Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑнран (тĕпĕ: ӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тамарӑн илемлӗ сӑнӗ-пичӗ ӑнран янӑччӗ апӑршана.

Помоги переводом

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Анне! — хӗрӗн сасси Ваҫилене ӑнран ячӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, кунта ӗҫ ача чирленинче кӑна мар, ача чирлени те ҫынна ӑнран кӑларса яма, ним чухлайми тума пултарать пулин те.

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ӑнран тухма пуҫланӑ, пӑрланса ларас патнех ҫитнӗ старик умне пынӑ та пӗр сӑмах кӑна каланӑ:

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кайран тин, асапланса пӗтнӗ, выҫӑ Завьялов, час-часах ӑнран кайса, шурлӑхри ӑшӑ шывра выртнӑ чух, унтан чӑтлӑх витӗр аран упаленнӗ чух кӑна вӑл хӑйне хӑй юриех ҫав Воронин тахҫан тунӑ ӗҫе турӑм тесе ӗнентернӗ.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Славик, ӑнран кайса ӳкес мар тесе, хӗре хӑй ҫумне ыталаса тытрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сана ӑнран янӑ япалара ним тӗлӗнтерекенни те ҫук иккен ҫынсемшӗн.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ӑнран кӑларӗччӗ ӑна ку телей…

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ут-пӳсӗрех нумайччӗ унра ӑнран яраканни.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫарамас хӗр ҫав тери ҫывӑха килнипе ӑнран кайнӑ ача тӑвайккине чупса хӑпарчӗ, сӑрт хӗррипе хирелле ыткӑнчӗ…

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик, ӑнран тухнӑ пек куҫне ялкӑштарса, малалла чупма тӑчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сидоркин СУ начальникӗ ҫине ӑнран кайнӑ пек, нимӗн те ӑнланман пек пӑхса тӑрать.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑнпа та Унерпи Ӑнран кайса аптӑрать, Пит ҫӑмарти, ҫут ҫамки Сӑнран кайса тӗс ярать.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туйсар ӑнран кайнипе Ячӗ вӑрӑм сывласа, Хуп-хура юн сӑмсипе Юхса анчӗ йӑрласа.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫак пуҫватмӑшсен «сӗм хура чӑтлӑхӗнчен» хӑтӑлса тухаймасӑр татах тӑркаларӗ Ула Тимӗр сас-чӳ тумасӑр, ҫӗре алтса тӑратнӑ чикмек пек, тытамак тытнӑ пек ӑнран тӗнсе, чӗмленсе, вара, ӑшри уҫӑмсӑрлӑха сире-сире, пусара-пусара, каялла ҫаврӑнчӗ, йывӑҫ тураттисене, ҫамрӑк хӑва хуллисене сиркелесе, асӑрханса утӑмлакаласа, васкамасӑр хӑвалӑхран тухрӗ те хыпӑнсах малалла вӑрман «талккӑшне пусӑмлама» пуҫларӗ: шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑрчӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗлеткине пӗр клетка юлмиччен лӑш ярса, хӑштик-хӑштик сывлакаласа та пӑхлаткаласа пӗр кана чӗмсӗррӗн, ӑнран кайнӑ пек ларчӗ, унтан, пуҫне сулкаласа, хӑйне шалтан тарӑхуллӑн йӗплесе, ӳкӗнӗҫ вуттипе хыпӑнса, юншӑхласа илчӗ: «Ак масар…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Мӗн пулчӗ вара сана, Лида, чӗнсен те чӗнместӗн, калаҫнине те илтместӗн, ӑнран кайнӑ ҫын пек пӗр ҫӗре пӑхса ларатӑн, — юлташне хулпуҫҫийӗнчен пырса ҫупӑрларӗ Люба.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Асапланакан ҫын хӑйне асаплантарнӑ вӑхӑтра тӑнне ҫухатмасан та, таткаланса пӗтнӗ ури лапписемпе ҫӗре пуссанах ӑнран каять.

Если пытаемый не терял сознания во время пытки, то это случалось тотчас же после того, как он прикасался истерзанными ногами к земле.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑна Прелл мастер чышкипе ҫапса ӑнран янӑ.

Это ваш мастер Прелл отшиб ему память своими кулачищами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Халӑхпа ҫывӑхрах пулас» тесе паҫӑр сӗтел хушшинче ик-виҫӗ кашӑк яшка сыпни халӗ ӑна ҫине-ҫинех какӑрттарса хуплантарчӗ, вӑйран ячӗ, кӗҫ-вӗҫ ӑнран кайса ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе ӳкес патнех ҫитерчӗ.

Эти две-три ложки похлебки, которые он, порываясь «сблизиться с народом», проглотил за столом, теперь отрыгались ему сторицей, доводя до дурноты, до обморока.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней