Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫупӑрласа (тĕпĕ: ҫупӑрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче, праҫник кунӗ, амӑшӗ лавккаран таврӑнса алӑка уҫрӗ те, хӑйне сасартӑк ҫуллахи ӑшӑ ҫумӑр ҫунӑ чухнехи пек савӑнӑҫ ҫупӑрласа илнипе, алӑк урати ҫинче чарӑнса тӑчӗ: пӳлӗмрен ӑна Павелӑн ҫирӗп сасси янӑрани илтӗнчӗ.

Однажды в праздник мать пришла из лавки, отворила дверь и встала на пороге, вся вдруг облитая радостью, точно теплым, летним дождем, — в комнате звучал крепкий голос Павла.

XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫак икӗ туйӑм пӗрле ӑша ҫунтаракан пӗр пысӑк туйӑм пулса тӑчӗ: вӑл туйӑм ӑна вӗри хум пек ҫупӑрласа илчӗ ҫӗклерӗ, вара амӑшӗ хӑй пичӗпе Андрей кӑкӑрне пырса тӗкӗнчӗ.

Вспыхнули, смешались в одно большое, жгучее чувство; оно обняло ее горячей волной, обняло, подняло, и она ткнулась лицом в грудь Андрея.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ку юрра ыттисенчен хуллентерех юрларӗҫ, анчах та вӑл пуринчен те вӑйлӑрах янӑрарӗ, ҫынсене ҫывхарса килекен ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнчи, март кунӗнчи сывлӑш пек ҫупӑрласа илчӗ.

Эту песню пели тише других, но она звучала сильнее всех и обнимала людей, как воздух мартовского дня — первого дня грядущей весны.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑл сукмак тӑрӑх сӑрт ҫинелле чупрӗ, унӑн чӗркуҫҫине йӗпе платйи ҫупӑрласа пычӗ.

Она бежала по тропинке в гору, и колени ее обнимало мокрое платье.

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Вӑл мана хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа илчӗ те питӗ хытӑ ыталарӗ, унтан икӗ аллӑма та харӑс тытса чӑмӑртарӗ, хӑйӗн куҫӗнчен шӑпӑр-шӑпӑр куҫҫуль юхать; алӑсене тахҫанччен чӑмӑртаса тӑчӗ.

Она схватила меня за плечи, обняла крепко-крепко, а потом взяла за обе руки и давай пожимать, а у самой покатились слезы — так и текут по щекам; она все не выпускает меня, пожимает мне руки, а сама все твердит:

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл мана пӳлӗмне туртсах кӗчӗ те алӑка хупрӗ, унтан Евангелие уҫма тытӑнчӗ, хут татӑкне тупсан, ҫав тери савӑнса кайрӗ, эпӗ ӑна-кӑна ӑнланса та илеймерӗм, вӑл мана хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа ыталаса илчӗ.

Она втащила меня в комнату и закрыла дверь, потом стала перелистывать евангелие, пока не нашла записку, а когда прочла ее, то очень обрадовалась, и не успел я опомниться, как она схватила меня за плечи, обняла.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Лайӑх ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйсене ҫупӑрласа усракан омбу йывӑҫҫи ҫинче сунарта питӗ чаплӑ ҫӳренисем ҫинчен каласа пама пикенчӗ.

Насытившись, он предался воспоминаниям о великолепной охоте под сводами этого омбу, приютившего их.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑй хушнипе арӑмӗ праҫникре тӑхӑнакан кӗпине, шӑлаварӗпе аттине илсе панӑ, вӑл вара тумланнӑ, хӑйӗн айван карчӑкне чуптунӑ та, Степкӑна хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа илсе, нимӗҫсем патне кайнӑ.

Приказав жене достать праздничные рубаху, брюки и сапоги, он оделся, растроганно поцеловал свою глупую бабу, похлопал Степку по плечу и пошел к немцам.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл пусма тӑрӑх чупса анакан Василиса Прокофьевнӑна курсан, ҫапла кӑшкӑрчӗ: — Прокофьевна, кил-ха кунта! — хӑй вӑл лаша ҫилхине кӑмӑллӑн ҫупӑрласа тытнӑ, ҫурӑмӗ тӑрӑх лӑпкать.

Увидев сбегавшую со ступенек Василису Прокофьевну, крикнул: — Подойди-ка сюда, Прокофьевна! — он похлопал коня по гриве и любовно провел ладонью по его спине.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр Тӑван ҫӗршыв Марусьӑна ҫупӑрласа тӑрать, ҫав вӑхӑтрах, пӗтӗмӗшпех унӑн чӗринче вырнаҫнӑ пек туйӑнать.

Необъятная, она была во всем, что окружало ее, Марусю, а в то же время как бы целиком помещалась в ее душе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпир Сарпикепе паҫӑрах килтӗмӗр, — тет анне мана ҫупӑрласа.

Мы с Сарбиге давно дома, — обнимает меня мама.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Эпӗ ӑна пӗрмай ывӑҫра ҫупӑрласа ҫӳрейместӗп-ҫке-ха.

Но не могу же я всё время держать его в ладошке.

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Вӑл апата астивсе те пӑхмарӗ темелле; пӗвӗпе кӑштах ӳпӗнсе, Григорий выҫӑхса ҫитнӗ пек хӑвӑрт чӑмласа ҫинине пӑхса ларчӗ, унӑн пит-куҫне, гимнастеркӑн тӑратмалла ҫухи пӑвӑнтарнӑ хӗрлӗрех хӑмӑр мӑйне, сарлака хулпуҫҫийӗсене, сӗтел ҫинче йывӑррӑн выртакан аллисене тӗтреленнӗ куҫӗсемпе ҫупӑрласа ачашларӗ…

Она почти не прикасалась к еде; слегка подавшись вперед, смотрела, как жадно жует Григорий, ласкала затуманившимся взглядом лицо его, смуглую, туго обтянутую стоячим воротником гимнастерки шею, широкие плечи, руки, тяжело лежавшие на столе…

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫитменнине тата вӑл пӗрре унӑн тилӗ хӑлхинчен хапсӑнуллӑн ҫупӑрласа тытнӑ та, ӑна тӑпӑлтаркаласа, татӑклӑн каланӑ: — Мӗншӗн вил… местӗн… эсӗ, мур! — тенӗ.

Раз даже он с выражением алчности на лице забрал в кулак ее лисье ухо, потрепал и проговорил с расстановкой: — Чтоб… ты… из… дох… ла, холера!

I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Григорий ӑна аллинчен тытрӗ, ӑстайсӑррӑн та именчӗклӗн ҫупӑрласа ачашларӗ.

Григорий взял ее руку, погладил неумело и застенчиво.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий ывӑлӗн пӗчӗк аллисене хӑйӗн мӑн аллисемпе ҫупӑрласа тытрӗ.

Григорий взял в свои большие руки маленькие ручонки сына, сказал:

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хыттӑнрах янӑрарӗ путене питӗрленсе авӑтнӑ сасӑ, уҫҫӑнрах илтӗнчӗ тӑрисен чуна ҫупӑрласа ачашлакан юрри.

Звонче звенел надсадный перепелиный крик, отчетливей слышалось милое пение жаворонков.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Упӑшки хӑйӗнпе ҫавӑн пек ҫепӗҫ пулнинчен ытла та тӗлӗннӗ тата хумханнипе хӗрелсе кайнӑ Наталья, ун аллине ҫупӑрласа тытса, тути патне илсе пычӗ.

Потрясенная этим проявлением чувства со стороны мужа и вся вспыхнувшая от волнения, она взяла его руку, поднесла к губам.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах Григорий, ӑна кӗтмен ҫӗртен аллинчен ҫупӑрласа тытса, ачашшӑн каласа хучӗ:

Но Григорий неожиданно для нее взял ее за руку, ласково сказал:

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шыв ҫути куҫа пырса ҫапрӗ, вӑл куҫне хӗсрӗ те, хӑйне ҫупӑрласа илнӗ шӑплӑхпа киленсе, темиҫе минут хушши ҫаплах, куҫне хӗссе, тӑчӗ.

Свет воды ударил в глаза, она зажмурилась и несколько минут стояла так, наслаждаясь охватившей ее тишиной…

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней