Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫавсенчен пӗринчен тепӗр мӑйрака шӑтса тухрӗ; малтан вӑл пӗчӗккӗччӗ, кайран ӳссе кайрӗ те кӑнтӑралла, тухӑҫалла тата илемлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӑлчӗ, 10. вӑл тӳпе ҫарӗ патнех ҫитрӗ, ҫав ҫарӑн тата ҫӑлтӑрсен пӗр пайне ҫӗр ҫине шӑлса пӑрахрӗ те таптарӗ вӗсене, 11. вӑл ҫав ҫарӑн Ҫулпуҫӗ патнех ҫӗкленчӗ, Ӑна куллен кӳмелли парнесемсӗр тӑратса хӑварчӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлетрӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак сӗм тӗттӗм каҫа нимӗнле вут-ҫулӑм та уҫса ярайман, ҫӑлтӑрсен ялтӑр ҫути те ҫутатма пултарайман.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Тӗнче тытӑмне, ҫутҫанталӑк вӑйӗсене, вӑхӑт пуҫламӑшне, вӗҫне, варрине, хӗвел ҫаврӑннине, вӑхӑт ылмашӑвне, 19. ҫулталӑк ҫаврӑмне, ҫӑлтӑрсен вырӑнне, 20. чӗрчунсен еккипе тискер кайӑксен йӑлине, ҫил ҫулӗ-йӗрӗпе этем шухӑшне, ӳсентӑрансен уйрӑмлӑхӗпе тымарсен вӑйне пӗлсе ҫитмешкӗн Вӑл мана мӗн пуррийӗ ҫинчен Хӑй чӑн пӗлӳ пачӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет; 4. ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.