Короткие
Шӗвекӗн йывӑрӑшӗпе тӗпӗ ҫине тивекен пусӑм вӑйӗ пӗр-пӗринчен уйрӑм тӑнине ӑнланса илес тесе, айккинчи стенкӑн пӗр-пӗр пӗчӗк пайӗ ҫине лекекен пусӑма икӗ хушӑнакан вӑй ҫине — горизонтальлӗ тата вертикальлӗ вӑйсем ҫине уйӑрӑпӑр.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Чӑнах та, апатланнӑ май Сидор хӑй патне хӑш кунсенче килсен аванраххине, епле ҫӳремеллине (ӑна паян, Мӗтрипе килсе, Сӑпани хӑй те ӑнланчӗ-ха), вӑл килӗнче ҫук чухне хыпара, хут ҫине ҫырса, ӑҫта хурса хӑвармаллине тӗплӗн ӑнлантарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев концерн предприятийӗсенчи лару-тӑрӑва йӗркене кӗртни регионшӑн пӗлтерӗшлине асӑнчӗ: кӗскетнӗ кун йӗркипе вӑй хуракансем, ӗҫсӗр ларакансем тата хӑй шучӗпе отпуска кайнисен йышӗ паян - 4,5 пин ҫын.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Тепӗр тесен, ҫитӗнекен ӑрӑва, ҫамрӑк яш-кӗрӗме хӑйсене кирлӗ пек ӗҫре тупма аван, ертӳҫӗсене вара хӑйсем тавра паха профессионалсене явӑҫтарма, вӗсемпе пӗрле килӗшсе тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыма та меллӗрех пулӗ», – тенӗ сӑмаха ҫавӑрса.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu
- 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнченпе ача кӗтекен ӗҫсӗр тата ытти хӑш-пӗр категорие кӗрекен хӗрарӑмсене ӗҫлекен ҫынна пӗр уйӑх пурӑнма кирлӗ виҫен (2025 ҫулта - 19 пин тенке яхӑн) ҫуррине тӳлеҫҫӗ (ӑна ҫуратиччен 70 кун юлсан шутласа параҫҫӗ).
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ // Ирина АЛЕКСЕЕВА. http://alikovopress.ru/numaj-achalla-cem ... hacce.html
Сӑран туртса ҫӗлеттернӗ кӗске пальтипе ҫӗлӗкне йывӑҫ шкап ҫинчи пӑтаран ҫакать, кӗске кунчаллӑ аттине электрокӑмака ҫывӑхне лартать — типшӗнтӗр кӑштах; выртнӑ ҫӗртех ал ҫитмелле вырнаҫтарнӑ тумбочка ҫинче — икӗ электрохунар.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Ну-ну» тенине хайхискер хӑйне хулпуҫҫирен ҫапнӑ ҫынран тата усалтарах ӗҫ кӗтнӗ пекрех, ҫав усал ӗҫрен хӳтӗленме хатӗрленнӗ пекрех каларӗ, аллисене ринг ҫине тухнӑ боксер пек хутлатса чавсисене икӗ еннелле чӑрсӑррӑн саркаларӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Раҫҫейре Совет влаҫӗ Революциччен урамра тӑван чӗлхепе калаҫма вӑтаннӑ чӑваш студенчӗсем, рабочисем, прачкӑсем, учрежденисенче ӗҫлекенсем пӗр-пӗрпе чӑвашла саламлама пуҫларӗҫ, пӗр-пӗринпе ашшӗ-амӑшӗ чӗлхипе пуплеме тытӑнчӗҫ.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
«Аманнӑ командира пӑрахса хӑварма юрамасть, — терӗ Зина, ман алӑри пистолета туртса илсе. — Эсӗ халь тӑшмансене пеме пултараймастӑн. Хӑвна ху вӗлерни — ухмахла япала», — татса хучӗ вӑл юлашкинчен, ман шухӑша темле тавҫӑрса илсе.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Ырӑ усала» ҫӗнтернӗ, «ҫынсем аван пурӑнасси», «чунтан савӑнасси» ҫитнӗ хальхи саманара «пусмӑртан тухнӑ» ӗҫҫыннисем кӗрешӳҫӗ-поэтӑн сӑваплӑ ятне чӗрере усраҫҫӗ, унӑн ахах пӗрчи пек хаклӑ произведенийӗсене хавхаланса вулаҫҫӗ.
Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
Мӑнтӑркка Павӑл, сӗлӗ кӗлти, — пит-куҫӗнче ӑшӑ кулӑ выляткаласа, уфла-уфла хушса хучӗ ҫава шулапне халӗ ҫеҫ ҫулса пӑрахнӑ курӑкпа сӑтӑрса тасатакан кӑтра хура ҫӳҫлӗ, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ, ҫамки ҫине шатра хӑпарса тухнӑ каччӑ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ҫӳлелле, йӑсӑрланакан тӗксӗм пӗлӗтелле, пӑхса выртнӑ май ирӗксӗрлесе тенӗ пекех ун куҫне самаях ҫӳллӗ, парка тӑрӑллӑ йывӑҫ турачӗсем хушшинче пӗр ухӑнмасӑр, пӗр лӗм те хускалмасӑр тӑракан элес-мелес хуп-хура «капан» туртса илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Степанов пукане пек хӗре вӑйлӑ аллисемпе хул айӗнчен тытрӗ те маччана ҫитиех ҫӗклерӗ, каялла антарнӑ чух, хӑй тӗлӗнче тытса тӑчӗ — ҫак самантра икӗ урипе те урайӗнче тӑн-тӑн тӑракан йӗкӗтпе сывлӑшри хӗрӗн вӗри тутисем пӗрлешрӗҫ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Амӑшӗ, вичкӗн ҫутӑ хӑмӑр куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, ӗнтӗ темиҫе ҫул хӗн курса пурӑнать: вӑрҫӑ ҫулӗсенче Етӗрне таврашӗнче шартлама сивӗре окоп чавнӑ чух витӗрех шӑнса ӳпкене лартнӑскер, халӗ, самаях йӑмшакланнӑскер, вырӑнпах выртать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ятарласа пуяна тухни, вӑйлисем умӗнче ятарласа йӑпӑлтатни, ятарласа хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне тӑшмансенчен те, халӑхран та пытарса усрани — темӗн, рабочи класӑн революцилле парти ҫыннисене мар, народниксен каяшӗсене аса илтермест-ши?
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Эпӗ, юлташӑмсен кӗтмен-туман, чӑрсӑр шухӑш-ӗмӗтне урлӑ та пирлӗ виҫкелесе, пӗр супка ҫӑварӑма шыв сыпса утрӑм (килтисем мӗн калӗҫ-ши кун пирки?), вара вӗсен кӑмӑлне шартах хуҫас мар тесе, хуравласа кӗскен пӗр-ик сӑмах тавӑрса хутӑм:
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Коммунистсем промышленность тата ялхуҫалӑх ыйтӑвӗсем тӑрӑх парти йышӑннӑ решенисене хӑвӑртрах пурнӑҫлассишӗн хытӑ тӑрӑшни вӗсем ҫав конференцисенче ӗҫри ҫитменлӗхсене ҫивӗччӗн критикленинче, паха сӗнӳсем панинче палӑраҫҫӗ.
Парти массисен активлӑхӗ ӳсет // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 1.
«Миҫе ҫула ҫитрӗ ӗнтӗ Поля?» — тесе ыйтасшӑнччӗ Каюров, анчах Пульхерия Феофилактовна хӑйӗн ҫул шутне чакарсах пырать тенине аса илчӗ те шарламарӗ тата йӗркеллӗ арҫын «ҫамрӑкланакан» хӗрарӑмран нихҫан та вӑл миҫерине ыйтмасть.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк йышне, техника шутне палӑртса, миҫе ҫын ӗҫлекен пулнине тата вӗсен ӗҫ укҫин виҫине, рентабеллӗхе, парӑмсем ҫуккине тата ытти енсемпе хакласа чи лайӑх 100 фермера палӑртма пуҫлӗҫ.
Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/
Ҫынсене расӑсем ҫине уйӑрнине хирӗҫлесе, вӑл вӗсене нацилле тата социалла паллӑсем тӑрӑх уйӑрма кирлине кӑтартса панӑ, эксплуататорсене хирӗҫ пыракан кӗрешӳре мӗнпур ҫӗршывсенчи ӗҫ-ҫыннисен интересӗсем пӗр пек, тесе вӗрентнӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.


