Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑнран (тĕпĕ: ӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑнран кайрӑм, сассӑм тухми пулчӗ.

Я обомлела, голос у меня отнялся.

Пароль «Якорь» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анчах та юнпала кӳлленнӗ Новая Слободора курнӑ тискер те ирсӗр ӗҫсем вӗсене шӑлт ӑнран кайиччен чӗтӗретсе пӑрахнӑ.

Но то, что они увидели в Новой Слободе, буквально перевернуло их души.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ик-виҫ эрне хушши ҫапла йӗп ҫинчи пек пурӑнсан, темӗнле ҫирӗп этем те ӑнран тухса каймалла, анчах ҫак старик пурӗ-пӗр чӑтӑмлӑх ҫитернӗ.

Так несколько недель, и всё-таки этот человек выдержал, сберёг в себе советское зернышко.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Суранне тирпейлесе ҫыхнӑ чухне Семен Васильевич ик-виҫ самантлӑха ӑнран кайса выртрӗ.

Во время перевязки Семён Васильевич на несколько минут потерял сознание.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир малтанах унта кампа кам ҫапӑҫнине ӑнланаймасӑр шӑлт ӑнран кайрӑмӑр.

Мы терялись в догадках: кто там с кем сражается?

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ӑнран кайнӑ фрицсем нимӗн тума пӗлмеҫҫӗ: кунта — лачака, путса вилес пулать, лере — чӑтлӑх вӑрман, пуҫа пырса чикме те ҫук, малта, сӑрт тӳпи ҫинче, — таҫтан ҫӗр шӑтӑкӗнчен танк тухса ларнӑ та нимӗн сывлама памасӑр ҫунтарать.

Офицеры не знали, как выскочить из этого проклятого леса: здесь болото — утонешь, там чаша — не пройдёшь, а тут, словно из-под земли, на высотке вдруг танк появился и бьёт прямо в упор.

Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Теттесемпе вӑл ытлашши йӑпанмастчӗ, кӗнекесем тесен вара — ӑнран каясса ҫитетчӗ.

Игрушками он не увлекался, зато книжками — до самозабвения.

«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ӑнран кайӑн.

С ума сойти можно.

Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Эпӗ ӑнран кая пуҫларӑм пулас! — тенӗ Кассий.

Я, кажется, совсем потеряю голову! — сказал Кассий.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫемҫешке сенаторсен малтан чӗлхисем ҫухалнӑ пулсан, халь вӗсем, хӑранине пула, хӑйсен вырӑнӗсенчен тарантул сӑхнӑ пек сике-сике тӑнӑ; пурте йӗркесӗр шавланӑ, кӑшкӑрашнӑ: трибун ӑнран кайнӑ, Нола хулине гладиаторсем, хӑйсем сахалӑн пулнӑ пулин те, икӗ сехет хушшинче илнӗ, унта мӗнпур ҫуртсене ҫунтарса янӑ, мӗнпур ҫынсене касса тухнӑ, хӑйне хисеп кӗтекен трибун йӑлӑнтарнине пула эпир хамӑра вӗлерттерме килӗшмӗпӗр, пилӗк пин гладиатора хуларан кӑларса яни пит ӑслӑ ӗҫ пулса тӑрать, мӗншӗн тесен хулара восстани тӑвас хӑрушлӑх та пӗтет, тенӗ.

Но страх, обуявший изнеженных капуанских сенаторов, — страх, от которого в первый момент у них слова застыли на устах, теперь встряхнул их, заставил вскочить с мест, как будто их укусил тарантул, все они хором заголосили, что трибун сошел с ума, что Нола была взята менее многочисленными и хуже вооруженными гладиаторами всего в два часа, что в ней были сожжены дома и вырезаны все жители; что они для удовлетворения каприза честолюбивого трибуна не желают быть изрубленными; что высылка из города этих пяти тысяч гладиаторов является мудрым и благоразумным мероприятием, так как будет устранена постоянная опасность восстания и резни…

XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӗҫсе килеҫҫӗ те, ӑнран кайнӑ пек, ҫаврӑнкалаҫҫӗ, шӑхӑркалаҫҫӗ…

Прилетят, как шальные, вертятся, стрекочут…

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Тӗлӗннипе ӑнран кайса эпӗ киле ҫитрӗм.

Потрясенный, я пришел домой.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсем вӑхӑтра ҫитнӗ, халь кунта пурте лӑпкӑ-ха, ӑнран тухса вӑл икӗ минутран ытла ирттермен, унӑн алли хытӑ аманнӑ, терӗ; ҫав вӑхӑтрах унӑн аллине кӑкӑр тӗлне ҫыхса ҫакса хучӗ.

Он сказал, что они прибыли вовремя, что все кругом спокойно, что его обморок длился только две минуты и что состояние его руки очень тяжелое; и говоря это, крепко перевязал руку.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ӗҫӗмӗр пӗтсе ларать, эпӗ пур — ӑнран кайса ларатӑп.

Наше дело гибнет, а я падаю в обморок!

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсӗ ӑнран кайма пултаратӑн… лар-ха кунта.

Ты упадешь в обморок… садись сюда.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ӑнран тухнӑ самнит пӗр икӗ хутчен ҫаврӑнкаласа илчӗ те ҫӗре персе ӳкрӗ, ҫавӑнтах унӑн юлашки юлташӗ, халран кайса, ӑна пулӑшма васкаса пычӗ.

Оглушенный ударом, самнит перевернулся и рухнул на арену, тотчас же на помощь ему поспешил последний из самнитов, совсем уже выбившийся из сил.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Айкига савӑннипе кӑшт ҫеҫ ӑнран кайман, анчах вӑл ачашланине Киш ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пек йышӑннӑ та: — Мӗн те пулин ҫимелли хатӗрле-ха анне, апат тусанах ҫывӑрма выртас тетӗп, ытла ывӑнса ҫитрӗм, — тенӗ вӑл.

Айкига была несказанно обрадована, но он встретил ее радость по-мужски: — Идем, Айкига, дай мне есть. И потом я лягу спать. Я очень устал.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тикӗсӗн наян хумӗсем ӑна хӑйсен ҫӑтмахне сӗтӗре-сӗтӗре илсе кӗчӗҫ, ӑна тӗлӗнмелле ӑнланса илмелле мар тӗлӗксем курӑна пуҫларӗҫ, анчах вӑл ялан, ӑнлӑ чухне те, ӑнран кайсан та, хӑй патне ҫывхарсах пыракан хӑйкӑлтатса сывланӑ сасса илтенҫи пулса, хӑйне хытӑ чӗлхе пырса сӗртӗнесрен ҫыхлансах выртрӗ.

Время от времени волна забытья захлестывала его, и он видел долгие сны; но все время, и во сне и наяву, он ждал, что вот-вот услышит хриплое дыхание и его лизнет шершавый язык.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ӑнран кайнӑ самантсенчен пӗринче вӑл хӑй хӑлхи ҫумӗнчех хӑйкӑлтатса сывланӑ сасса илтрӗ те, тӑна кӗчӗ.

Однажды он пришел в чувство, услышав чье-то дыхание над самым ухом.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Анчах ҫу ҫаплах иртсе каймасть-ха, вӑл ҫаплах ӑнран кайса ӳке-ӳке малалла шӑвать.

Бабье лето еще держалось, а он то полз на четвереньках, то падал без чувств.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней