Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑракан (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача ҫывӑракан сарайӑн ҫурри лаша апачӗсем хумалли склад пулнӑ, тепӗр пайӗнче сыснасем усранӑ.

Половина сарая, в котором спал мальчик, была отведена под склад, где хранился корм для лошадей, а за тонкой перегородкой помещался свинарник.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӳлӗмсенче ҫывӑракан ҫынсем сывлани тата витере утӑ чӑштӑртатни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Слышалось лишь сонное дыхание людей в доме да шуршание сена в конюшне.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хыттӑн ҫывӑракан Фома хӑйне хултан такам силленипе вӑранса кайнӑ.

Фома крепко спал и вдруг почувствовал, что его трясут за плечо.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсен сасси ҫывӑракан хресченсене вӑратрӗ, пӗтӗм яла хыпӑнтарса ӳкерчӗ.

Их лай разбудил крепко спавших крестьян и всполошил всю деревню.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫапла сунарҫӑсем вӗсем ҫывӑракан тӗлех ҫитсе тухаҫҫӗ те кӑшкӑрашма пуҫлаҫҫӗ, сывлӑшалла пӑшалсем персе, ҫывӑракан чӗр-чунсем ҫине тапӑнаҫҫӗ.

Потом они сразу вскакивают и с шумом и гамом, стреляя в воздух, бросаются на спящих животных.

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Килте сахал ҫывӑракан пулчӗ.

Всё чаще он ночевал не дома.

Юр тарӑнччӗ… // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вампир — халӑх ӗненӗвӗ тӑрӑх, ҫӑва шӑтӑкӗнчен тӑрса ҫывӑракан ҫыннӑн юнне ӗҫекен виле.

Помоги переводом

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Сасартӑк ура вӗҫӗнче ҫывӑракан йытӑ нӑйкӑшса вӗрсе илчӗ.

Вдруг спавшая у наших ног собака глухо заворчала.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Малтанах мӗн иккенне тавҫӑрса илеймерӗм, унтан пӗлтӗм вара: упа ҫури малти пӳлӗмре ҫывӑракан йытӑпа ҫапӑҫма тытӑннӑ.

В первую минуту я не мог сообразить, что такое случилось, и только потом все сделалось ясно: медвежонок разодрался с собакой, которая спала на своем обычном месте в передней.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.

Я бы изобразил, как спит весь Миргород; как неподвижно глядят на него бесчисленные звезды; как видимая тишина оглашается близким и далеким лаем собак; как мимо их несется влюбленный пономарь и перелазит через плетень с рыцарскою бесстрашностию; как белые стены домов, охваченные лунным светом, становятся белее, осеняющие их деревья темнее, тень от дерев ложится чернее, цветы и умолкнувшая трава душистее, и сверчки, неугомонные рыцари ночи, дружно со всех углов заводят свои трескучие песни; я бы изобразил, как в одном из этих низеньких глиняных домиков разметавшейся на одинокой постели чернобровой горожанке с дрожащими молодыми грудями снится гусарский ус и шпоры, а свет луны смеется на ее щеках.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Гапка ун патӗнче пӑлтӑрпа нӳхреп уҫҫисене тытса усрать; анчах Иван Иванович хӑй ҫывӑракан пӳлӗмри пысӑк арчи уҫҫине тата варринчи пӑлтӑр уҫҫине хӑйӗнчех тытать, унта вӑл никама кӗртме те юратмасть.

Гапка у него носит ключи от комор и погребов; от большого же сундука, что стоит в его спальне, и от средней коморы ключ Иван Иванович держит у себя и не любит никого туда пускать.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Хӗрарӑмӗ шӑрӑхпа пушшех ывӑнса йывӑрланса ҫитнӗ, вӑл тӑтӑшах сылтӑмалла, хӑйӗн вунтӑватӑ ҫулсенчи хӗрӗ таянса ҫывӑракан ҫыхӑ еннелле тайӑлать.

Женщину разморила жара и усталость, она то и дело клонится вправо, к большому узлу, приткнувшись к которому спит девочка лет четырнадцати.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Аэлитӑн ҫывӑракан кӗлетки чӗтренчӗ, вӑл вӑраннӑ май сывласа кӑларчӗ те вӗттӗн чӗтренет.

Спящее тело Аэлиты вздрогнуло, она вздохнула, пробуждаясь, и затрепетала.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев ҫывӑракан ҫине пӑхать те шухӑшлать:

Гусев глядел на спящего и думал:

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Урайӗнче ҫывӑракан марсиансем сике-сике тӑчӗҫ, унталла-кунталла пӑхкалаҫҫӗ.

Спавшие на полу марсиане вскочили, озираясь.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӳлте — ҫывӑракан марсиан сӑнӗ, — унӑн пӗр алли пуҫне ытамланӑ, тепӗр аллипе вӑл уллӑна кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ.

Наверху покоилось изображение спящего марсианина, — одна рука его обвивала голову, в другой прижата к груди улла.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав вӑхӑтра Ҫӗрӗн хӗвел тухӑҫ енче сфинкс ҫӗклесе лартаҫҫӗ; пӗр кӳлепере тӑватӑ хӑват — ҫывӑракан ӑслӑх-тӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗн палли-символӗ.

В то время на восточном рубеже земли был поставлен сфинкс, изображавший в одном теле четыре стихии, — символ тайны спящего разума.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫывӑракан Пуҫ тӗнӗ пуриншӗн те — ҫӗнӗлӗх, вӑл — хуҫаланупа вӑй-хӑватӑн тӗп хатӗрӗ, анчах ҫав тӗнӗн тӗшшине, шалти пӗлтерӗшне Иерофантсем ҫав тери пысӑк вӑрттӑнлӑхра упраҫҫӗ.

Культ спящей головы был открытым для всех, — это было главным орудием силы и власти, но смысл, внутреннее содержание культа, Иерофанты хранили в величайшей тайне.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем Ҫывӑракан Негр Пуҫӗпе капӑрлатнӑ карапсем ҫине техӗмлӗ ӗҫме-ҫиме, пусма тавар, слон шӑммипе ылтӑн тиеҫҫӗ.

Они снаряжали корабли, украшенные головой спящего негра, нагружали их пряностями, тканями, золотом и слоновой костью.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем Негрӑн Ҫывӑракан Пуҫӗн ҫӗр ай храмне туса хураҫҫӗ — хӑйсем патне ҫынсене илӗртме тытӑнаҫҫӗ, — чирлисене сиплеҫҫӗ, шӑпа пирки юмлаҫҫӗ, ӗненекенсене вилнисен мӗлкисене кӑтартаҫҫӗ.

Они построили подземный храм Спящей Головы Негра и стали привлекать к себе людей, — исцеляли больных, гадали о судьбе и верующим показывали тени умерших.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней