Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыру сăмах пирĕн базăра пур.
ҫыру (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Ольга сӑрт ҫинче пынине, Катя ӑна хӑваласа ҫитнине тата ҫыру панине инҫетрен курчӗ; Ольга пӗр минут пек чарӑнса тӑнине, ҫыру ҫине пӑхса илнине, шухӑшланине, унтан, Катьӑна пуҫӗпе сулса, парк аллейине кӗрсе кайнине курчӗ.

Он издали видел, как Ольга шла по горе, как догнала ее Катя и отдала письмо; видел, как Ольга на минуту остановилась, посмотрела на письмо, подумала, потом кивнула Кате и вошла в аллею парка.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫыру, кирек мӗнле юрату ҫырӑвӗ пекех, пысӑк пулчӗ: пӗр-пӗрне юратакансем ҫав тери пакӑлти.

Письмо вышло длинно, как все любовные письма: любовники страх как болтливы.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пире ҫыру илме хушса яман, терӗм, эпӗ пултараймастӑп: хӑпӑнӑр ман ҫумран хӑвӑр ҫырӑвӑрпа!

Нам, мол, не наказывали писем брать — я не смею: подите вы, с письмом-то!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Староста пӗлтӗр те, виҫӗмҫул та хӑйӗн улпучӗ патне ҫакнашкал ҫырусем ҫырнӑ пулин те, ҫак юлашки ҫыру та Обломова, пур кӗтмен инкек пекех, хытӑ пӑшӑрхантарчӗ.

Хотя староста и в прошлом и в третьем году писал к своему барину точно такие же письма, но и это последнее письмо подействовало так же сильно, как всякий неприятный сюрприз.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вара: «Сывӑ-и, Иосиф Карлович, сирӗн пата Софья Петровна Николаев хулинчен ҫыру килнине пӗлме ячӗ», — темелле, унтан вӑл калӗ: «Ӗнтӗ икӗ уйӑх ҫырусем ҫук», — тейӗ.

Сказать: «Здравствуйте, Иосиф Карлович, прислала до вас Софья Петровна узнать, чи вы получили письмо с Николаева», — тогда той мне должен сказать: «Уж два месяца нету писем»…

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хирӗҫ пӗр ҫыру илмесен те Катьӑна ҫур ҫул хушши ҫыру ҫырса тӑни, Ленинграда ҫитсен алӑк уҫса ярсанах Катя мана хам еннелле аллине тӑсрӗ тесе шанса тӑни айванла тухать.

наивно: полгода писать Кате, не получая в ответ ни слова, и всё-таки надеяться, что стоит мне приехать в Ленинград — и, протянув руки, она встретит меня у порога.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сире ҫыру пур вӗт, ҫыру!

 — Вам же письмо, письмо!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капитан ҫак ҫырӑва ҫырнӑ чух вӑл Катя пекех пулнӑ пулӗ, Катя вара ун чухне, пӗчӗкскер, ашшӗнчен ҫыру кӗтсе пурӑннӑ.

Она была вроде Кати, когда он писал ей это письмо, а Катя была маленькой девочкой, которая все дожидалась «письма от папы».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку конвертра манӑн Кремле янӑ ҫыру, унпа пӗрле Расщепейӗн ман ятпа ҫырнӑ ҫыру.

В этом конверте оказалось письмо, которое я тогда написала в Кремль, и приложенная к нему записка Расщепея.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл Энскра юлнӑ хӑйӗн икӗ тусӗпе ҫыру ҫӳретет те хӑй ҫырӑвӗсене ӑҫта ҫитнӗ унта пӑрахса ҫӳрет, вӗсене вара кашниех вулатчӗ, хӑнасем пырсан, вӗсем те пулин вулатчӗҫ.

Она переписывалась с двумя подругами, оставшимися в Энске, и повсюду теряла свои письма, так что их читали все, кому не лень, даже гости.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам янӑ ҫырӑва хирӗҫ ответ илессе тӳсеймесӗр кӗте пуҫларӑм; лайӑх хыпар илессе шанма хӑяймасӑр, ҫав вӑхӑтрах килес ҫыру аван мар пулассӑн туйӑнса аптӑратнине пусарса лартма тӑрӑшатӑп.

С нетерпением ожидал я ответа на посланное письмо, не смея надеяться и стараясь заглушить печальные предчувствия.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та вӑл ҫыру ун чухнех-ха маншӑн темшӗн инҫетри ҫулҫӳревсен штурманӗн ҫырӑвӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ.

Но мне и тогда казалось, что оно чем-то связано с письмом штурмана дальнего плавания…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Портрет хыҫӗнче — ҫыру, хӑвӑрах пӗлетӗр, эпӗ пӑхмасӑр калама вӗреннӗ ҫыру пур.

А за портретом хранилось письмо, которое я, разумеется, знал наизусть.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

 — Ҫыру, ҫыру

 — Письмо, письмо…

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӗр уйӑх ытла каялла, Гвоздевӑн ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн, вӑл Оля патне кӑмӑлсӑр ҫыру ҫырса янӑччӗ, — ҫав ҫыру ӑна халӗ пачах та юрӑхсӑр пек туйӑннӑ.

Больше месяца назад, в связи с неудачей Гвоздева, послал он ей свое, как ему теперь казалось, роковое и, во всяком случае, совершенно нелепое письмо.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах хӑйсем чӗнсе янӑ ҫырӑва хирӗҫ лешӗнчен нимӗн ӑссӑр ҫырнӑ ҫыру илсессӗн, Ненарадовӑри помещиксем тем пекех тӗлӗнсе кайнӑ.

Но каково было изумление ненарадовских помещиков, когда в ответ на их приглашение получили они от него полусумасшедшее письмо!

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ыран тухса каяс тенӗ чух Мария Гавриловна ҫӗрӗпех ҫывӑрман; вӑл хӑйпе илсе каймалли япаласене хатӗрленӗ, кӗпи-йӗмӗсене чӗркесе ҫыхнӑ; хӑйӗн ҫемҫе чӗреллӗ, хӗрхенчӗклӗ тантӑш хӗр-тусӗ патне пысӑк ҫыру ҫырса хатӗрленӗ, тата ашшӗпе амӑшӗ патне те ҫыру ҫырнӑ.

Накануне решительного дня Марья Гавриловна не спала всю ночь; она укладывалась, увязывала белье и платье, написала длинное письмо к одной чувствительной барышне, ее подруге, другое к своим родителям.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ку ҫыру вӑл ку таранччен ҫырнӑ ҫырусенчен чи ачашши тата чи пысӑкки пулчӗ.

Это письмо получилось самое нежное и самое большое за всю их переписку.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫырӑвӗ типӗрех, ӗҫлӗ ҫыру пулнӑ.

Письмо было суховатое, деловое.

12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Акӑ ҫыру ҫинчен аса илчӗ те вӑл, ҫырӑвӗ унӑннах иккенне туйса, темӗн пулнӑ пек хыпӑнса ӳкрӗ, ӑна вулама васкарӗ Чӑнах та вӑл ҫырнӑ иккен.

Тут она вспомнила о письме и жадно бросилась его читать, предчувствуя, что оно было от него.

XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней