Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паллах, вӑл ҫакӑн пек ҫырусем ҫӳретес йӑла пуррине пӗлнӗ; вӑл хӑй те пӗррехинче праҫникри парнесем хушшинче лекнӗ ҫӑм алсиш пӳрнески ӑшӗнче ӑшӑ сӑмахлӑ ҫыру тупнӑччӗ те, ҫав ҫырӑва ҫырнӑ палламан хӗрарӑмпа ҫырусем ҫӳретме тытӑннӑччӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Петька калать: ҫыру яманни нимӗне те пӗлтермест, вӑл ҫыру сайра пӗрре кӑна ҫырать, пичче ҫав поездсем ҫинчех ӗҫлет, юлашки ҫырӑвӗ те Самартан килчӗ, тет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Амӑшӗ яракан ҫырусем пурте пӗр пекрех пулнӑ, вӗсем ҫакӑнпа ҫеҫ уйрӑлса тӑнӑ: пӗринче амӑшӗ, хӑй турра ӗненмест пулин те, пӗр кӳршӗ карчӑкне уншӑн турра кӗл тума ыйтни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Алёшӑн таҫта кӑнтӑр енче ҫапӑҫакан, анчах нумайранпа ҫыру ҫырман пиччӗшӗсем пирки пӑшӑрханнӑ; юлашки ҫырӑвӗнче вара хӑй курнӑ тӗлӗк ҫинчен пӗлтернӗ: ҫуркунне, Атӑл сарӑлнӑ вӑхӑтра, унӑн ывӑлӗсем пурте киле таврӑннӑ пек, вӗсене вӑл ҫемьери чи юратнӑ кукӑльпе хӑналанӑ пек курни ҫинчен ҫырнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Амӑшӗн пӗчӗкҫеҫ виҫӗ кӗтеслӗ ҫырӑвӗ, ытти салтаксем хӑйсен амӑшӗсенчен илекен ҫырусем пекех, кӗске пулнӑ, вӑл ҫыру ҫурри таран тӑванӗсен саламӗсемпе тулнӑ, — килте, тав турра, пурте йӗркеллӗ пулнӑ ҫинчен, унӑн, Алёшӑн, амӑшӗ пирки пӑшӑрханма кирлӗ марри ҫинчен каланисемпе тулса тӑнӑ, ҫурри — хӑйне упрама, шӑнса пӑсӑласран сыхланма, нимӗҫсен тискер чеелӗхӗнчен асӑрханма (ун ҫинчен амӑшӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗсенчен нумай илтнӗ), тата урасене йӗпетме кирлӗ марри ҫинчен ыйтса ҫырнисемпе тулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ииуй вара Самарие Изреель пуҫлӑхӗсем патне, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем патне ҫырусем янӑ, ҫырӑвӗсенче ҫапла каланӑ: 2. сирӗн пата ҫакӑ ҫыру ҫитсессӗн, хӑвӑр патӑрта патша ывӑлӗсем пуррине, сирӗн аллӑрта ҫар ураписем те, лашасем те, ҫирӗплетнӗ хула та, кӑрал та пуррине шута илсе, 3. патшӑр ывӑлӗсенчен чи лайӑххине, чи тивӗҫлине суйласа илӗр те ӑна ашшӗ вырӑнне патшана лартӑр, вара патшӑр килӗшӗн кӗрешӗр, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кам та кам хӗр илсе унӑн упӑшки пулать, кайран арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли тупнипе унран сивӗнет пулсассӑн, упӑшкийӗ уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫыртӑр, ҫырӑва арӑмне алӑран парса ӑна килӗнчен кӑларса ятӑр, 2. арӑмӗ вара унӑн килӗнчен тухса кайӗ те урӑх ҫынна качча тухӗ, 3. анчах ҫак юлашки упӑшки те ӑна, курайми пулса, уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫырса килӗнчен кӑларса ярсассӑн е ӑна качча илнӗ ҫав юлашки упӑшки вилсе кайсассӑн, 4. унӑн пӗрремӗш упӑшки, ӑна кӑларса янӑскер, ҫапла чыссӑрланнӑ арӑмне тепӗр хут арӑм тума илеймест: ку вӑл Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче йӗрӗнчӗк ӗҫ пулать, хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе парас ҫӗре ан ирсӗрлет.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?
Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134
Ятман савӑнать: халиччен вӑл ялти ҫынсем ҫырӑвӗсене ҫапла пӗр-пӗрне вулаттарнине нихҫан та курман, ҫыру вӑл яланах вӑрттӑн япала пулнӑ, ӑна хӑйӗн ячӗпе илнӗ ҫын ҫеҫ хӗпӗртесе е хурланса вуланӑ, халӗ авӑ фронтран килнӗ ҫырӑва ҫур ял пӑхмасӑр пӗлет.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Улах ҫулсемпе, вӑрттӑн сукмаксемпе, пит асӑрханса кунӗн-ҫӗрӗн кайӑр та ҫак ҫырӑва ун аллине парӑр; сирӗнтен пӗрин инкек-мӗн пулсан, ҫырӑва тепри илтӗр; ҫыру Валерия аллине лектер тесе пур майсемпе те тӑрӑшӑр.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Санӑн ҫырӑву мана савӑнтарса та, тӗлӗнтерсе те пӑрахрӗ (эп юлашки ҫырӑву пирки ҫыратӑп, пӗтӗмпе эпӗ виҫӗ ҫыру илтӗм).Твое письмо и обрадовало и удивило меня (я пишу о последнем, а всего получила три твоих письма).
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тепӗр ҫырӑвӗнче Петро хӑй патне «тӑван Дон хӗрринчи садсенче ӳснӗ» типӗтнӗ чие ҫырли ярса пама тата тӑтӑшрах ҫырса тӑма ыйтнӑ; ҫав ҫырурах вӑл Григорие вӑрҫса ҫырнӑ: казаксем каланӑ тӑрӑх, Гриша утне япӑх пӑхать, имӗш, ӑна, Петрона, ку япала питӗ пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен Гришка аллинчи учӗ унӑн, Петрон, ятран илнӗ учӗ; кун пирки Петро ашшӗне Григорий патне хӑй ячӗпе ҫыру ҫырса яма ыйтнӑ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тархасшӑн ҫыру ҫыр-ха хӑвӑртрах; ман ҫав тери санран ҫыру илес килет.Напиши мне, пожалуйста, поскорее; очень мне хочется получить от тебя письмецо.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Коншаковсем ашшӗнчен ҫыру илменни нумай пулать пулин те, Егор патне час-часах ҫыру яраҫҫӗ.Хотя Коншаковы давно не получали писем от отца, письма Егору отсылались довольно часто.
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗнле ҫыру та пулман, нимӗнле ҫыру та илмен тейӗпӗр.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнпа Машӑпа тантӑшӗ ун патне ҫыру хыҫҫӑн ҫыру ҫине-ҫинех яма пуҫларӗҫ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пиччӗшӗ ӑна ку ҫыру ҫурт-йӗр пирки тесе ӑнлантарчӗ, ҫапла ҫырма хушрӗ: «Ҫак ҫыру айне эпӗ (чин, ят, хушамат) алӑ пусатӑп».
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьев хирӗҫӳллӗ ӗҫ пирки астутарсанах, Обломов тарӑхрӗ те именчӗ; унтан килӗшӳ пуҫарчӗҫ, унтан виҫҫӗшӗ те ӗҫрӗҫ, вара Обломов тӑватӑ ҫуллӑха заемнӑй ҫыру ҫырса пачӗ; тепӗр уйӑхран Агафья Матвеевна ҫавӑн пек ҫырӑвах пиччӗшӗ ячӗпе ҫырса алӑ пусрӗ, хӑй мӗн ҫырса алӑ пуснине те тавҫӑрса илеймерӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сана итлесен, эсӗ управӑна хутсем ҫырма та пӗлместӗн, кил хуҫи патне ҫыру ҫырма та пӗлместӗн, Ольга патне ҫыру ҫырнӑ-ҫке?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Укҫине ялтан ярса парсан та, раштав тӗлне ҫеҫ, тен, тата каярахпа, тырӑ сутнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ярса парӗҫ, тыррине мӗн чухлӗ сутасси, тырри мӗн чухлӗ пурри, усламӗ мӗн чухлӗ тухасси — йӑлтах ҫыру илсен паллӑ пулмалла, анчах ҫыру килмест.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов килне таврӑнсан тата Штольцран килнӗ ҫырӑва тупрӗ; ҫыру «Халь е нихҫан та!» текен сӑмахсемпе пуҫланать те ҫав сӑмахсемпех вӗҫленет, унтан килтен тухмасӑр пураннӑшӑн ӳпкелесе пӗтернӗ, унтан ниме кӗтсе тӑмасӑрах Штольц хӑй тухса кайма хатӗрленнӗ Швейцарие пыма чӗнет, юлашкинчен тата Италие чӗнет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956