Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах та Кораблев алли сӗтел ҫинче палӑрмаллах ҫӗкленчӗ, эпӗ пӑлханма чарӑнтӑм.Но рука Кораблева выразительно поднялась над столом, и я перестал волноваться.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алӑ ҫӗкленчӗ, сӗтеле ҫӑмӑллӑн кӑна лӑпкаса илчӗ, унтан каллех малтанхи вырӑна выртрӗ.Рука поднялась, слегка похлопала по столу и спокойно легла на прежнее место.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Парӑс карӑнса ҫӗкленчӗ, чӗтреме пуҫларӗ, унӑн вылянса тӑракан мӗлки кимӗ ҫине ӳкрӗ, вара яхта, тайӑларах парса, шыв вокзалӗ хӗрринчен, ҫӳлӗ шурӑ пароходсем ҫумӗнчен, шавлӑ пляж патӗнчен пӗр сасӑсӑр шӑвӑнса иртсе кайрӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт уйӑха хупӑрла пуҫларӗ, тинӗсрен тӗтре ҫӗкленчӗ: ун витӗр ҫывӑхри карап ҫинчи хунар ҫути те аран палӑрса тӑрать…
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, сарлака питлӗ, хура ҫӳҫлӗ ҫын вӑйлӑ та ҫирӗп аллисемпе хирӗнсе ҫӗкленчӗ, кӗлеткине борт урлӑ вӑшт кӑна ҫӗклесе каҫарчӗ те самолёт ҫунатти ҫине тӑчӗ, вара йывӑррӑн хускалса ҫӗре анчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сиксе тӑчӗ, аллисем ҫинче ҫӗкленчӗ, хӑйӗн йывӑр урисене кабинӑран кӑларса хучӗ те, такама ӑнсӑртран тӗртсе ярса, ҫӗре анса тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Итлес кӑмӑлӑм каллех ҫӗкленчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл йӑпӑр-япӑрах хыҫалти бортран тытса аллисемпе туртӑнса ҫӗкленчӗ те кузоз ҫинелле кӗрсе ӳкрӗ; кунта ӑна тусӗсен вӑйлӑ аллисем тытса илчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӳлӗ кунчаллӑ атӑ ӑшне чикнӗ хура шӑлавар курӑнчӗ, хура-кӑвак ҫанӑ ӑшӗнчи алӑ ҫӗкленчӗ те алӑка хупса лартрӗ, — унтан ҫав мӗлке ҫухалчӗ.
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Василий Васильевич пукан ҫинчен йывӑррӑн ҫӗкленчӗ; профессор ура ҫине тӑнӑ чух хӑйӗн кӳпшек, кӑвакрах тӗслӗ, кушаланакан аллисемпе чӗркуҫҫисем ҫине тайӑнни, ҫурӑмне ҫав тери йывӑррӑн тӳрлетни тӑрӑх вӑл юлашки эрнесем хушшинче мӗн тери хавшани уйрӑмӑнах палӑрчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӳрече ҫӗкленчӗ те ватӑ карчӑк куранчӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алексей ҫӗкленчӗ те, вӑл кӑвакарса кайса, лӑпкӑн, сывламан пекех выртнине курчӗ.Алексей приподнялся и увидел, что лежит он бледный, спокойный и, кажется, уже не дышит.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Комиссар, мӗнпур вӑйне пухса, ыратнипе кӑвӑкарса кайса, чавси ҫине ҫӗкленчӗ те, кӑкрипе чӳрече ани ҫине тайӑнса, кантӑк патнелле туртӑнчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ, Гвоздевӑн чун хавалӗ ҫӗкленчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ура ҫине тӑрас тесе, вӑл васкасах халат аркисене пуҫтарса йӗркелеме тытӑнчӗ, ҫӗкленчӗ… ҫавӑнтах сасартӑк ҫӗре ӳкрӗ…Он торопливо подбирал полы своего халата, собираясь встать с кресел, приподнялся… и вдруг упал.
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах носилкӑна урайне лартсанах чирлӗ ҫын куҫӗсене уҫрӗ, чавси ҫине ҫӗкленчӗ те палата ӑшчикне интересленсе пӑхса ҫаврӑнчӗ, темшӗн Степан Ивановича куҫ хӗсрӗ, — пурнӑҫсем мӗнлерех пыраҫҫӗ, аптрамалла мар-и? — тесе ыйтнӑ пек пулчӗ вӑл, — унтан хулӑн сасӑпа ӳсӗрсе илчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ вӑл ҫӗр ҫумне перӗнес чухне сулахай еннелле хытӑ тайӑлчӗ, хӑйӗн хӑрах кустӑрми ҫинчех вӑраххӑнтарах чупса кайрӗ, унтан сылтӑм енне тайӑлса ӳкрӗ те, хӑйӗн тӗрӗс ҫунаттипе ҫӗр ҫине тӑрӑнса, хӑй тӗнӗлӗ ҫинче хӑвӑрт ҫаврӑнса илчӗ, — ун таврашӗнчи юр пӗлӗт пекех ҫӗкленчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Аэродром ҫинчен пӗр истребитель, хӳри ҫине единица ҫырнӑскер, сывлӑша ҫӗкленчӗ те, пӗрре ҫаврӑнса илсех «девятка» ҫумне питӗ ӑстан вӗҫсе пычӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Носилка, силленсе кӑна ҫӗкленчӗ те, тӑвӑр алӑкран хирӗнсе тухнӑ чух ҫӗрпӳрт урайне стенасем ҫинчен тӑпра тӑкса хӑварчӗ.Носилки заколыхались и с трудом, осыпая землю со стен, пролезли в узкий проход землянки.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950