Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кроватьпе юнашар эмелсемпе, кӗнекесемпе, хаҫатсемпе, ҫырусемпе тултарнӑ ҫаврака сӗтел ларать, ун хыҫӗнче авса тунӑ этажеркӑ курӑнать; ҫыру сӗтелӗ ҫинче кукурузӑ пуҫӗсем, темӗнле курӑк ҫыххисем выртаҫҫӗ: пӗр стенине пӗтӗмпех кӗнеке ҫӳлӗкӗ йышӑннӑ, ун карнисне вӗҫен кайӑксемпе мамӑк тирлӗ тискер кайӑксен кӗлеткисем сырса илнӗ; кровать тӗлӗнчи пӗчӗк кавир ҫинче икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал чалӑшшӑн ҫакӑнса тӑрать: тепӗр стена ҫинче — килте тунӑ кӑнттамрах хашакаллӑ, тусан витнӗ картинӑ, ӑна ҫамрӑк чухне Бахолдин хӑй ӳкернӗ пулмалла: уҫнӑ чӳрече умӗнче, хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ ешӗл картиш ҫине пӑхса, хӗр ларать.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Каярахпа ҫав кӑткӑс япаласене сӳтсе кӑкӑр ҫыххисем ҫӗлеме тиврӗ.Сложные вещи эти должны были впоследствии перешить на лифчики.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл юбкине пӳрни вӗҫӗсемпе ҫӗклесе тытнӑ, чӗркуҫҫийӗсенчен ҫӳлерех хӑпартса янӑ чӑлха ҫыххисем ӳчӗ ӑшне касса кӗнӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫав вӑхӑтра электростанци патӗнчи аслӑ ҫерем ҫинче ытла та шавлӑ пулнӑ, мӗн чухлӗ халӑх, машина, лаша, тачанка, ҫӑмӑл урапасем унта, кун чухлӗ чи пысӑк ярмаркӑна та нихҫан та пухӑнман; Кубань тӑрӑх тӗрлӗ калаҫу, шӳт туни, кулӑ, ача-пӑча ҫухрашни янӑраса тӑрать, ун пеккине туйра та курас ҫук, — пур ҫӗрте те юрӑ шӑратнӑ, купӑс ӑстисем ҫав тери тӑрӑшса, пӳрнисене пикенсех купӑс чӗлӗхӗсем тӑрӑх чуптарнӑ — вӗсем пӑрӑхран ӳкекен шыв шавне те хупланӑ, ҫерем талккӑшпех ялавсем вӗлкӗшнӗ, хӗрарӑм тутӑрӗсем, вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫсем, тӗрлӗ тӗслӗ кубанкӑсем, — чечек ҫыххисем, пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери ула та шавлӑ пулнӑ; мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем, хӗпӗртесе кулнисем, алӑ тытнисем, савӑнӑҫпа йӑлтӑртатакан куҫсем, — пурнӑҫри сӑрсемпе чи ӑста художник та ҫак ӳкерчӗке ӳкерме вӑй ҫитерес ҫук.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нимӗҫсем окопсен линийӗ тӑрӑх талккишпех ала пек каркалантарнӑ пралук ҫыххисем пӑрахса тухнӑ.Немцы выбросили по всей линии окопов рогатки с сетчатой проволокой.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл мӗн ачаран пӗлекен площаде пӑхса тӑчӗ, вӑл пӗртте ӗлӗкхи пек туйӑнмарӗ: сылтӑм айкки ытла та ҫутӑ — пӳртсен чӗнтӗр карнӑ, чечеклӗ чӳречисем ҫеҫ мар, кӗле янӑ алӑкӗсем те, стена ҫинче ярӑм-ярӑм анакан хӗрлӗ пӑрӑҫ ҫыххисем те курӑнаҫҫӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Турачӗсене уснӑ хурӑнсем, тилӗ тата соболь тирӗсен ҫыххисем пек курӑнаҫҫӗ…Опустившие ветви березы, выглядели как связки лисьих и соболиных шкурок…
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Федор Лукич акӑ тата мӗне аса илчӗ: кӑвак чечекпе утмӑлтурат ҫыххисем ун чухне тупӑк ҫинче симӗсӗн-кӑвакӑн выртатчӗҫ, — халь, ҫакна курнипе минретекен шӑршӑ сывлӑша татах пӑчӑлантарать…
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫурри таран типӗ курӑк ҫыххисем ҫакса тултарнӑ пӗчӗкҫеҫ чӳречерен кӗрхи тӗксӗм ҫутӑ пӗчӗккӗн кӑна кӗрет.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Маччаран мучалапа йӗтӗн сӳс тӗркисем, арӑмутипе турамӑш курӑкӗ ҫыххисем ҫакса янӑ.Под потолком висели пучки мочала и льна, связки степной полынки и богородицыной травы.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Залран чечек ҫыххисем пырса пачӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Укҫа ҫыххисене вӑл тирпейсӗррӗн тыткалать, укҫа та мар, хут ҫыххисем ҫеҫ пулнӑ евӗр, вӗсене вараланчӑк мишука лӑпкӑн иле-иле пӑрахать.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӗтел ҫине кредит хучӗ ҫыххисем тӑкӑнчӗҫ (мишукӗ ку шӑпах хайхи, кӳме айӗнче ҫывӑрнӑ чух пуҫ айне хуни, пулчӗ).
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чемоданӗ те унӑн, картонкисем те, тӗрлӗ ҫыххисем те кукленнӗ, пӗркеленнӗ…
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Каҫ кӳлӗм хӗрачасем кӗлте ҫыххисем хатӗрлерӗҫ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Федя, тутлӑ шӑршлӑ та типӗ курӑк ҫыххисем, тулӑ, сӗлӗ, ыраш кӗлтисем ҫакса тултарнӑ, ҫуркаланса пӗтнӗ хӑмӑртарах тӗслӗ стена ҫине пӑхса ҫапла ыйтрӗ:
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Театра кайма ун валли билет илсе килетчӗ те хӑй киле юлатчӗ, чечек ҫыххисем паратчӗ.Он приносил ей билеты в театр, а сам оставался дома. Он дарил ей цветы.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем ҫав тери хӗрсе кайса, пурин ҫинчен те манса кайсах юрларӗҫ, ҫавӑнпа та машина сасартӑк чарӑнсан, вӗсем хаҫат ҫыххисем ҫинчен чутах ывтӑнса каятчӗҫ.Они так увлеклись пением, что чуть было не полетели со своих тюков, когда машина резко затормозила.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫыру миххисем тултарнӑ кузовра, ҫӗнӗ хаҫатсен ҫыххисем ҫинче, ытти пур япаласемпе пӗрлех сулӑнкаласа, ҫуллахи гимнастёрка тата кӑвак кӑшӑллӑ картуз тӑхӑннӑ икӗ ҫар ҫынни ларса пынӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паллах, юратнӑ ҫыннисен аллинчен чечек ҫыххисем илнӗ майӑн чиперуксен сӑн-пичӗсем ҫуталчӗҫ.
Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19