Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑракан (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле-мӗнле вӑрҫса харкашнине шутсӑр тимлесе итлесен те хӑлхана кӗместчӗ пулсан: «Уйрӑлас! Уйрӑлмалла!» — тенисем пирӗн пӳлӗме, эпир ҫывӑракан ҫӗре, чӑрмавсӑрах пырса кӗретчӗҫ те, ҫивӗч ҫӗҫӗ пек, ним ӑнланман чӗрене ҫурсах яратчӗҫ:

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каҫӗ лӑпкӑччӗ ун чух, ҫывӑракан ача пек тӳлекчӗ.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуҫлать ҫывӑракан шарт сиксе вӑранса кайичченех тапкалашма.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Алӑсем итлеми пулчӗҫ, — тенӗ шӑппӑн, ҫывӑракан карчӑкӗ еннелле тем айӑпа кӗнӗ ҫын пек пӑхкаласа илсе.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Е тата ҫаппа-ҫарамас Эльвира катӑлса пӗтнӗ, тутӑхнӑ ҫӗҫӗ тытнӑ та ачипе пӗрле ҫывӑракан Светланӑна чиксе пӑрахма пырать…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пилӗкӗ тӳсмелле мар ыратма пуҫларӗ, анчах вӑл, ҫывӑракан юлташӗсене вӑратас мар тесе, шӑла ҫыртсах тӳсрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Тӑр, Иван, мунча пулчӗ, — терӗ ашшӗ, паттӑр пек ҫывӑракан ывӑлне вӑратса.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Роза хӑй ҫывӑракан кӗлетре ҫыру ҫырса ларатчӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тутлӑ ҫывӑракан хӗрачи ҫине пӑхса: «Нивушлӗ вӗлерсе хӑварма илсе килнӗ эпӗ ӑна?» — тесе шухӑшларӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗмсӗртетнӗ сасӑпа чӑланта ҫывӑракан хӗрачи вӑранса макӑрма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ҫывӑракан ывӑлне чуп-туса хӑварчӗ те тула чупса тухрӗ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахлата-ахлата ҫапакан аслати умӗнхи аҫа-ҫиҫӗм чӳрече карри витӗр ялтӑртатса кӗрсе кӑмака умне, стена ҫинчи сарӑхма тытӑннӑ сӑнӳкерчӗксене, хӗрарӑм трактористсем ҫывӑракан тапчансене ҫутата-ҫутата илет.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Сӑпкара ҫывӑракан ачине пӑхса ытараймасть ашшӗ.

Помоги переводом

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫывӑракан пӳрт юлхавлӑн сулмаклӑ ахрӑмпа хуравларӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аса илсе пӳрте чупса кӗчӗ, ҫывӑракан хӗрне тытрӗ те унпа картишне чупса тухрӗ, салтӑнтарса кӗлтурӗ:

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл темиҫе хут ассӑн сывласа илчӗ, ҫывӑракан хӗрӗ ҫине пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗр хӗвеллӗ ирхине хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче ҫывӑракан Тимуш куҫӗсене хӗссе-хӗссе пӑхрӗ те анасласа илчӗ те пӗчӗк чышки-муклашки ытла хастар пулнипе хура куҫне ярт уҫрӗ.

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

«Кам ҫывӑрать-ха кунта?» — тенӗн арҫын ача пит-куҫне хыпашлама пуҫларӗ, тутлӑ ҫывӑракан Сатурӑн кӑтра ҫӳҫӗ ҫинче сиккелерӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Ҫӗр ҫул пӗр вӑранмасӑр ҫывӑракан Пулӑ патшине мӗншӗн вӑратрӑн?

Помоги переводом

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ментти каллех чул катӑкӗсем пухса ҫывӑракан кайӑк ҫине темиҫе хутчен вӑркӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней