Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ӑҫта сăмах пирĕн базăра пур.
Ӑҫта (тĕпĕ: ӑҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуртсене ӑҫта килнӗ унта лартса тухнӑ, — урамсен сӗмне те тупаймӑн; Лисс урамӗсем чӑн пӗлтерӗшӗпе никӗсленеймеҫҫӗ те, мӗншӗн тесен хула чӑнкӑ ту хысакӗсемпе сӑртсен хушшинче вырнаҫнӑ, вӗсене картлашкасем, кӗперсемпе винт евӗрлӗ ансӑр сукмаксем ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Дома рассажены как попало среди неясных намеков на улицы, но улиц, в прямом смысле слова, не могло быть в Лиссе уже потому, что город возник на обрывках скал и холмов, соединенных лестницами, мостами и винтообразными узенькими тропинками.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ӑҫта эпир?

Помоги переводом

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Кунашкал шӑнкӑрч йӑви ӑҫта курнӑ эсир?

— Где видали вы такие скворешники?

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл хыпаланса утать, Энниок ӑҫта ҫухалнине ӑнланма тӑрӑшать; юлашкинчен ӑна чи ансат ӑнлантару ҫырлахтарчӗ: паллӑ мар ҫынпа Энниок калаҫсах кайрӗҫ курӑнать.

Он шел быстро, стараясь понять, куда исчез Энниок; наконец, самое простое объяснение удовлетворило его: неизвестный и Энниок увлеклись разговором.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Хӗрарӑм пӗрремӗш хут чуп тунӑ ҫын тепӗр кунне алли-урине ӑҫта чикмеллине пӗлмест; чӗрисӗр пуҫне уншӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ — тӳсме ҫук чӑрмав.

Человек, получивший первый поцелуй женщины, не знает на другой день, куда девать руки и ноги; все тело, кроме сердца, кажется ему несносной обузой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ӑҫта манӑн ҫынсем? — ыйтрӑм эпӗ.

Я спросил: — Где мои люди?

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

— Ыттисем ӑҫта?

Помоги переводом

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Катмар, чунсӑр ешчӗксен ҫак тӳрӗ вӑрманӗнче ҫула — вӑл кирек ӑҫта илсе ҫитерсен те — пӗр еннелле ҫеҫ тытса пыни пӗртен пӗр ҫӑлӑнӑҫ; ку тӗлте ҫаврӑнса, пӑтранса ҫӳрени пӗтнипе танах.

Единственным его спасением в этом прямолинейном лесу огромных, глухих ящиков было держаться одного направления — куда бы оно ни вело; кружиться и путаться означало гибель.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сенкер юхан шыв ҫийӗн хӗвел чӑмӑрӗ ирӗлсе шӑранать, таврари уҫлӑхра вӑл чӗтрекен ҫӑмӑл йӑлтӑрккасемпе, ӑҫта пӑхнӑ унта сапса тухнӑскерсемпе, перкелеше-перкелеше вылять.

Солнечный шар плавился над синей рекой, играя с пространством легкими, дрожащими блестками, рассыпанными везде, куда направлялся взгляд.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Эсир вара ӑҫта?

А вы-то где?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Шывпа тӳпе пӗрлешнӗ тӗлте — ӑҫта пӑхатӑн унта — тӗтӗм йӑсӑрланать; унтан, инҫетрен, васкамасӑр, сулмаклӑн пенӗ сасӑ йӑтӑна-йӑтӑна килет, — ура айӗнче ҫӗр чӗтренет тейӗн.

На линии воды и неба вилось множество дымков; оттуда, заглушенная расстоянием, доносилась медлительная, тяжкая пальба, и казалось — земля дрожит под ногами.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ӑҫта — вӑл пӗлмест; унпа тата пӗчӗк Филиппа халӗ тӑнсӑр выртакан ҫын ҫеҫ — «Скоррей тете» — юлнӑ.

Куда именно, — она не знает; с ней и с маленьким Филиппом остался лежавший теперь без чувств человек «дядя Скоррей».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫӑмӑлттай Бенц карап хӗрринчен тайӑлнӑ та — мол ҫинче чарӑннӑ чиперкке прачкӑпа вылянчӑклӑн калаҫать; Сигби пурнӑҫне ылхана-ылхана кухньӑра кастрюльсене шакӑртаттарать, чунӗ туллашнипе кашӑксемпе ҫӗҫӗсене ӑҫта килнӗ унта вӑркӑнтарать; Фук сӳрӗккӗн темӗн ӗнӗрлекелесе ҫӗтӗк калпакне саплать, ҫипне ҫеҫ мар, катмар йӗп ҫӑртине те тӑрӑшсах сурчӑклать, йӗппи пысӑк пулин те ҫӑртине ҫип тиресси уншӑн питӗ те питӗ сумлӑ, мухтавлӑ ӗҫ пек туйӑнать; Мануэль, Крисс, Тромке тата Бангок боцман трюм ҫине ларнӑ та утмӑл улттӑлла мӑшӑррӑн выляҫҫӗ.

Легкомысленный Бенц, перегнувшись за борт, лукаво беседовал с остановившейся на молу хорошенькой прачкой; Сигби, проклиная жизнь, гремел на кухне кастрюлями, швыряя в сердцах ложки и ножи; Фук меланхолично чинил рваную шапку, старательно мусля не только нитку, но и ушко огромной иглы, попасть в которое представлялось ему, однако же, делом весьма почтенным и славным; а Мануэль, Крисс, Тромке и боцман Бангок, сидя на задраенном трюме, играли попарно в шестьдесят шесть.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Эпӗ, — терӗ Сигби, — хайхи ҫав Бильдер тухатмӑша шыратӑп, ӑҫта унӑн керменӗ?

— Я, — сказал Сигби, — ищу этого колдуна Бильдера, забыл, где его особняк.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Епле пурӑнӑпӑр унсӑрӑн, ӑҫта кайӑпӑр?

Как без него будем, куда пойдем?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Эсир — муклашкаланса ларнӑ тӑмсайсем, ҫӗрӗк пичкесем, ҫапкаланчӑксем; ӑҫта ҫав ҫыру?

— Вы непроходимые болваны, гнилые буйки, бродяги, — где это письмо?

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх ӑҫта?

Где мир и покой?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Тӗлӗк тӗллентӗм: Куркуль вахтӑра ҫывӑрса кайнӑ пек; ӑҫта тетӗр-и?

И снится мне, что Куркуль заснул на вахте, да где?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Ҫитсенех укҫуна илетӗн те — хӑть ӑҫта, — терӗ капитан.

— По прибытии ты получишь расчет, — сказал капитан.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Ӑнланатӑр-и? — эпӗ хам ӑҫта тӑнине, эпӗ хам камне япӑх тӗшмӗртрӗм.

Понимаете — я плохо сознавал уже, где я, собственно, и кто я.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней