Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ӑҫта сăмах пирĕн базăра пур.
Ӑҫта (тĕпĕ: ӑҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс ҫывӑхра ӑҫта ял пуррине пӗлме кирлӗ».

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта кӑна ҫитсе курман Крапивин, халӑхри пек каласан, Вӗлтрен Хӗлимунӗ хӑйӗн ӗмӗрӗнче — яппун вӑрҫинче те пулнӑ, кайран, Кашкӑр Микулине пула чӑваш ҫӗрӗнчен тухса кайсан, Хусанта, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи фронтӗнче, Петроградра, Мускавра, каллех граждан вӑрҫи фронтӗнче революци ӗҫне туса пынӑ, — ҫапах кӗркунне тӗксӗм, хӗлле ҫутӑ, ҫуркуннепе ҫулла вара ем-ешӗл ҫак Экеҫ асран нихӑҫан та тухман, темле асамлӑ вӑйпа туртсах тӑнӑ хӑй патне.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин ӑна хурахсен ушкӑнне вырнаҫмашкӑн Телегина яни, ӗҫ чиперех ӑнса пырсан, унпа ӑҫта, мӗнле, хӑҫан ҫыхӑнмалли ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Мӗн ҫӑвар карса тӑнӑ эсир, услапсем? Телегин ӑҫта? Тартрӑр эппин! Халех пурсӑра та хуптарӑп!» — кӑшкӑрашрӗ хураллакансен аслийӗ, аптӑраса ӳкнӗ конвоирсене ятласа.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Активистсен хурахсем малалла ӑҫта кайма шутланине, яла хӑҫан килессине пӗлме тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, ҫавӑн чухлӗ хӗҫпӑшал хурахсем ӑҫта тупаҫҫӗ?

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата пулемет, винтовкӑсем, ытти хӗҫпӑшал ӑҫта тупнӑ хурахсем?

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Камсем, мӗнле майпа, ӑҫта, хӑҫан пӗрлешсе кайнӑ ҫав ҫынсем?

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта, мӗн туса пурӑннӑ вӑл ҫак хушӑра?

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫре хӑйсен ҫынни пур пулас вӗсен, ахальтен пыман унта, кооператив укҫи ӑҫта упраннине те тӳрех пӗлнӗ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫҫӗмӗшӗ — хӑвна майлӑ агентсем хатӗрлесси, вӗсем пулӑшнипе хурахсем хӑш кун ӑҫта пулассине пӗлсе тӑрасси.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗнле майпа, ӑҫта кайса кӗнӗ — нимӗн те паллӑ мар.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Хӗлимун ӑҫта пурӑннине Ҫтаппан пӗлмен, пӗлсен те, ахӑртнех, каласа парас ҫукчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, Крапивин ӑҫта тарса пурӑннине Кашкӑр Микули шутсӑр пӗлесшӗн пулнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта кайса сутас ман халь сӗт-ҫӑва, аш-пӑша?

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун хӑй шыракан Волков ӑҫта пурӑннине ыйтрӗ те, ӑна пӗр арҫын тӳрех ҫул кӑтартса ячӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, кирлӗ пулӗ тесе, Антун хӑна ҫурчӗн хуҫинчен ун ашшӗ Ҫӗпӗрте ӑҫта пурӑнни, унта чӑвашсем татах пурри-ҫукки ҫинчен ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковпа Валет пӑлханчӑк Сӑр урлӑ чиперех каҫрӗҫ, ӑҫта тухнине хӑвалакансем ан пӗлччӗр тесе, кимме ҫыранра тупӑннӑ шалҫапа юханшыв варринелле тӗксе ячӗҫ те тӳрех вӑрмана кӗчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӗрмерен тарнӑранпа ӑҫта кӑна ҫитмерӗмӗр, тӑван ялӑн шӑршине вара шӑршласа пӑхман-ха.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сан тата ӑҫта? — ыйтрӗ Валетран.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней