Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Ҫитменнине тата эпир, халӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшсе, Унпа мухтанатпӑр та.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара аллине тӑсса, Павел хӑйне хӳтӗлесе кала пуҫланӑ: 2. эй Агриппа патша! иудейсем кӑтартакан пур айӑпран та паянхи кун сан умӑнта хама хӳтӗлеме май пулнӑшӑн эпӗ хама хам телейлӗ тесе шутлатӑп, 3. ҫитменнине тата эсӗ иудейсенӗн мӗнпур йӑлине, вӗсенӗн тавлӑ шухӑшӗсене пӗлсе тӑратӑн.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27-28. Ҫичӗ кун иртсе пынӑ чухне Асия иудейӗсем Павела Турӑ Ҫуртӗнче курнӑ та, пӗтӗм халӑха пӑлхатса: эй Израиль ҫыннисем, пулӑшӑр! ҫак ҫын пур тӗлте те пурне те халӑха хирӗҫ, саккуна хирӗҫ, ҫак вырӑна хирӗҫ вӗрентет; ҫитменнине тата эллинсене Турӑ Ҫуртне илсе кӗрсе, ҫак таса вырӑна ирсӗрлетрӗ! тесе кӑшкӑрашнӑ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Авраам каланӑ: «ачам! астуса ил-ха: ыррине эсӗ ху пурӑнӑҫӑнта куртӑн ӗнтӗ, Лазарь вара усаллине курчӗ; халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ асапланатӑн; 26. ҫитменнине тата сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта — тӗпсӗр шырлан, ҫавӑнпа кунтан сирӗн пата каҫас теекенсем ун пек тӑваймаҫҫӗ, унтан та пирӗн пата каҫаймаҫҫӗ» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара вӑл мана каларӗ: килсе ҫитменнине шутласа пар-ха мана, сапаланнӑ тумламсене пуҫтарса пар, хӑрнӑ чечексене чӗртсе тӑрат; 37. питӗрсе лартнӑ управӑшсене уҫ та унта хупнӑ ҫилсене кӑларса яр, мана тата сасӑ сӑнне кӑтарт, вара эпӗ сана ху курас тесе тӗмсӗлнине кӑтартӑп, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша, ку ҫыруҫӑсене парнесем парса сутӑн илнӗ пулӗ, ҫавӑнпа вӗсем иудейсене асап кӑтартасран чееленсе пӑрӑнаҫҫӗ пулӗ тесе, вӗсене тата хытӑрах хӑратнӑ; вара лешӗсен патшана курӑмлӑн ӗнентерме тивнӗ: ҫыруҫӑсем ӑна ҫак ӗҫ валли хут таврашӗ те, хӑмӑш калем те ҫитменнине ӗнентерсе панӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Палӑртса хунӑ вӑхӑт иртсессӗн, ҫыруҫӑсем патшана: шутсӑр йышлӑ пулнӑран иудейсене эпир ҫырса тухма пултараймастпӑр, тесе пӗлтернӗ; ҫитменнине тата вӗсем ытларахӑшӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнаҫҫӗ: пӗрисем килӗнчех пурӑнаҫҫӗ, тепӗрисем тӗрлӗ вырӑна саланса пӗтнӗ, ҫавӑнпа ку ӗҫе Египетӑн пӗтӗм пуҫлӑхӗ те туса пӗтереймӗ, тенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ — вӗҫсӗр-хӗрсӗр, виҫсе тухма ҫук ҫӗре пултарнӑ Патша, нимӗн ҫитменнине те пӗлменскерӗ — ҫакӑ хулана суйласа илнӗ, Хӑвӑн мухтавушӑн ҫакӑ вырӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ҫавӑнта тӗлӗнмелле чаплӑн курӑнса, Эсӗ ӑна мухтава кӑларнӑ, ҫапла Хӑвӑн аслӑ та хисепе тивӗҫлӗ ятна мухтавлӑ тунӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитнӗ кун вӗсене хӑйсен кӗмӗлӗ те, ылтӑнӗ те ҫӑлса хӑвараймӗ, ҫак пӗтӗм ҫӗре Вӑл кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунтарса ярӗ: Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм ҫынна пӗтерӗ, ҫитменнине тата сасартӑк пӗтерӗ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑрӑр та тухса кайӑр: ҫакӑ ҫӗршыв канлӗх вырӑнӗ мар; ӑна тасамарлӑхшӑн тустарӗҫ, ҫитменнине тата тискеррӗн тустарӗҫ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ тӑшман, ҫитменнине тата пӗтӗм ҫӗр тавраллах! вӑл санӑн хӑватлӑхна аркатӗ, санӑн керменне ҫаратса тухӗ, тет.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫитменнине, халдейсем хӑйсем те вӗсене хисепе хумаҫҫӗ, урамра чӗлхесӗре тӗл пулсассӑн, ӑна Бел патне илсе пыраҫҫӗ те туякана хистенӗ пек хистеҫҫӗ, калаҫман ҫынна калаҫакан тума ыйтаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ху валли ытлашши йывӑрлӑх ан шыра, вӑю ҫитменнине ан тӗрӗсле.21. Чрез меру трудного для тебя не ищи, и что свыше сил твоих, того не испытывай.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ырӑ кӑмӑлпа паракана Турӑ юратать, ун ӗҫӗнче мӗн ҫитменнине ҫитерет.][Человека, доброхотно дающего, любит Бог, и недостаток дел его восполнит.]
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Айӑпа кӗмесӗр пурӑнакан чухӑн ҫын суя чӗлхе-ҫӑварлӑ [пуянран], ҫитменнине тата ухмах ҫынран, лайӑхрах.1. Лучше бедный, ходящий в своей непорочности, нежели [богатый] со лживыми устами, и притом глупый.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа! чӗрем мӑнаҫланмарӗ, куҫӑм ҫӳлтен пӑхмарӗ, эпӗ пысӑк ӗҫе, вӑйӑм ҫитменнине пуҫӑнмарӑм.
Пс 130 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унӑн ҫилли тӳрех ҫитменнине кура Вӑл усал ӗҫе курмасть тетӗн-им?15. Но ныне, потому что гнев Его не посетил его и он не познал его во всей строгости,
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман, 2. Израиль патшисен ҫулӗпех ҫӳренӗ, ҫитменнине тата Ваал кӗлеткисене шӑратса туса тултарнӑ; 3. Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче тӗтӗрнӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, Ахаз хӑй ывӑлӗсене те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ; 4. тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул сасартӑках пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесессӗн Самуил сӑмахӗнчен сехӗрленсе ӳкнӗ; ҫитменнине, вӑйӗ те юлман унӑн: ҫавӑн чухне вӑл кунӗпех, ҫӗрӗпех апат ҫимен пулнӑ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.