Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлтӑрсен (тĕпĕ: ҫӑлтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑлхисенче юрлать: «Сан патна вут-ҫулӑмпа кӗрешӳ витӗр, — сан патна ҫӑлтӑрсен айккипе, вилӗм айккипе, юратӑвӑм, сан патна».

В ушах пело: «К тебе, к тебе, через огонь и борьбу, мимо звёзд, мимо смерти, к тебе, любовь».

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн куҫӗсем — Лось куҫӗсен тӗлӗнче, вӗсем ҫӑлтӑрсен тусанӗпе тулсах ларнӑ тӗпсӗр-вӗҫсӗр ҫӗрлелӗхелле чарӑлса уҫӑлнӑ: «Тӳпе ывӑлӗ, таврӑнсам ман пата, таврӑнсам…»

Её глаза у самых глаз Лося раскрывались в бездонную ночь, полную звёздной пыли: «Вернись, вернись ко мне, сын неба»…

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑрсен уҫлӑхӗнче ӑс-тӑн — вӑйлӑран та вӑйлӑ куҫӑмра.

В звёздном пространстве разум — в совершенном движении.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Улӑпла нумай-нумай ҫӑмарта ҫӑлтӑрсен уҫлӑхӗнче ҫухалнӑ, нумай-нумайӑн Марс ҫине ӳксе арканнӑ.

Множество гигантских яиц затерялось в звёздном пространстве, множество разбилось о поверхность Марса.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑрсен ҫутинче пичӗ уҫӑмлӑнах курӑнать, анчах куҫӗсем курӑнмаҫҫӗ, — путӑкӗсенче пысӑк мӗлкесем ҫеҫ.

Лицо хорошо различимо в свете звёзд, но глаз не видно, — лишь большие тени в глазных впадинах.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑрсен сӑнарлавӗсем сарӑлаҫҫӗ, — шыв ҫийӗн ҫӳхе-ҫӳхе тӗтре йӑсӑрланать.

Отражения звёзд расплывались, — над водою закурился тончайший туман.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вут-тӗлкӗшӳ кӗлпе хӑвӑрт-хӑвӑрт витӗнет, тӳпе янкӑрланчӗ, тӗттӗмленет, акӑ ҫӑлтӑрсен тӗлӗнмеллерех ӳкерчӗкӗ сӑнарланчӗ.

Быстро, быстро огонь покрывался пеплом, небо очищалось, темнело, и вот уже зажглись звёзды, странный рисунок созвездий отразился в воде.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗр тӗлӗшпе, хӑй — таҫта ҫӑлтӑрсен леш енче пурӑнакан — тӗлӗшпе иккӗмӗш каҫ тӳсмелле мар асапланнине вӑл хӑй те ӑнланмасть.

Он сам не мог понять, почему вторую ночь его так невыносимо мучает тоска по земле, по самому себе, жившему там за звёздами.

Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсене, тен, халӗ те шыраҫҫӗ, ҫӑлтӑрсен умӗнче ишсе иртнӗ карап вӗсем патне килмерӗ-и-ха?

Быть может, их уже и сейчас разыскивают, и проплывший перед звёздами корабль, именно, послан за ними.

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тинӗсре путакан, ҫӑлтӑрсен хушшинче вӗҫекен улӑпсем?

Погибающие в море, летящие между звёзд великаны?

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ курать: ҫӑлтӑрсен хушшинче карапӑн ҫунатлӑ мӗлки фантастикӑлла хура ӗлкипе вӗҫет.

И вот, он увидел — между звёзд чёрным фантастическим силуэтом плыла крылатая тень корабля.

Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуҫне каҫӑртрӗ те — ушкӑн ҫӑлтӑрсен хушшинче ишекен инҫетри тӑван ҫӗр-шывне тӗмсӗлсе сӑнать.

Закинув голову, глядел на плывущую между созвездиями далёкую родину.

Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуҫне ҫӑлтӑрсен кӑшӑлӗ ункӑланӑ, ҫак кӑшӑл ҫамки ҫийӗн ҫинҫе параболӑна куҫать; ун ӑшӗнче — икӗ шарик: рубин тӗсли тата тӑмран тунӑ хӗрлӗ кирпӗч тӗслӗскер.

Голову обхватывал золотой обруч из звёзд, надо лбом он переходил в тонкую параболу, внутри её заключалось два шарика: рубиновый и красновато-кирпичный, глиняный.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫак ӳкерчӗк историн сӗм авалхи пулӑмӗсене сӑнарлать: сарӑ ӳтлӗ улӑпсемпе хӗрлӗ ӳтлисен вӑрҫи; тинӗс хумӗсем — унта этем кӳлепи пилӗк таран; ҫав кӳлепех — ҫӑлтӑрсен хушшинче вӗҫекенскер; унтан — ҫапӑҫусен ӳкерчӗкӗсем, тискер чӗр чунсен тапӑнӑвӗ, кӗтӳҫсем хӑвалакан вӑрӑм ҫӑмлӑ выльӑх-чӗрлӗх кӗтӗвӗсем, йӑла-йӗрке, сунар, ташӑсем, ача ҫуралӑвӗ, ҫын пытарӑвӗ…

Очевидно, она изображала древнейшие события истории, — борьбу желтокожих великанов с краснокожими: — морские волны с погружённой в них по пояс человеческой фигурой, та же фигура, летящая между звёзд, затем, — картины битв, нападение хищных зверей, стада длинношёрстных животных, гонимые пастухами, сцены быта, охоты, пляски, рождения и погребения.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑна, Лося, ҫӑлтӑрсен океанӗ хумпа кӑларса ывӑтнӑ та — вӑл никам тӗпчемен, ҫӗнӗ пурнӑҫра тепӗр хут ҫуралнӑ тейӗн.

Будто Лось выкинут прибоем звёздного океана, — заново рождён в неизведанную, новую жизнь.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗскен — вӗсене ҫӑлтӑрсен хушшинчи уҫлӑха-анлӑша ҫур ҫуллӑха ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӑсатмалла.

И отправлять их со скоростью света на полгода в междузвёздное пространство.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шанатӑп: темиҫе ҫул иртет те — ҫӑлтӑрсен уҫлӑхне сывлӑш карапӗсем ҫӗршерӗн ҫурса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.

Я уверен — пройдёт немного лет и сотни воздушных кораблей будут бороздить звёздное пространство.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ак ҫакӑн пекех, ҫак ҫӗрлехи пекех — ҫӑлтӑр ҫине пӑхатӑн та пӗлетӗн: ку — ҫӑлтӑрсен хушшинче ишекенни — эпӗ пӑрахса хӑварнӑ Ҫӗр.

Вот так же, ночью, глядеть на звезду и знать, — это плывёт между звёзд — покинутая мною земля.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Марс ҫине те, Ҫӗр ҫине те, сивӗнсе пыракан ҫӑлтӑрсен мириадисем ҫине те пӗрешкел вӑрлӑх ӳкет те шӑтать…

Одни и те же семена оседают на Марс и на землю, на все мириады остывающих звёзд.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑрсен хушшинчи уҫлӑхра планетӑсем, ҫуралман е пӗтнӗ тӗнчесен юлашкисем вӗҫеҫҫӗ-ҫаврӑнаҫҫӗ.

В междузвёздном пространстве носятся осколки планет, нерожденных, или погибших миров.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней