Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыхаҫҫӗ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ыраша пуҫтарса кӗлтене ҫыхаҫҫӗ те, кӗлтисенчен тӗмсем туса лартаҫҫӗ.

Они подбирали рожь, вязали её в снопы, а снопы ставили в стойки.

Тӗмсем айӗнче пытанмалла выляни // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Гобошек тухтӑр (Вена чехӗ) тата Иоганн Баллеш тухтӑр (Вена мадъярӗ) сурансене ҫыхаҫҫӗ.

Доктор Гобошек (венский чех) и доктор Иоганн Баллеш (венский мадьяр) перевязывали.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ӑна Тиньковӑра ҫыхаҫҫӗ, Дарьинӑра, анчах пирӗн патра — ҫук! — ӑнлантарса пачӗ хӗрача.

Это в Тинькове плетут, в Дарьиной, а у нас — нет! — объяснила девочка.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Василисӑпа Прасковья пӗр-пӗринпе ӑмӑртмаллах чӑлха ҫыхаҫҫӗ.

Прасковья и Василиса наперегонки вязали.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Мужиксем хӑйсемех тытса ҫыхаҫҫӗ.

— Сами же мужики свяжут.

XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Юлнӑ апат-ҫимӗҫе хӗрарӑмсем тутӑрсемпе, ал шӑллисемпе майласа ҫыхаҫҫӗ те масар ҫинчен каяҫҫӗ.

Оставшуюся закуску женщины увязывают в платки, в рушники и покидают кладбище.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Анчах ирхине ачасем тӑрса галстукӗсене ҫыхаҫҫӗ те, урисене сывлӑмпа ҫуса, тулӑ, хӗвел ҫаврӑнӑш, вир ҫумлама утаҫҫӗ.

Поутру, однако, мальчишки надевали свои красные галстуки и шли, купая босые ноги в росе, полоть пшеницу, подсолнухи, просо.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Карчӑксем чӑлха-нуски ҫыхаҫҫӗ, ҫамрӑксем вӑрттӑн куҫ хӗсеҫҫӗ.

Старухи вязали, молодежь потихоньку перемигивалась.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫак пысӑк тупӑшлӑ йӗтӗнӗн пӗр пайӗ те уссӑр пӗтмест; унӑн ҫеҫкисем ҫинче пыл хурчӗсем тутлӑ пыл пухаҫҫӗ; тунисенчен ӑвӑс пек сӑмала тухать; чӗрӗ ҫулҫисенчен хут тӑваҫҫӗ; типӗтнӗ ҫулҫисенчен — питӗ лайӑх тивекен ӑввӑ тӑваҫҫӗ; тӑрӑхла ҫурнӑ тунисенчен вӗренсемпе канатсем яваҫҫӗ, сӗрекесем ҫыхаҫҫӗ; тылланӑ сӳсӗнчен утиялсем, плащсем, ҫивиттисем тӑваҫҫӗ.

В этом высокополезном растении ни одна часть не пропадает даром: цветок даёт превосходный мёд; стебель — смолистое вещество, заменяющее воск; из свежих листьев делают бумагу; из высушенных — отличный трут; разрезанные вдоль стебли идут на плетение верёвок, канатов, сетей: подвергнутые трепанию, они превращаются в одеяла, плащи и циновки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла пулсан тирсене тӗрленӗ пиҫиххисемпе туртса ҫыхаҫҫӗ те, вӗсем вара йӗнер вырӑнне пулаҫҫӗ, каҫхине салатса ярсан, ытарма ҫук ӑшӑ утиял вырӑнне усӑ курма пулать.

Шкуры перетягиваются днём широкими узорчатыми ремнями и служат седлом, а ночью в развёрнутом виде — великолепным тёплым одеялом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӑраҫҫӗ те ҫыхаҫҫӗ.

Скрутили, связали.

Чыс та салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Акӑ халӗ ачасем утта ҫӗклемлесе ҫыхаҫҫӗ, эпӗ хырӑм ҫине выртнӑ та, кая юлса та пулин, ӗнер пулса иртнӗ ӗҫсене «фиксировать» тӑватӑп.

Сейчас ребята увязывают, а я лежу на животе и «фиксирую» с запозданием вчерашнее.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Алсем хӑйсемех ҫивӗт патнелле туртӑнчӗҫ, хӑнӑхнӑ алсем, ҫӑра ҫӳҫе пӗтӗрсе, хӑйсемех ҫивӗт ҫыхаҫҫӗ, тахҫанах манса кайнӑн туйӑнакан ӗлӗк-авалхи картинӑсем хӑйсемех аса килсе куҫ умне тухса тӑчӗҫ…

Руки сами потянулись к косе, пальцы привычно перебирали толстые пряди, сплетая их, а в памяти сами по себе воскресали далекие и уже, казалось, давно забытые картины…

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Медпунктра фельдшерицӑсем суранланнине ҫӑваҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ.

Пока раненого перевязывали и обмывали на медпункте фельдшерицы,

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Казак хӗрарӑмӗсем черкес тумтирне тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ: тутарла кӗпе, бешмет тата чувекки; анчах та тутӑрӗсене вырӑсла ҫыхаҫҫӗ.

Казачки носят одежду черкесскую: татарскую рубаху, бешмет и чувяки; но платки завязывают по-русски.

IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Фратю, эс ҫакна ан ман: вӑкӑра мӑйракинчен ҫыхаҫҫӗ, ҫынна — чӗлхинчен! — шӳтлерӗ Илийчо Ӑслай.

— Фратю, не забывай: вола привязывают за рога, а человека — за язык! — насмешливо сказал Илийчо Любопытный.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсемшӗн пурне те тенӗ пек машинӑсем тӑваҫҫӗ, — выраҫҫӗ те; кӗлтисене те ҫыхаҫҫӗ, ҫыхнӑ кӗлтисене те тиесе каяҫҫӗ, — ҫынсем уткаласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ тейӗн, вӗсем машинӑсене ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ.

Почти все делают за них машины — и жнут, и вяжут снопы, и отвозят их, — люди почти только ходят, ездят, управляют машинами.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ачине йывӑрпа ҫуратакан хӑрарӑм алли ҫумне ҫыхаҫҫӗ Шамире, ҫаплах, тата ӑна ҫапӑҫӑва каякан салтаксем сулахай аллине тӑхӑнаҫҫӗ.

Шамир привязывают к руке женщины, которая мучится тяжелыми родами, и его также надевают воины на левую руку, отправляясь в бой.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

4. Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар; 5. вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ; 6. ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7. халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ.

4. связывают бремена тяжелые и неудобоносимые и возлагают на плечи людям, а сами не хотят и перстом двинуть их; 5. все же дела свои делают с тем, чтобы видели их люди: расширяют хранилища свои и увеличивают воскрилия одежд своих; 6. также любят предвозлежания на пиршествах и председания в синагогах 7. и приветствия в народных собраниях, и чтобы люди звали их: учитель! учитель!

Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӑйлисен уххи хуҫӑлса ӳкет, халсӑррисем вара пилӗкне хӑват ҫыхаҫҫӗ; 5. тутӑ пурӑнакансем ҫӑкӑршӑн ӗҫлеҫҫӗ, выҫӑ пурӑнакансем канса лараҫҫӗ; ача туманни те ҫичӗ хут ҫуратать, нумай ачалли вара халсӑр пулать.

4. Лук сильных преломляется, а немощные препоясываются силою; 5. сытые работают из хлеба, а голодные отдыхают; даже бесплодная рождает семь раз, а многочадная изнемогает.

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней