Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех

Автор: Ирина ПУШКИНА

Источник: «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Добавлен: 2016.05.22 18:18

Предложений: 133; Слово: 1317

Тип текста: Интервью

По-русски Тема: Образование

Республикӑн чи пысӑк вӗренӳ заведенийӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ — аталану тӗлӗшӗпе ҫултан-ҫул ҫӗнӗ ӳсӗмсем тӑвать. 16 факультета, виҫӗ филиала пӗрлештерекен аслӑ шкул 15 пин студента, 1 пин ытла преподавательпе сотруднике пӗр тӗвӗре тытать. Ҫамрӑксем Раҫҫейӗн 69 субъектӗнчен, тӗнчери 40 ҫӗршывран аслӑ пӗлӳ илме килеҫҫӗ кунта. Ҫакнашкал пысӑк йыша Андрей Юрьевич АЛЕКСАНДРОВ ректор виҫҫӗмӗш ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.

Ҫур ӗмӗре яхӑн каялла йӗркеленнӗ аслӑ шкул паянхи ҫитӗнӗвӗсем мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха? Вӗренме кӗрес шухӑшлӑ ҫамрӑксене вӑл мӗнпе илӗртме пултарать? ЧПУ выпускникӗсене республикӑра, унӑн тулашӗнче хаклаҫҫӗ-и? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне шыраса Андрей Юрьевичпа куҫа-куҫӑн тӗл пултӑмӑр.

— Пирӗн тӗлпулу, Андрей Юрьевич, сире хӑвӑра пырса тивекен ырӑ сӑлтавпа та ҫыхӑннине пытармӑпӑр: илемлӗ ҫу уйӑхӗнче эсир тӗнчене килнӗренпе ҫур ӗмӗр ҫитет. Пурнӑҫӑн ҫак тапхӑрӗнчен ҫурри ытла Чӑваш патшалӑх университечӗпе ҫыхӑннӑ. Студент ҫулӗсем, преподавательте ӗҫлени, ректор тилхепине алла тытни... Хӑвӑр суйласа илнӗ аслӑ шкула чунпа парӑннӑ пулас эсир.

— Чӑннипех те, университет маншӑн чи ҫывӑх, тӑван вуз. Унпа манӑн ҫамрӑклӑхӑм ҫыхӑннӑ. Кунта истори-филологи факультетӗнче вӗреннӗ май пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ хаклӑхсене ӑса хывнӑ. Кунтах пулас мӑшӑрӑмпа паллашнӑ, пурнӑҫри ҫывӑх юлташсене тупнӑ. Лайӑх преподавательсем пулнӑ пирӗн — професси пӗлӗвӗсӗр пуҫне ҫынна пӗтӗмӗшле аталанма кирлӗ никӗссене вӗрентнӗ. Чӑн та, паян хӑшӗ-пӗри пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ, вӗсен ырӑ сӑнарӗ вара чӗререх.

ЧПУ яланах хӑйӗн ырӑ йӑлисемпе палӑрса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл вӗренӳпе ӑслӑлӑх хутлӑхӗнчи ҫӗнӗлӗхсене ҫийӗнчех хута ярать. Абитуриентсемшӗн пирӗн вуз нумай профильлӗ пулнипе кӑсӑклӑ: кунта медицина, техника, гуманитари, ытти енӗпе аслӑ пӗлӳ илме май пур. Специальноҫ та нумай. Вӗсене алла илме — лаборатори никӗсӗ пуян, квалификациллӗ преподавательсем ҫителӗклӗ.

— Вӗренӳ заведенийӗсем обществӑна ӑста кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама шкулсем, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем тата предприятисем пӗр ҫыхӑра пулни кирлӗ. Эсир ертсе пыракан аслӑ шкул партнер хутшӑнӑвӗсене йӗркеленӗ-и?

— Паллах. Шкулсемпе туслӑ ҫыхӑну тытни, сӑмахран, «Пӗчӗк физмат» йышши предмет кружокӗсене пуҫарнинченех курӑнать. Ачасем валли те, вӗрентекенсем валли те курссем ирттеретпӗр — пӗр-пӗр профессие анлӑрах пӗлме май параҫҫӗ вӗсем. Ку вӗренӳ ҫулӗнче «Университет шӑматкунӗсем» проект ӑнӑҫлӑ хута кайрӗ. Эпир ҫыхӑнусем йӗркеленипех юлашки ҫулсенче шкул ачисем тӗрлӗ предприятире час-часах /тӑватӑ хут ытларах/ пулса курма тытӑнчӗҫ.

— Ҫапах хӑшпӗр выпускникшӑн ӗҫе пуҫӑнмалли самант ҫитсен кӑткӑслӑхсем сиксе тухаҫҫех-тӗр.

— Пурнӑҫра тӗрлӗ ҫыннӑн тӗрлӗ лару-тӑрӑва лекме тивет. Паллах, ӗҫ енӗпе мӗнпур йывӑрлӑха сирме аслӑ шкул пултараймасть. Анчах хатӗр диплом усӑлӑхӗшӗн эпир те хамӑрӑн тӳпене хыватпӑр. Предприятисемпе хывнӑ туслӑх кӗперӗ пирӗн студентсене вӑл е ку профессие вӗреннӗ вӑхӑтрах хӑнӑхма май парать.

— Практика тӗлӗшпе йӑлтах ӑнлантӑмӑр. Анчах аслӑ шкул ят-сумӗ ӑслӑлӑх-тӗпчеври ҫитӗнӳсемсӗр ҫӳллӗ шайра пулаймӗ.

— 2015 ҫул пирӗн вузшӑн ку енӗпе ҫав тери тухӑҫлӑ пулчӗ. Пуҫласа Раҫҫей патшалӑх ӑслӑлӑх фончӗн сумлӑ грантне /22,5 млн тенкӗ/ ҫӗнсе илтӗмӗр. Кунашкаллине хальччен республикӑри пӗр аслӑ шкул та тивӗҫмен. Хамӑрӑн ҫамрӑк ӑсчахсен ҫитӗнӗвӗсемпе те мӑнаҫланатпӑр: вӗсен пысӑк шайри тӗплӗ тӗпчевӗсем РГНФ грантне илме май пачӗҫ. Пӗтӗмӗшле Раҫҫей патшалӑх наука фончӗн гранчӗсене ҫӗнсе илессипе 13 вырӑна тухни пирӗншӗн — пысӑк ҫитӗнӳ.

Студентсем те ӑслӑлӑх ӗҫӗнче ҫулсерен хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ. Республика, Раҫҫей шайӗнче конференцисем, тӗрлӗ фестиваль, семинар, «ҫавра сӗтел», конкурс иртет-и — альма-матер студенчӗсем яланах пуҫаруллӑ. Ҫӗршыв, тӗнче анлӑшӗпе йӗркелекен ӑмӑртусенче те ҫӗнтереҫҫӗ, вӗсем те грантсене тивӗҫеҫҫӗ.

— Раҫҫейре аслӑ шкулсен ӗҫ-хӗл усӑлӑхӗн мониторингне ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫуллен тухӑҫлисен шутӗнче. Эффективлӑ вуз пулма мӗнле кӑтартусем май параҫҫӗ-ха?

— Мониторинг 7 тӗрлӗ кӑтарту тӑрӑх иртет. Ӑслӑлӑхри ҫитӗнӳсем, вӗренме кӗнӗ чухнехи вӑтам балл, профессорсемпе преподавательсен шалӑвӗ, ют ҫӗршывран килнӗ студентсен йышӗ — ҫак тата ытти енӗпе палӑртнинчен каярах пулмалла мар плансене тултармалла. Абитуриентсен ППЭри вӑтам кӑтартӑвӗ 60 балран кая мар. Чикӗ леш енчен килнӗ студентсем вӗренекенсен мӗнпур йышӗн пӗр процентӗнчен кая пулмалла мар та — пирӗн вӗсем темиҫе хут ытларах. Тӗнчери кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑр вӗсем халӗ хальчченхинчен тата 100 ҫын ытларах.

— Чӑваш Ен мӗнпе илӗртет-ха «юттисене»?

— Пирӗн республика общество тӗлӗшпе те, политика енчен те лӑпкӑ территори. Географи вырӑнӗ аван. Паллах, куллен кирлӗ таварсен хакӗсене пӑхсан та Чӑваш Ен кӗсьене ҫав тери ҫӳхетекен регион тееймӗн.

Сӑмах май, чикӗ леш енчи студентсемпе ӗҫлесси ҫӑмӑлах мар. Вӗсене пирӗн ҫӗршыв, хамӑрӑн университет йӗркине хӑнӑхтарассипе нумай вӑй хума тивет. Ку енӗпе республикӑри вузсен хушшинче ЧПУ чӑннипех пысӑк опытпа палӑрса тӑрать.

— Калаҫу каллех студентсем патне ҫаврӑнса тухрӗ те — вӗренӳсӗр пуҫне мӗнпе аппаланаҫҫӗ, канӑвне мӗнле йӗркелеҫҫӗ-ха ҫамрӑксем?

— Студент пурнӑҫӗ тӗрлӗ мероприятипе яланах пуян пулнӑ, халӗ те ҫаплах. Университетӑн ҫирӗпленнӗ йӑлисем ҫинчен паҫӑр каларӑм. Хавхалану кӳрекен хӑшпӗр проект 20-30 ҫул ӗнтӗ хӑйӗн техӗмне ҫухатмасть. «Алло, эпир талантсене шыратпӑр», «Студентсен ҫуркунни», «КВН»... Вӗсене аслӑ шкул витӗр тухнисенчен кам астумасть? Вӗсем пирӗн ӑрӑва та, паянхи студентсене те, пулассисене те пӗтӗҫтерекеннисем. Нумаях пулмасть пирӗн студентсемпе «Мӗн\? Ӑҫта? Хӑҫан?» вӑйӑ ертӳҫи Андрей Блинов тӗл пулчӗ, мастер-класс ирттерчӗ. Ҫакнашкал самантсем пурнӑҫра яланлӑхах асра юлаҫҫӗ, тавракурӑма анлӑлатакан тӗрлӗ ӑмӑртӑва хастар хутшӑнма хавхалантараҫҫӗ.

Ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тӗпе хурса пурӑнма хӑнӑхтарасси — воспитани тӗллевӗсенчен пӗри. Университет хӑйӗн вӑйӗпе республикӑри хӗрарӑмсен баскетбол командине тытса тӑрать. Хоккей ушкӑнӗ хальччен пулман та — ӑна та йӗркелесе яма май тупрӑмӑр. Волейболла вылякан хӗрсен команди хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе час-час савӑнтарать. Тин кӑна республикӑра Студентсен спорчӗн фестивалӗ иртрӗ. Унта хутшӑннӑ 7 вуз хушшинче пирӗн студентсен ушкӑнӗ тӗп Кубока ҫӗнсе илме пултарни — пысӑк чыс.

— Университетра ҫӗршывра чапа тухнӑ ҫынсемпе тӗлпулусем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳ тунӑ «ҫӑлтӑрсем» студентсен пурнӑҫӗнче кӑна мар, сирӗннинче те ырӑ йӗр хӑвараҫҫӗ-тӗр. Кампа куҫа-куҫӑн калаҫсан чунпа хӑпартланнине астӑватӑр?

— Ун пекки чылай пулнӑ. Никита Михалков, Леонид Якубович, Святослав Федоров, Андриян Николаев... Владимир Путинпа, шел, сӑмах хушма ӗлкӗреймерӗмӗр, анчах вӑл студентсемпе ӑшшӑн калаҫнине сӑнама май килнӗшӗн хӗпӗртенӗччӗ. Асӑннӑ паллӑ ҫынсем — чунпа вӑйлӑ та ҫирӗп. Тӗнче чемпионӗпе Анатолий Карпов шахматистпа калаҫни асрах. Мӗн тери ӑслӑ, ҫав вӑхӑтрах мӗн тери сӑпайлӑ, ӑшпиллӗ вӑл! Ҫынна итлеме пӗлет, ыйтусене чунтан хуравлать. Геннадий Айхипе инҫе ҫула кӗскетме тӳр килнӗччӗ тата. Хӑйӗн тыткаларӑшӗпе — мӗнпур чӑвашшӑн чӑн тӗслӗх: питӗ сӑпайлӑ. Халӑхӑмӑрӑн ӑсӗ ҫавӑн пек тӗрлӗ енпе пултаруллӑ ентешсенче курӑнать те. Ҫак тата ытти нумай талантлӑ ҫынпа калаҫни чӑннипех чунпа пуянланма витӗм кӳрет.

— Халь каланинченех уҫҫӑн курӑнать: эсир — хӑвӑр пурӑнакан хутлӑх патриочӗ. Ҫавна май тепӗр ыйту ҫуралать. «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ», вырӑсла ҫыракан «Пӗрлехи диктант», «Географи диктанчӗ» проектсене университет ят-сумне ҫӗклес тӗллевпе ирттеретӗр-и е?..

— Анлӑ асӑннӑ проектсене йӗркелесе ирттерме ҫӑмӑлах мар. Апла пулин те вӗсене университет территорийӗнче никам хистенипе те мар, хамӑрӑн кӑмӑлпа пуҫаратпӑр. Ҫийӗнчен ӗҫсене тӗрӗслеме хамӑрӑн кадрсене явӑҫтаратпӑр. Массӑллӑ акцисене ҫултан-ҫул ҫын ытларах хутшӑнать. Эппин, ҫынсем пур енлӗ культурӑллӑ пулма ӑнтӑлаҫҫӗ. Паллах, кунашкал проектсем абитуриентсене илентерме те пулӑшаҫҫӗ. Акцие хутшӑнакансем обществӑн чӑн патриочӗсем пулни вара иккӗлентермест те.

— Республика ертӳлӗхӗ кун йӗркинчен кӑларман ыйтусенчен пӗри — ҫамрӑксемпе профориентаци ӗҫне ирттересси. Ку енӗпе те пуҫаруллӑ эсир. Тӗлпулусем йӗркелени хӑйӗн «ҫимӗҫне» парать-и?

— Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, Ректорсен канашӗ /А.Александров — унӑн председателӗ. — Авт./ ертсе пынипе «Вузсен районсенчи кунӗсем» иртеҫҫӗ. Маларах палӑртнӑ кун кӑҫал шкул пӗтерекенсем районти пур ялтан центрти пӗр-пӗр шкула е культура ҫуртне пухӑнаҫҫӗ. Аслӑ шкул представителӗсем пушӑ алӑпа ҫӳремеҫҫӗ тӗлпулусене — видеофильмсем, пичет продукцийӗ кашнин пур. Кама мӗнле ыйту кӑсӑклантарать — ҫийӗнчех хурав илме май пур. Ҫакӑ паха та. Аслӑ шкулсем пӗр-пӗриншӗн конкурент пулни чӑрмантарать тесе калас — кашниех чыслӑ, тӗрӗс информацие тӗпе хурса ӗҫлет.

— Ҫывӑх вӑхӑтра университетра мӗнле те пулин улшӑну пулӗ-и?

— Вӗрентӗвӗн иккӗмӗш шайне — магистратурӑна — тӗрлӗ профильпе йӗркелесе ярас тӗллевпе ӗҫлетпӗр. Юридици, экономика, строительство, хими хутлӑхӗсенче пур кунашкал вӗрентӳ. Ҫывӑх вӑхӑтра истори, машиностроени енӗпе магистрсене хатӗрлеме лицензи илмелле.

— Республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ аслӑ шкул шутланнӑ май вырӑнти правительство тӗрлӗ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме пулӑшать-и?

— Унсӑрӑн эпир аталану тӗлӗшпе хальхи шая ҫитеймен пулӑттӑмӑр. Пӗрлехи курӑмлӑ ӗҫсем куҫ умӗнчех: Ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗ, Чӑваш Республикин машиностроени тытӑмӗнчи инноваци ӗҫӗсен прототипировани центрӗ хута кайрӗҫ. Халӗ акӑ «Единая Россия» парти, федераци тата республика вӗренӳ ведомствисем пулӑшнипе бассейн тума тытӑнасшӑн. Унӑн проекчӗ хальлӗхе экспертизӑра. Университет корпусӗсене, общежитисене тӗпрен юсасси ҫинчен те манмастпӑр. Факультетсен лабораторийӗсене хальхи йышши оборудованипе пуянлатасси те планрах. Ӑслӑлӑх вӗрентӗвӗ валли кирлӗ хатӗрсем кӑна 2016 ҫулта 25 миллион тенкӗлӗх туянма палӑртнӑ.

— Вулакана сирӗн ҫемье, чун киленӗҫӗ ҫинчен пӗлме те кӑсӑклӑ пулӗ.

— Мӑшӑрӑмпа Надежда Геннадьевнӑпа студент чухнех паллашса ҫемье ҫавӑрнӑ. Ывӑлпа хӗршӗн тӗслӗх ашшӗпе амӑшӗ пулма тӑрӑшатпӑр. Хӗр аслӑ пӗлӳ илнӗ ӗнтӗ, ӗҫлет. Ывӑл шкулта вӗренет. Ӗҫ чылай вӑхӑта туртса илет пулин те ҫемьепе уҫӑ сывлӑшра, спорт вӑййисемпе айкашса канма юрататпӑр. Паллах, лайӑх кӗнекене алла тытма май тупатӑпах. Ҫула тухсан та пулин.

— Иртнӗ вӑхӑта тепӗр хут таврӑнма май пулас-тӑк...

— Принцип тӗлӗшӗнчен нимӗн те улӑштармастӑм. Паянхи пурнӑҫ опытне кура хӑшпӗр тапхӑрта вӑхӑтпа перекетлӗрех усӑ курнӑ пулӑттӑм ҫеҫ. Л.Кэролл ӑслӑ калани — тӗрӗсех: «Хальхи вырӑнтах пулас тесен — мӗн пур вӑйран чупмалла».

— Андрей Юрьевич, ӗҫлӗ пулнине пӑхмасӑр пирӗнпе калаҫма вӑхӑт уйӑрнишӗн тав. Малашнехи пурнӑҫра хӑвӑра, эсир ертсе пыракан пысӑк коллектива ӑнӑҫу сунатпӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней