Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн тӗтӗм кӑларакан ҫулӑмӗ тӗттӗмре пулнӑ хыҫҫӑн ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ пек туйӑнать.Коптящий язычок ее после темноты казался ослепительно ярким.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вут ҫулӑмӗ кӗрлесе, чӑшлатса, явӑнса ҫапӑнса ҫуннине Алексей тӗлӗнсе пӑхрӗ.Алексей зачарованно смотрел, как выло, клокотало, шипело, извивалось и билось пламя.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун патӗнчех ҫурӑлса кайнӑ бомба ҫулӑмӗ самантлӑха палуба ҫине купаласа хунӑ тинӗс курӑкне ҫутатса кӑтартрӗ, ҫак самантрах ҫӳлте икӗ ҫын тӑни курӑнса кайрӗ, пӑрахут ҫурса пынипе шур кӑпӑкланса, сирпӗнсе чупакан симӗсрех хумсем курӑнчӗҫ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сонатӑри оратор сасси ҫур сӑмах ҫинче татӑлать, ҫилӗллӗ сасӑсен шавӗнче ҫухалать, сӑрт ҫинчен анакан юр купи пек арканать, пысӑк пушар ҫулӑмӗ евӗр кӗрлет.
«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Вӑрман ҫийӗнче унта мӗн ҫулӑмӗ?
Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
…Лагерьти костер ҫулӑмӗ ачасен кӑмӑлне кайран хӗлӗпех ҫутатрӗ.
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Столовӑйра Зина, ҫуртине хӑй ҫывӑхнерех лартнӑ та, ҫурта ҫулӑмӗ ҫинче асӑрханса сахӑр катӑкне тытса тӑрать, сахӑрӗ ирӗлсе, Зина тепӗр аллипе тытса тӑракан кашӑк ҫине сарӑ тӗслӗ, витӗр курӑнакан тумлам пулса тумлать.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫав ҫын кунтан тухса кайсан, пӗр самантрах пушар ҫулӑмӗ ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ.
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ йывӑҫ ҫине улӑхрӑм та вут ҫулӑмӗ куртӑм.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
«Костёр» ҫулӑмӗ ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленсе пычӗ.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Юлашкинчен эпӗ Гансӑн пушар ҫулӑмӗ пек вутпа хӗрелнӗ питне астӑватӑп, ҫакӑн хыҫҫӑн эпир урӑх нимӗн те туйман, хӑраса ӳкнине ҫеҫ астӑватӑп; эпир авӑрласа пеме хатӗрленнӗ тупӑ кӗпҫи ҫумне ҫыхса лартнӑ мӗскӗн ҫынсем пек тупӑна персен таткаланса сирпӗнессе ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ.
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Ну, мӗн вара, ку кӳкӗрт ҫулӑмӗ.
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ганс пит пысӑк хӗнпе факел ҫутрӗ, эпир ҫӳлелле хӑпарнӑ пулин те, ҫапах факел ҫулӑмӗ тӳрех ҫӳлелле хӑпарса йӗри-тавра ҫителӗклех ҫутатрӗ.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫав тери нумай ҫиҫӗмсем кукӑр-макӑр йӑлтлатса урлӑ-пирлӗ каҫаҫҫӗ; пӗр вӗҫӗмрен аслати сасси кӗрлесе тӑрать: шыв пӑсне пӗтӗмӗшпех вут ҫулӑмӗ хыпнӑ пекех курӑнать; ҫӳлтен персе анакан пӑр пӗрчисем ҫап-ҫутӑ курӑнса пирӗн инструментсемпе приборсем ҫумне пырса перӗнеҫҫӗ; урса кайнӑ тинӗс хумӗсем вут хыпса ялкӑшнӑ пек курӑнаҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ун таврашӗнче яланах арӑмӗн кӑмӑлсӑр сасси янӑраса тӑрать ӗнтӗ, ун симӗс куҫӗн ҫунтаракан ҫулӑмӗ йӑлтӑртатса тӑрать тата, арӑмӗ чӗрӗ чух ун чӗринче вӑхӑтсӑр пӗтнӗ ачасемшӗн тавӑрма чӗнекен тунсӑхӗ нихҫан та пӗтес ҫук.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ыттисем, нимӗн те пулман пекех, кӑвайт ҫулӑмӗ ҫине пӑхаҫҫӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Горизонтри пӗлӗт вут ҫулӑмӗ пек ялкӑшса тӑрать.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫулӑмӗ калама ҫук вӑйлӑ, вӑл чӗтренет, тӗтӗмпе хутшӑнса кайнӑскер, хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ курӑнать.Зарево было огромное, дрожащее, оранжевое, смешанное с дымом.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Лампа ҫулӑмӗ мӑчлатса илчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӗнекесем хӑйӗн аллинчен кайсан, кашнинчех, тӗттӗмри шӑрпӑк ҫулӑмӗ пек сарӑ пӑнчӑ пулса, унӑн куҫӗ умне жандарм офицерӗн сӑнӗ тухса тӑчӗ, вара вӑл хӑй шухӑшӗнче ӑна хаяррӑн: «Ме-ха сана, батюшка…» — терӗ.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.