Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑшшӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ӑшшӑн (тĕпĕ: ӑшшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫамрӑк чухне, пӗрлешсенех, мӑшӑрпа пысӑк ҫемье, сак тулли ача-пӑча ҫинчен ӗмӗтленеттӗмӗр те — пулаймарӗ, ҫапах Турри пире шеллерӗ пулас — халӗ ав чӑннипех пӳрт тулли, — тунсӑха сирсе, хӑйӗн ҫумӗнчи икӗ хӗр пӗрчине куҫран ӑшшӑн пӑхса йӑл кулчӗ хӗрарӑм.

— В молодости, когда только поженились, супругой мечтали о большой семье, о полной лавке детей — не получилось, однако Бог видимо нас пожалел — сейчас, вот, взаправду дом полон, — прогоняя тоску и вглядываясь в глаза двух рядом сидящих девочек, улыбнулась женщина.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Гродно хулинче вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, хула администрацийӗн ертӳлӗхӗ тухӑҫлӑ ӗҫлеме майсем туса панӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсем библиотекарьсене, конкурсра ҫӗнтернӗ писательсемпе поэтсене, вулакансене ӑшшӑн саламларӗҫ, пултарулӑхра ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пурин ҫине те шикленсе пӑхакан арҫын ача пӗчӗккӗн лӑпланнине кура тинех ӑшшӑн калаҫу пуҫарнӑ.

Увидел, что мальчик, глядящий на всех с опаской, успокоился и на конец начал теплую беседу.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пӑлханнипе сӑмахӗсене маннӑ пулин те куракансем ӑна питӗ ӑшшӑн йышӑннӑ.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

«Пачах та пӗр сӑнлӑ мар-ҫке вӗсем», - йӑл кулса хуравларӗҫ аслисем чун тӗпренчӗкӗсем ҫине ӑшшӑн пӑхса.

Помоги переводом

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Шкул ҫулӗсенчи юлташсемпе тӗл пулни, ачалӑх ҫулӗсене ӑшшӑн аса илсе калаҫни темиҫе ҫул пурӑнмалӑх вӑй-хал хушать.

Помоги переводом

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Владимир Путинпа, шел, сӑмах хушма ӗлкӗреймерӗмӗр, анчах вӑл студентсемпе ӑшшӑн калаҫнине сӑнама май килнӗшӗн хӗпӗртенӗччӗ.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Лайӑх кӗнекене ӗҫҫыннисем куҫ пек кӗтсе, пӗтӗм кӑмӑлтан, ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Татьяна Шарковӑна курав уҫӑлнӑ ятпа республикӑри паллӑ художниксем, ЧНК тата «Елчӗк ен» ентешлӗх хастарӗсем, пӗр класра тата пӗр курсра вӗреннисем, хӗр тусӗсем, тӑванӗсем ӑшшӑн саламларӗҫ.

Помоги переводом

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов та ӑшшӑн саламларӗ хӑйтытӑмлӑх йӗркеленӗвӗн кунӗпе уяврисене.

Помоги переводом

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Унта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ: — Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх институчӗ территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

15. Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе пурӑнӑр; хӑвӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен ыйтса тӗпчекене кирек кама та ӑшшӑн, йӑвашшӑн каласа пама ялан хатӗр тӑрӑр; 16. ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр, эсир Христоса ӗненсе ырӑ пурӑннине хурлакан ҫынсем сире усал ҫынсем вырӑнне картса хӑртнӑшӑн намӑса юлччӑр.

15. Господа Бога святите в сердцах ваших; будьте всегда готовы всякому, требующему у вас отчета в вашем уповании, дать ответ с кротостью и благоговением. 16. Имейте добрую совесть, дабы тем, за что злословят вас, как злодеев, были постыжены порицающие ваше доброе житие во Христе.

1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Хӑвӑн ӑшшӑн юратнӑ ывӑлусемшӗн хуйхӑрса, ҫӳҫне илтерсе яр, кастар; шакла хырса яр, тӗк тӑкакан ӑмӑрткайӑк пек пул: вӗсене ӗнтӗ сан патӑнтан куҫарса кайӗҫ.

16. Сними с себя волосы, остригись, скорбя о нежно любимых сынах твоих; расширь из-за них лысину, как у линяющего орла, ибо они переселены будут от тебя.

Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Йӑпатӑр, Манӑн халӑхӑма йӑпатӑр, тет сирӗн Туррӑр; 2. Иерусалимпа ӑшшӑн калаҫӑр, пӗлтерӗр ӑна: ун кӗрешӗвӗн вӑхӑчӗ тулчӗ, ӗнтӗ ӑна хаса панӑ: айӑпне пӑрахӑҫланӑ, пӗтӗм ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ӑна икӗ хут тавӑрса панӑ.

1. Утешайте, утешайте народ Мой, говорит Бог ваш; 2. говорите к сердцу Иерусалима и возвещайте ему, что исполнилось время борьбы его, что за неправды его сделано удовлетворение, ибо он от руки Господней принял вдвое за все грехи свои.

Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эсӗ ӑна кирлӗ пултӑн — вӑл сана йӑпӑлтатать, кулкаласа ҫеҫ тӑрать, пулӑшма шантарать, ӑшшӑн калаҫать: «мӗн те пулин кирлӗ мар-и?» тесе ҫеҫ тӑрать.

7. Возымел он в тебе нужду,- будет льстить тебе, будет улыбаться тебе и обнадеживать тебя, ласково будет говорить с тобою и скажет: «не нужно ли тебе чего?»

Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пиччӗшӗсем, ашшӗ ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнине курса, ӑна курайми пулнӑ, унпа ӑшшӑн калаҫма та пултарайман.

4. И увидели братья его, что отец их любит его более всех братьев его; и возненавидели его и не могли говорить с ним дружелюбно.

Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Куракансем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ.

Зрители тепло приняли.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пире ӑшшӑн йышӑнчӗҫ унта.

Нас там тепло приняли.

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Авӑ, шкул сукмакне такӑрлатнӑ тапхӑра аслисем те ӑшшӑн аса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней