Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ӑҫта сăмах пирĕн базăра пур.
Ӑҫта (тĕпĕ: ӑҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патӑръел уесӗнчи пӗрремӗш районти милици начальникне Борис Александрович Александрова Калюк е Калюков ячӗ кирек ӑҫта, кирек хӑш вӑхӑтра илтсен те тӳрех чӗтрене ериччен тарӑхтарса ярать.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Начальник ӑҫта? — ыйтрӗ милици ҫуртне кӗнӗ-кӗмен дежурнӑйран.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тухса кайӑн та, ҫав самантра, кӳршӗ тесе, Курносовсем хайхи ун патне каҫӗҫ, хуҫа ӑҫта тейӗҫ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калӑпӑр, ҫак самантра Курносовсен ҫуртне хупӑрласа илес-тӗк, ӑҫта кайса кӗччӗр вӗсем.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хурахсем ӑҫта ӗҫкӗ ӗҫнине те пӗлтӗмӗр эпир, анчах ҫав кил хуҫи хӗрарӑмне халлӗхе тытса килмерӗмӗр, — терӗ начальник заместителӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка чи пирвай ҫакна ӑнкарса илме тӑрӑшрӗ: паҫӑрхи кавалеристсем ӑҫта кайрӗҫ-ши?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таркӑнсен ӑҫта пытанас?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта каймалла? — килӗшмерӗ ҫармӑс салтак.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, пирӗн пирвай Хӗрлӗ Ҫар ӑҫта тӑнине тӗп-тӗрӗс пӗлмелле, унта еплерех ҫитмелли ҫула палӑртмалла.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте урапана ӑҫта тӑратнӑ ҫавӑнта, пуҫа ун хӳттипе чиксе, тӑсӑлса выртрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта выртатӑп эпӗ?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чиперех сипленсе ҫитнӗччӗ Ванькка, ЧКра ӗҫлекен хӗреснашшӗне Крапивина Экеҫпе Хуралам тӑрӑхӗнче алхасакан хурахсен ушкӑнне тытма та пулӑшнӑччӗ: вӗсем вӑрманта ӑҫта пурӑннине тупса кӑтартнӑччӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта каясшӑн эс? — ҫанӑран тытса чарчӗ ӑна Валет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта пурӑнан вара эсӗ?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта кӑна пулса курман-ши эпӗ!

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вҫо, Ҫемен шӑллӑм, ҫамрӑк пуҫӑма ҫирӗм эпӗ, — терӗ те вӑл ӑҫта тӑнӑ ҫавӑнтах лак ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пӗлтӗрхи сентябрьпе кӑҫалхи июнь — сакӑр уйӑх — хушшинче вӑл ӑҫта, мӗн туса пурӑннӑ?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унсӑрӑн ӑҫта мӗн ҫаратмаллине пӗлме те, хӑвалакансенчен вӑхӑтра тарса пытанма та пултараймӗччӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ял халӑхӗ те шалт аптӑранӑ халӗ: ӑҫта тырӑ авӑртмалла ӗнтӗ малашне?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйне те фронтран тарнӑ салтак тесе, Ванькка вӗсемпе явӑҫса кайнӑ пек турӗ, вӑрманта ӑҫта пытанса пурӑннине пӗлчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней