Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫимен (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун каҫиччен вӑл нимӗн те ҫимен, халь ӗнтӗ ун качамӑйрипе сутӑ тӑвакан тусӗ панӑ михӗсем пулман, витӗнмесӗрех выртнӑ вӑл.

Он ничего не ел целые сутки, у него теперь не было мешков, которые ему давал торговец каштанами, чтобы укрыться.

VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

— Халӗ ҫак хӑяр тата ытти пахча ҫимӗҫсем сирӗн ялта яланхи япала пулса тӑчӗҫ, анчах темиҫе ҫул каялла пӗр нанаец та хӑяр, помидор, ҫӗрулми таврашӗ ҫимен пулӗччӗ.

— Теперь этот огурец и любые овощи — обыкновенное дело в ваших стойбищах, а несколько лет назад ни один нанаец не стал бы есть огурцы, помидоры или картошку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Апатне ҫисе ямашкӑн Марье инке ӑна хӑтарса та илчӗ, анчах усси пулмарӗ, ҫимен апата ҫаплипех пуҫтарса хӳшӗрен тухса каймалла пулчӗ.

Тетка Марья пожурила ее за то, что она не съела обеда; прибрала нетронутую пищу и куда-то вышла.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Иртен вара ҫимен вӗт?

Ведь не ел ничего с утра?

Алӑ ҫинчи пирвайхи хӑмпӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Эсир кӑнтӑрлахи апат ҫимен вӗт, чӑнах вӗт?

Вы ведь не обедали, не правда ли?

XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Луччӗ мана мӗн те пулин ҫыртмалли пар-ха, ан ман, эпӗ иртенпе ним те ҫимен вӗт.

Дай-ка лучше мне чего-нибудь закусить, не забывай, что ведь я с утра ничего не ел.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Иванӗ рак пек хӗрелсе кайнӑ, хӑй ҫапах: «Ҫук, эпӗ ҫимен», — тенӗ.

Ваня покраснел как рак, и сказал тоже: «Нет, я не ел».

Слива шӑмми // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ачисем пурте: «Ҫук, ҫимен», — тенӗ.

Все сказали: «Нет».

Слива шӑмми // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫимен пулмасӑр! — ҫирӗплетрӗҫ ачасем.

— Еще бы! — подтверждали ребята.

51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Бу дзяпты анчи («Эпӗ — начальник, эпир виҫҫӗн. Темиҫе кун ӗнтӗ эпир нимӗн те ҫимен»), — терӗм эп ӑна.

Бу дзяпты анчи (Я — начальник, нас три человека. Уже много дней мы ничего не ели), — сказал я ей.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Эп паян ҫимен, ӗнер ҫимен, виҫӗмкун ҫапла ҫӗрулми ҫирӗм те, вӑл та пулин ӑша пымарӗ курӑнать…

Позавчера поел картошки, и чего-то, видно, не годилось…

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Сысна какайне нихҫан та ҫимен эп.

— Ну я же никогда не ел свинину!

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук паян нимӗн те ҫимен, вӗри апат ӑна калама ҫук тутлӑ пек туйӑнчӗ, хӑйне мӗн панине вӑл кашӑк хумасӑр сыпса-ҫисе ячӗ, чейне те ӗҫрӗ.

У Тимрука сегодня во рту еще не было и маковой росинки, и горячие щи показались ему необычайно вкусными, он съел их, ни разу не отложив ложку, с удовольствием выпил и чай.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Акӑ пахча пуҫӗнчи пилешӗ — выльӑх ҫимен апат — юн сӑрхӑнтарас пек хӗрелнӗ ҫупкӑнӗсене енчен енне усӑнтарнӑ.

Шерккей остановил взгляд на рябине, что росла в начале огорода, за бывшим сараем, ее тяжелые гроздья, готовые брызнуть кроваво-красным соком, опустились почти до самой земли.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Иртенпе ҫимен, ҫав вӑхӑтрах пучах пуҫтарнӑ…

— С утра голодный, а между тем колоски собирал…

4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Иртнӗ кӗркунне ӑна кушак аҫи кӑшт кӑна тытса ҫимен иккен.

Прошлой осенью его кот чуть было не зацапал.

Xӗлле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Паян ҫимен пуль-ха эс? — ыйтрӗ Сайте Тухтартан, пуҫӗнчи хӗрлӗ явлӑкне тӳрлеткелесе.

— Тухтар, — окликнула уже шагнувшего было за ворота парня Сайде, — ты небось нынче еще и не завтракал?

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Амӑшӗ юлашки хут ӗҫе кайса каялла тавӑрӑнман хыҫҫӑн, Миша пӗрре те вӗри апат ҫимен пулнӑ.

С того дня, как мать ушла в последний раз на работу и больше не вернулась, Мишка не ел ничего горячего.

5. Тӗлпулу // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Кунӗпех ҫимен.

Целый день не емши.

Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ӑна сивчир пек силлеме тапратрӗ; вӑл пӗр канмасӑр кунӗпе утнӑ, иртенпе нимӗн те ҫимен; вӑйӗ пӗтнипе халсӑрланнӑ.

У нее была лихорадка, она ничего не ела с самого утра, она весь день шла, почти не отдыхая, она изнемогала от усталости.

I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней