммуналлӑ хытӑ каяша вӑхӑтра турттарасси // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51518-t-p- ... urttarassi

Вӗсем Христос тӗнне йышӑнасран тарса ҫӳрекенсем пулнине, каярахпа ҫакӑнта тата пилӗк ҫемье килсе хутшӑннине, вӗсен хушшинче Сайӑш Анисимов, Мишка Баракаев ятлӑ ҫынсем пулни ҫинчен «Буинские просторы» кӗнекен 223-226-мӗш страницисенче ҫырнӑ.

Помоги переводом

Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Эпӗ пӗр самант каялла та, малалла та утма пӗлмесӗр тӑтӑм, унтан, — хам та пӗлместӗп мӗншӗн, — Люсьӑсен хваттерне алӑка шаккаса ирӗк ыйтмасӑрах кӗрсе кайрӑм та вырӑн ҫинче пӗр хускалмасӑр, ҫын кӗнине те асӑрхамасӑр, ҫамрӑк хӗр ларнине куртӑм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Патӑрьел муниципалитет округӗнчи кашни ялтах сӑваплӑ вырӑнсене - масарсене - кирлӗ пек пӑхса, тирпейлесе тӑрасси, вӗсен картисене ҫӗнетесси, хапхисене улӑштарасси, кивелнӗ, хӑрнӑ йывӑҫсне касасси - территори пайӗсен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.

Помоги переводом

Масарсен картисене ҫӗнетнӗ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51140-masa ... ene-c-netn

Пӗчӗкрех чухне пулсан, амӑшӗ ӑна чипер апат ҫиме те пӗлместӗн тесе хӑтӑрса та тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах халӗ, ывӑлӗ вӑл ҫулсенчен иртнине кура, пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй тӗллӗн «ял ҫыннисене сӑнать, чунӗ тунсӑхласа ҫитнӗ ӗнтӗ» тесе ҫеҫ шухӑшларӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах та кунта пире кӳрентерекен факта та манса хӑварма юрамасть: пирӗн хӑш-пӗр хисеплӗ литераторсем, А. Эсхель, Л. Агаков, В. Алагер, К. Пайраш тата ыттисем те, ҫак енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗскерсем, драматургие пачах пӑрахса проза енне куҫса кайрӗҫ.

Помоги переводом

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Европа ҫарне» хирӗҫ пыракан ҫак юхӑм, класс интересӗсем (вӗсене наци интересӗсенчен ҫӳлӗрех вырӑна хураҫҫӗ) кӑларса тӑратакан вӑя пӗтӗмӗшпех ҫапса хуҫма ҫителӗксӗр пулнӑ пулин те, Бонра тата Парижра тунӑ договорсене ҫӗнӗрен пырса ҫапнӑ».

Помоги переводом

Тӗнчери лару-тӑру // И. Артемов. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.

Вӗсем: ҫуртсем ҫумӗнчи территорие хӑт кӗртме, электричество ҫутипе, видеосӑнавпа тата пӗчӗк архитектура формисемпе усӑ курса хӑтлӑлантармалли ен – «Манӑн кил хушши»; ҫамрӑксен пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗртекен ен – «Ачасемпе ҫамрӑксен тӗнчи».

Помоги переводом

Пуҫарулӑх бюджечӗн программине хутшӑнма // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22135 ... khutsh-nma

Тӗпӗ ҫине килекен пусӑма шӗвекӗн йывӑрӑшӗпе пӑтратма юрамасть; шӗвекӗн йывӑрӑшне савӑтпа пӗрле турттарса пӑхса пӗлеҫҫӗ, а савӑтри шӗвекӗн йывӑрӑшӗпе танлаштарсан, б савӑтри шӗвекӗн йывӑрӑшӗ ытларах, в савӑтри шӗвекӗн йывӑрӑшӗ сахалтарах.

Помоги переводом

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Хӑйсен вӑй-халне виҫме кунта Шупашкар, Канаш, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Комсомольски, Муркаш, Вӑрмар, Елчӗк муниципалитет округӗсенчен, Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенчен 200 ытла ҫамрӑк килнӗ.

Помоги переводом

Кӗрешӳ - хӑюллисен спорчӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51660-k-re ... n-sporch-2

Урӑхран эпӗ, ҫӑмӑл килет-и, йывӑр-и, ялан-яланах санпа, сан ӑшшупа хавхаланса пурӑнӑп пурӑнан пурнӑҫра, санран чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗх, сӑпайлӑхпа ӑнланулӑх илӗп, хамра тӗлкӗшекен юрату кӑварне нимӗнле чурӑслӑхпа, хирӗҫ ҫилпе те сӳнтерме памӑп.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Оля кӑна лӑпланмарӗ-ха, калушӗ епле йӑлтӑртатнине пӑхкаласа паҫӑрхи пекех ташлам пекки турӗ, тем юрлакаларӗ, унтан хӑй ҫине никамах та пӑхманнине кура, артистка пек, тӗкӗр умӗнче тепӗр хут пӑлтӑрр! ҫаврӑнса илчӗ те сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Помоги переводом

Хура калуш // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 153–156 с.

Инфра- (латинла инфра- «под, ниже, дальше, хуже, слабее, меньше») — хутлӑ сӑмахӑн пӗрремӗш пайӗ: инфракрасный, чӑв. инфрахӗрлӗ (спектрӑн куҫа курӑнман хӗрлӗ пайӑрки); инфразвук, чӑв. инфрасасӑ (ҫын хӑлхине илтӗнмен сасӑ); инфраструктура т. ыт. те.

Помоги переводом

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Итлекен итлеттерекенӗ мӗн кӑтартасшӑн пулнине пӗтӗмпех курать, вӑл мӗн туйтарасшӑн пулнине ӑспа та, чунпа та туять, вара сасартӑк хавхаланса, ҫунатланса канса, ҫапла шухӑшлать: чӑнах та ҫапла вӗт ҫурхи катара, чӑнах та ҫапла кӗрхи вӑрманта!..

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Матви ҫын пирки нихӑҫан та усал калаҫмасть, — Кӗҫени Ельккана ӑшӑ сӑмахсем татах та, татах та каласшӑнччӗ-тӗр те, пуҫласа куракан ҫынпа алла таранах сӑпайсӑрланни хитрех курӑнманнине сиссе, ҫавӑнтах хӑй еккине ҫепӗҫ-ҫепӗҫ куллипе сӗвӗртрӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗреҫҫӗ шывне, анчӑка евӗрлесе мӑкӑлтатаҫҫӗ, шапа ишши тукалаҫҫӗ, хур аҫисем пек шампӑлтатаҫҫӗ: хулӑн пӳ-силлӗ, питне-куҫне ик-виҫӗ хутлам хупланӑ, латака генерал ку енче, вӗшле йытӑ пек ҫинҫешке, хӑмла шӑччи пек тӑсланкӑ адьютант — тепринче.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней