Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Акӑ тата тепӗр тискер чӗрчун, иккӗмӗшӗ, чӗвен тӑнӑ упа евӗрлӗскер; унӑн ҫӑварӗнче, шӑлӗсем хушшинче — виҫӗ шӑмӑ; ӑна ҫапла хушнӑ: «тӑр та мӗн килениччен аш-какай ҫи!» тенӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах вӗсен кӑмӑлӗ туличченех, апачӗ ҫӑварӗнче чухнех 31. вӗсене Турӑ ҫилли ҫитнӗ, Израилӗн паттӑр ывӑлӗсене тата яш ачисене вӗлерсе тӑкнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Израиль Турри, ҫӗклен, пур халӑхсене те килсе кур, йӗркесӗр усал ҫынсене пӗрне те ан хӗрхен: 7. вӗсем каҫалапа таврӑнаҫҫӗ, йытӑ пек улаҫҫӗ, хула тавра ҫӳреҫҫӗ; 8. акӑ темӗн те каласа тултараҫҫӗ; вӗсен ҫӑварӗнче — хӗҫ: «пире кам илттӗр?» тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсенӗн ҫӑварӗнче чӑнлӑх ҫук: вӗсенӗн чӗри — пӗтермӗш, вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк, чӗлхипе йӑпӑлтатса калаҫаҫҫӗ.10. Ибо нет в устах их истины: сердце их - пагуба, гортань их - открытый гроб, языком своим льстят.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ун ҫӑварӗнче усаллӑх пылаккӑн туйӑнсассӑн та, вӑл ӑна чӗлхи айӗнче пытарса ҫӳресессӗн те, 13. упрасассӑн та, сыхласассӑн та, ҫӑварӗнчех хыпса ҫӳресессӗн те, 14. ҫав ҫимӗҫ унӑн ӑшӗнче аспид вачӗ пулса тӑрӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ашӗ вӗсен ҫӑварӗнче чухнех, ӑна ҫисе пӗтеричченех, Ҫӳлхуҫа ҫилли халӑх ҫине тулса ҫитнӗ, вара Вӑл питӗ йывӑр чир ярса халӑха хирсе тухнӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.