Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ӗҫлӗ (тĕпĕ: ӗҫлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӑн 17-мӗшӗнче пирӗн районта ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Петр Краснов пулчӗҫ.

Помоги переводом

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнче пулнӑ ӗҫлӗ ушкӑн Геннадий Максимов, район администрацийӗн капиталлӑ строительствӑпа ҫул-йӗр, коммуналлӑ хуҫалӑх уйрӑмӗн начальникӗ Александр Краснов «Слава картофелю» агрофирма ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, Хирти Мӑнтӑрти вӑтам шкулта пулчӗҫ.

Помоги переводом

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ачасен канӑвне йӗркелеме тата сывлӑхне ҫирӗплетме июнь уйӑхӗнче вӑтам шкулта лагерь ӗҫлӗ.

Помоги переводом

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Урмаел вӑтам шкулӗн коллективӗпе тӗл пулнӑ май ӗҫлӗ ушкӑн ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелессине те тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнассине сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

– Ишлейре хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ: кирлӗ йышӑнусем тума тивӗҫлӗ, ӗҫлӗ ыйтусем нумай илтӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫак кунсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов «Светлана» тулли мар яваплӑ обществӑра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.

Помоги переводом

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Вӑрмар районӗнче ӗҫлӗ визитпа Чӑваш Патшалӑх ветеринари службин руководителӗ С.Скворцов пулнӑ.

Помоги переводом

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ ушкӑнсем Мӑнҫырма, Кивӗ Вӑрмар, Тикаш ял тӑрӑхӗсенчи халӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ӗҫлӗ ушкӑн ялти лавккасенчи тавар ассортименчӗпе паллашрӗ, хаксемпе кӑсӑкланчӗ.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Александр Иванович районта шкул ҫумӗнчи 12 лагерь ӗҫне йӗркелеме палӑртни ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫавӑн пекех Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул ҫумӗнче ҫамрӑк армеецсен лагерӗ ӗҫлӗ.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Тӗп темӑсене ӗҫлӗ ушкӑн Кӗлкешри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул коллективӗпе сӳтсе яврӗ.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Малтанах йӑлана кӗнӗ йӗркепе ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ, амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене 3 ача амӑшне пачӗҫ.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак кун 236 сасӑлав участокӗ ӗҫлӗ, ҫӗршывӗпе вара пӗтӗмпе - 19 пин.

Помоги переводом

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

— Андрей Юрьевич, ӗҫлӗ пулнине пӑхмасӑр пирӗнпе калаҫма вӑхӑт уйӑрнишӗн тав.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Граждансене 2-3 пин тенкӗ, ӗҫлӗ ҫынсене 15-20 пин, юридици ҫыннисене 200-400 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑвайт чӗртме юрамасть // В.ПРОКОПЬЕВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ӗҫлӗ визит вӑхӑтӗнче вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Куликовпа тӗл пулнӑ.

Помоги переводом

Уй-хирти техника ӗҫӗпе интересленнӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Кашни районтах журналистсене, паллӑ артистсене, ҫыравҫӑсене хутшӑнтарса радио итлекенсемпе интереслӗ те ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттернӗ.

Привлекая к участию журналистов, известных артистов, писателей в каждом районе проводились интересные и рабочие встречи с радиослушателями.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ӗҫлӗ кӗске эрне пуҫламӑшӗнчи ларура Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне тата Мӑнкуна халалланӑ мероприятисене пӗтӗмлетрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ӗҫлӗ тӗлпулу регионсенчи ача-пӑча специалисчӗсен-хирургсен тата профессорсемпе педагогсен ҫул ҫитменнисене РФ округӗсенче хирурги пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ирттернӗ канашлӑвӗпе вӗҫленнӗ.

Помоги переводом

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Пирӗн районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр та патшалӑх ун умне лартнӑ тӗллеврен пӑрӑнмасӑр малалла аталанать, ҫынсене ӗҫлӗ пулма пулӑшать.

Помоги переводом

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней