Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӑл ыраш ҫӑкӑрӗ татӑкне кӗсъинчен тирпейлӗн туртса кӑларчӗ те, ҫуррине хуҫса илчӗ, тепӗр ҫуррине каллех кӗсъине чикрӗ; унтан, кансӗрлес мар тесе, сӗтел патне ерипен пычӗ те ҫӑкӑр татӑкне сӗтел хӗррине хучӗ, хӑй вара каллех телефон аппарачӗпе аппаланма тытӑнчӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Контора кӗрсе Смольнӑя кайма наряд илет, тата паек шучӗпе пӗр чӗлӗ ыраш ҫӑкӑрӗ — тутлӑ шӑршӑ — пурнӑҫ шӑрши саракан ҫӑкӑр илет те, ӑна майӗпен бекеш кӗсъине майлаштарса чиксе, шоссе тӑрӑх Нарвски воротан хура колоннадисем еннелле утать…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӑкӑр сӑмсинчен хӑй валли кӑштах хуҫса илсе, Ильсеяр юлашки ҫӑкӑрне вӗри чейпе йӗпетрӗ те туссене уйӑрса пачӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Амӑшӗ пӳртрен ҫӑкӑр илсе тухрӗ те лешсем илсе килни вырӑнне хӑйсен ҫӑкӑрне пуҫлӑха тыттарчӗ.Мать вынесла и подала голове другой хлеб в обмен на тот, который получила от него.
XVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Арӑмӗ ун аллине пӗр хӑяр тата йывӑр ҫӑкӑр татӑкӗ тыттарчӗ; хӑярӗ ӑшӑ пулнӑ, ҫӑкӑрӗ, чуста пек, пӳрнесем ҫумне ҫыпҫӑнса ларчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Данилов тӳсет, Касицкий, ӑна-кӑна уямасӑрах кама курнӑ — унӑн ҫӑкӑрне аллинченех хуҫса илет, Тёма вара, чӑтрӗ-чӑтрӗ те, кайран ирӗксӗрех хӑш-пӗринчен пӗр татӑк ҫӑкӑр ыйтса иле пуҫларӗ, е тата вӑл партӑсем тӑрӑх ҫӑкӑр шыраса ҫӳрет, унта яланах вара йӑваланса выртакан пӗр-пӗр ҫӑкӑр хытти тупатех.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫӑкӑр тӗлӗнмелле тутлӑ туйӑнчӗ, тепӗр минутран Ксенофонтовна ҫӑкӑрӗнчен пӗр тӗпрӗнчӗк те юлмарӗ.Хлеб казался необыкновенно вкусным, и через минуту от каравая Ксенофонтовны не осталось и крошек.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Таҫтан лайӑх ҫӑнӑх тупнӑ та, ҫӑкӑрӗ, эпӗ илекен ҫӑкӑр пек мар, лайӑх пулать.Муку где-то добыл хорошую, и хлеб у него получается прекрасный, не в пример тому, что я получаю.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Зина, тиркекенскер, час-часах шурӑ ҫӑкӑр ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасть, анчах эпӗ вӑрмантан тилӗ ҫӑкӑрӗ илсе килсенех, ӑна яланах пӗтӗмӗшпех ҫисе ярать.
Тилӗ ҫӑкӑрӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 7–9 с.
Ҫӑкӑр акӑ, ҫӑкӑр! — теме тытӑнчӗ Макариха, ҫӑкӑрне кӑтартса, хӑйӗн ӑна тыткӑнри ҫынсене парас кӑмӑлӗ пуррине вара алӑпа кӑтартса ӑнлантарчӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тен, манӑн унпала хырӑма тӑрантармалӑх ҫӑкӑр тупмалла пулӗ, э?
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан, каллех ҫӑкӑр татӑкӗшӗн ӗҫлесе, кӗрешсе, тертленсе пурӑннӑ хушӑра, тарӑхни сӳрӗлсе пычӗ, вара, мадьяр офицерӗ пӗррехинче палашӗпе касса хӑварнӑ ҫамка ҫинчи ҫӗвӗк туртса ыратни майӗпен лӑпланнӑ пекех, манӑҫа тухса пычӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсем тутлӑ ҫиччӗр те, эпӗ вара суханпа ҫӑкӑр?
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫисе тӑрансан вӑл ура ҫине тӑчӗ, тусанпа витӗннӗ хут чечексем витӗр курӑнакан турӑшсем ҫине пӑхса сӑхсӑхрӗ, унтан кивелнӗ, хулпуҫҫисем тӗлӗнче тӑвӑрланса ҫитнӗ толстовки ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлса тӑкрӗ, вара ҫапла каларӗ: — Ҫӑкӑр-тӑваршӑн тавтапуҫ, Яков Лукич!
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Мӗнле суйнисене илтетӗн, куратӑн, — тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнса выртнӑ майӑн каласа ячӗ, — ҫав суяна чӑтса пурӑннӑшӑн кайран санах ухмах тесе хураҫҫӗ, кӳрентерсе хунисене, хур туса хунисене тӳссе ирттеретӗн, ху тӳре, ирӗклӗ ҫынсем енчине уҫҫӑн каласа памашкӑн хӑяймастӑн, ху та суятӑн, йӑл-йӑл кулкалан, — йӑлтах ҫак ҫӑкӑр татӑкӗшӗн, ӑшӑ кӗтесшӗн, пӗр-пӗр ним хак тӑман чиншӑн пулса пырать ӗнтӗ, — ҫук, текех капла пурӑнма май пулмасть!
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Арҫынсенчен нумайӑшӗ кунта хӑйсен арӑмӗсемпе, ачи-пӑчисемпе тухнӑ та хӑйсене хӑйсем ҫемйисене ырӑ тӑвакансем пек туяҫҫӗ: кур — ҫемйисене вӗсем ҫӑкӑр ҫеҫ мар параҫҫӗ, куҫа йӑмӑхтаракан тӗлӗнмелле япаласем те кӑтартаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пурте хуҫашӑн ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ, хӑйсем ҫинчен шухӑш та ҫук: ӗҫ пулсан — ҫӑкӑр та, пурнӑҫ паракан йӳнӗ киленӗҫ те пулать; унсӑр пуҫне, Сарӑ Шуйттан хули ҫыннине ним те кирлӗ мар.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хӗрарӑм тутине тӑп тытса тӑрать, сӑмсапа сывлать, сӑмси шӑтӑкӗсем, урамран кӗрекен шӑршлӑ та ҫара сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; ку ҫын ӗнер ҫинӗ апат ҫинчен аса илнӗ шухӑшпа, тен, хӑҫан та пулин ҫыртса ҫиес ҫӑкӑр татӑкӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ ӗмӗтпе пурӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Кӑвакарнӑ ҫӑкӑр хытти тупсан, ачасем, уншӑн хирӗҫсе, тавлашса каяҫҫӗ; пӗри те тепри хӑвӑртрах хыпса-ҫӑтса ярасшӑн пулса, вӗсем, йытӑ ҫурисем пек, пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Эпӗ те, хаяр пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернӗскер, каштансем айӗнчи вӗтӗ чул ҫинче ҫав ӗҫпех аппаланса ларатӑп — ҫӑкӑр таткине котелокри пыл ӑшне пуҫа-пуҫа ҫинӗ май, кӗрхи хӗвел шевлисем ӳркевлӗн вылянине сӑнаса киленетӗп.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.