Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ

Раздел: Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул –> Пиллӗкмӗш кӗнеке

Автор: Михаил Рубцов

Источник: Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Год: 1958; Добавлен: 2020.10.12 14:45

Предложений: 208; Слово: 1615

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Анса ларакан хӗвелӗн ылтӑн тӗслӗ ҫутипе ялтӑртатакан башньӑна курнӑ самантра Мишель Флешар замокран пӗр миль ҫурӑра пулнӑ, анчах ӑна ҫак хушӑ чарса тӑман. Хӗрарӑмсем халсӑр, анчах та ача амӑшӗсем вӑйлӑ. Мишель Флешар малалла утрӗ.

Хӗвел анса ларчӗ. Таврана тӗтре хупларӗ, унтан пачах тӗттӗмленчӗ. Утнӑ чухне вӑл таҫта, инҫетри чиркӳре, малтан сакӑр сехет, унтан тӑххӑр ҫапнине илтрӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта вӑл чарӑнкаласа тӑчӗ, башня енче кӗрлекен сасӑсене итлерӗ, ҫав сасӑсем каҫхи шӑплӑхра пӗрлешсе таҫта инҫете вӗҫсе кайрӗҫ.

Вӑл юнланнӑ урисемпе йӗплӗ хулӑ тӗмӗсем ҫине пусса пӗрмаях малалла пычӗ, унтан инҫетри башньӑн бойницисенче ялтӑртатса илекен ҫутӑсене курса ҫавӑнталла утрӗ.

Мишель Флешар пыракан анлӑ тӳрем сӑртлӑхра талккӑшпех вак тӗмсемпе курӑк ӳснӗ. Таврара йывӑҫсем те, ҫурт-йӗрсем те курӑнмаҫҫӗ. Тӳрем сӑртлӑх ним палӑрмасӑр ту ҫинелле хӑпарать те таҫта аякра ҫӑлтӑрлӑ тӗксӗм тӳперен уйрӑлса тӑрать. Мишель куҫӗ умӗнче хӑй патне йыхӑракан башня пулман пулсан, вӑл унта утса ҫитеймен пулӗччӗ. Ҫав башня вара пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса пычӗ.

Башньӑри ялт хыпса илекен йӑмӑх ҫутӑсемпе уҫҫӑн мар илтӗнекен сасӑсем тата тӗттӗмпе шӑплӑх — тертленсе пӗтнӗ мӗскӗн хӗрарӑма нумайччен шухӑша ярса асаплантарчӗҫ.

Сасартӑк пурте пӗтрӗ: ҫутӑ сӳнчӗ, сасӑсем шӑпланчӗҫ; тавралӑх виле шӑтӑкӗнчи пекех лӑпкӑ пулса тӑчӗ.

Мишель Флешар шӑпах ҫак минутра тӳрем сӑртлӑх хӗррине пырса ҫитрӗ. Ун ури айӗнче типӗ вар, — ҫӗрлехи шупка тӗтре витӗр вар тӗпӗ курӑнмасть. Кӑшт аяккинерех тата пӑртак ҫӳлерех, пӗр рете лартса тухнӑ кустӑрмаллӑ темӗнле япаласене (вӗсем республика батарейин тупписем пулнӑ) тата хӑйӗн умӗнчех ҫав батарейӑн фитилӗсен ҫутинче кӑштах ҫуталса ларакан кичем те хура пысӑк замока курчӗ. Замок айӗнче ҫӳллӗ пӗкӗллӗ кӗпер, кӗперпе тӗттӗм замок леш енче — вӗсем ҫумнех туса лартнӑ темӗнле ҫаврака ҫурт. Ку шӑпах мӗскӗн ача амӑшӗ темиҫе миль хушши шыраса килнӗ башня иккен.

Башня чӳречисенче мӗлкӗсем вӗлтлетсе илеҫҫӗ, ҫавӑнтан илтӗнекен сасӑсем тӑрӑх унта нумай ҫын иккенне чухласа илме пулать.

Мишель Флешар чӑнкӑ ҫыран хӗрринчех, кӗпертен питӗ ҫывӑх тӑрать, ҫавӑнпа та ӑна аллине тӑссанах ун патне ҫитессӗн туйӑнать. Кӗперпе башньӑран ӑна тарӑн типӗ вар уйӑрса тӑрать.

Кунта мӗн чухлӗ вӑхӑт тӑрса ирттернине вӑл хӑй те пӗлмерӗ. Каллех чӑрмав, каллех ҫул пӳлӗнчӗ!.. Хӑй ури патӗнче хуралса выртакан ҫак типӗ вар урлӑ мӗнле каҫмалла? Тата мӗнле замок-ха ку? Мӗншӗн вӑл ҫакӑн пек тӗксӗм? Мӗн пулса иртет унта? Тург мар-ши ку?.. Темӗнле хӑрушӑ та савӑнӑҫлӑ ӗҫ пулса иртессине сиснипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ.

Вӑл пӑхса, итлесе тӑчӗ.

Сасартӑк кӗперпе замок ун куҫӗ умӗнчен ҫухалчӗҫ. Вӗсемпе ун хушшинче ҫӑра пӗлӗт ҫӗкленсе тухрӗ те, куҫа ҫиекен тӗтӗме пула вӑл куҫне хӗсрӗ. Куҫне уҫсан таврара каҫ мар, яр ҫутӑ кун курӑнчӗ, анчах ку хӗвелпе мар, ҫулӑмпа ҫуталнӑ хӑрушӑ та усала систерекен ҫутӑ пулчӗ. Унран икӗ утӑмра пушар пуҫланчӗ.

Ҫулӑм пӗрре тул енне сиксе тухать, тепре ҫиҫӗм е ҫӗлен пек, тӗлӗнмелле хӑвӑрттӑн тӗтӗм ӑшӗнче ҫаврӑнать.

Уҫса пӑрахнӑ чӳречерен вӑрӑм чӗлхе пек ҫулӑм тӑсӑлса тухать, вӑл халапри вут ҫӑварлӑ аҫтахана аса илтерет.

Хӑраса ӳкнӗ Мишель Флешар ун ҫине аптраса пӑхать, хӑйӗнчен хӑй: ку тӗлӗкре-и е чӑн-чӑнах-и, тесе ыйтать. Мӗн тумалла ӗнтӗ унӑн? Унта чупмалла-и? Кунтах юлмалла-и?

Авӑк ҫилпе тӗтӗм чаршавӗ пӗр самантлӑха сирӗлчӗ те пушар ҫутинче ылтӑн евӗр куҫа ҫиекен тискер крепость пӗтӗмӗшпех, хӑйӗн кӗперӗпе, замокӗпе тата башнипе хӑрушшӑн курӑнса кайрӗ. Ҫакӑн пек усала систерекен ҫутӑра Мишель Флешар унта мӗн пуррине пӗтӗмпех курма пултарчӗ.

Замокӑн кӗпер ҫинче ларакан аялти хучӗ ҫунать. Ун ҫинче, ҫулӑм карҫинкка ҫинчи евӗр, вут тивмен тата икӗ хучӗ курӑнаҫҫӗ. Мишель Флешар тӑракан чӑнкӑ ҫыран хӗрринчен, тӗтӗм ҫулӑма ҫӗнтерсе хупласа илнӗ минутсенче, пӳлӗм ӑшчикки пӗтӗмпех курӑнать. Унӑн чӳречисем пурте уҫӑ.

Иккӗмӗш хутӑн чӳречисенчен кӗнекесем хурса тултарнӑ питӗ пысӑк шкапсем стена ҫумӗнче тӑни курӑнать, урайӗнче, пӗр чӳрече умӗнче, пысӑк кайӑк йӑви евӗрлӗ е кайӑк чӗпписем пухӑнса ларнӑ евӗр, темӗнле хура купа выртать. Ҫав купа тепӗр чух хускалкаласа илнӗ пек те туйӑнать Мишеле.

Вӑл тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Мӗн япала пулма пултарать-ха ку? «Чӑнах та, ку сасартӑк чӗрӗ япала пулсан?» тесе шухӑшласа илчӗ вӑл. Ӑна сивчир пек силлеме тапратрӗ; вӑл пӗр канмасӑр кунӗпе утнӑ, иртенпе нимӗн те ҫимен; вӑйӗ пӗтнипе халсӑрланнӑ. Вӑл аташма пуҫланине туйрӗ, хӑйӗн шухӑшӗсене ӗненмерӗ. Апла пулсан та унӑн куҫӗсем шӑпах ҫуртӑн ҫунакан пайӗнчи урайӗнче выртакан ҫав ӑнланса илмелле мар япаласен хура купи ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ.

Сасартӑк ҫулӑм, ӑнлануллӑ чӗрӗ чун пекех, хӑйӗн нумай чӗлхисенчен пӗрне тӑсса кӑларчӗ те Мишель Флешар куҫӗ умӗнчи замок ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан тилӗ курӑкӑн туратне ҫуласа илчӗ. Ҫулӑм хӑй валли ҫӗнӗ апат тупрӗ, ӑна хыпса ҫӑтрӗ. Курӑкӑн ҫывӑхри тунисене тивсе, вут тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа ҫӳлелле хӑпарма пуҫларӗ. Вӑл пӗр самантрах ҫӳлти хута ҫити чупса ҫитрӗ, иккӗмӗш хутри пӳлӗмӗн ӑшне ҫутатма тытӑнчӗ. Вӑл урайӗнче выртакан илемлӗ купана — ҫывӑракан виҫӗ ачана — ҫутатрӗ. Ачасем пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса выртнӑ та аллисемпе те, урисемпе те ҫыхланса виҫҫӗшӗ те тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ. Виҫӗ маттур ача куҫӗсене хупса, тӗлӗксенче ӑшшӑн кулса выртаҫҫӗ.

Амӑшӗ хӑйӗн ачисене палласа илчӗ. Вӑл чуна кайса тивекен сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ, ку калама ҫук пысӑк асаппа кӑшкӑрни пулчӗ — ача амӑшӗ ҫеҫ ҫӑкӑн пек кӑшкӑрма пултарать.

Мишель Флешар кӑшкӑрни, — кӑшкӑрни мар, улани пулчӗ.

Ҫак сасса илтнӗ те ӗнтӗ де-Лантенак маркиз. Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ: вӑл чарӑнса тӑчӗ… Ҫак самантра Лантенак хайне Гальмало илсе тухнӑ вӑрттӑн ҫулпа типӗ вар хушшинче тӑчӗ. Вут хыпса илнӗ кӗпер тата пушар ҫутипе хӗрелнӗ башня ут пуҫӗ тӑрринче каркаланса тӑракан туратсем витӗр пӗтӗмпех курӑннӑ. Лайӑхрах курас тесе, вӑл туратсене сирчӗ. Вара, типӗ варӑн тепӗр ҫыранӗ хӗрри еннелле пӗшкӗнсе, шӑпах ҫунакан замока хирӗҫ тӑракан хӗрарӑма, хӑранипе пит-куҫне чалӑштарса пӑрахнӑскере, курчӗ. Ҫак хӗрарӑм ҫухӑрнӑ пулас та ӗнтӗ.

Унӑн ылханса кӑшкӑракан тути ҫинче тата пӗтӗм пит-куҫӗнче хурлӑхпа ҫилӗ палӑрать. Унӑн куҫҫулӗпе тулнӑ куҫӗсем ҫиҫӗм пек ҫиҫеҫҫӗ, тархасласа, хушса, пушара юнаса тӑраҫҫӗ.

Маркиз итлерӗ. Кӑшкӑрни, чӗнсе йышӑнни, ун ҫине ҫӳлтен чулсем тӑкӑннӑ пек тӑкӑнчӗ; вӑл чӗрене кайса тивекен темӗнле пӗр ҫыхӑнусӑр сӑмахсем илтрӗ: ку, сӑмахран ытларах, кӑшкӑрса макӑрни пулчӗ.

— Эй, турӑҫӑм! Ман ачасем! Кусем ман ачасем! Пулӑшӑр! Ҫунать! Усалсем-и-мӗн эсир? Нивушлӗ кунта никам та ҫук?.. Ман ачасем ҫунса каяҫҫӗ… Ах, мӗн-ха вара ку? Жоржетта! Ачамсем! Гро-Ален, Рене-Жан!.. Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм, мӗне пӗлтерет-ха ку? Кам питӗрсе хунӑ кунта ман ачасене?.. Ҫывӑраҫҫӗ вӗсем, ман пӗчӗккӗмсем… Ах, эпӗ ухмаха еретӗп… Ҫук, вӗсем ҫунма пултараймаҫҫӗ, ун пек тума юрамасть. Пулӑшӑр!

Ҫав вӑхӑтра замокра тата тӳрем сӑртлӑхра пулнисем ним тума пӗлмесӗр чупкаласа ҫӳренӗ. Пушар пуҫланнине курсан, лагерь пӗтӗмӗшпех унта чупса ҫитрӗ. Тин ҫеҫ картечьпа персе тӑнӑ тапӑнакансен халӗ пушарпа кӗрешмелле пулнӑ. Говэн, Симурден тата Гешан васкавлӑ приказсем парса тӑнӑ. Анчах мӗн тума пултарӑн-ха кунта? Мӗнпе пулӑшмалла. Типӗ тар тӑрӑх юхса выртакан пӗчӗкҫӗ ҫырмара темиҫе витре шыв та ӑсса илейместӗн. Хӑрушлӑх ӳссе пынӑ, ҫынсем ним тума аптранӑ. Хӑраса ӳкнипе шурса кайнӑ ҫынсем чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ним тума пӗлмесӗр пушар ҫине пӑхса тӑнӑ.

Чӑнах та хӑрушӑ картина пулчӗ ӗнтӗ ку. Ҫулӑм, аялтан ҫунса хӑпаракан курӑк тӑрӑх пырса, ҫӳлти хута чупса ҫитрӗ. Унта, улӑм тултарнӑ мачча ҫийӗнче, вӑл хӑй валли ҫителӗклӗ апат тупрӗ, ӑна ярса илчӗ. Халӗ пӗтӗм мачча ҫийӗ ҫунать. Ҫулӑм ташлать, ҫулӑм хавасланать. Вут-ҫулӑм хаваслӑхӗ хӑрушӑ. Ҫак вутта такам хаяр ҫилӗпе тискеррӗн сывласа тата вӑйлӑрах вӗлкӗштернӗ пек туйӑнать. Тискер Иманус хӑй хӗлхемсен тӑвӑлӗпе пӗрле ҫаврӑнса ҫӳресе, вут-ҫулӑмӑн вилӗм кӳрекен пурнӑҫӗпе пурӑннӑн туйӑнать. Ҫав тискер этемӗн чунӗ, хӑйӗн ӳт-пӗвӗнчен уйрӑлса, пӗтӗмпех пушара пула ҫаралнӑн туйӑнать. Ҫуртӑн библиотека вырнаҫнӑ хутне пушар хыпса илеймен-ха. Ҫӳллӗ мачча тата хулӑн стенасем вӑхӑта тӑсаҫҫӗ. Анчах ҫав хута вут хыпса илесси ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пырать: ҫулӑм чӗлхисем ӑна ҫӳлтен те, аялтан та ҫулаҫҫӗ. Аялта — кӑвар хуранӗ, ҫӳлте — ялкӑшса тӑракан вучах: мачча ҫунса шӑттӑр ҫеҫ, библиотекӑна кӑвар тӑкӑнса тулать, урай ҫунса шӑтсан, пурте вӗресе тӑракан хурана йӑтӑнса анаҫҫӗ.

Рене-Жан, Гро-Ален тата Жоржетта вӑранман-ха; вӗсем ачалӑхӑн тутлӑ та лӑпкӑ ыйхипе ҫывӑраҫҫӗ. Чӳречесене пачах хупласа илекен е сирӗлсе уҫӑ хӑваракан тӗтӗм хумӗсем витӗр вӗсене виҫҫӗшне те курма пулать. Ҫак вут-ҫулӑм хӑвӑлӗнче вӗсем, хӑйсене хӑйсем пулӑшма пултарайманскерсем, ҫулӑмпа ҫуталакан урайӗнче илемлӗн сарӑлса, лӑпкӑн ҫывӑраҫҫӗ. Тигр та ҫак шупка хӗрлӗн ҫуталакан ачасене, тин ҫеҫ пурӑнма пуҫланӑ пӗчӗкҫӗ чунсене, вилӗм ытамӗнче курсан, макӑрса ярассӑн туйӑнать.

— Ҫунать! Ҫунать! Пулӑшӑр! — кӑшкӑрать ним тума пӗлмен амӑшӗ. — Никам та килмест. Пӳлӗхҫӗм! Эпир пурте хӑлхасӑр пултӑр-и-мӗн? Эсир илтетӗр-и: ман ачасем ҫунаҫҫӗ тесе кӑшкӑратӑп эпӗ! Эсир нумайӑн кунта, кам та пулин кайӑр ӗнтӗ! Миҫе кун, миҫе эрне шырарӑм эпӗ вӗсене, акӑ мӗнле ҫӗрте тупрӑм! Мӗншӗн? Вӗсем айӑпсӑр чунсем вӗт! Мӗн турӗҫ вӗсем? Мӗншӗн айӑплӑ вӗсем?.. Мана персе вӗлерчӗҫ, вӗсене ҫунтарса ярасшӑн. Кам тӑвать ҫакна?.. Пулӑшӑр ӗнтӗ! Хӑтарӑр ачасене! Нивушлӗ мана илтместӗр эсир?.. Йытта та хӗрхеннӗ пулӗччӗҫ… Манӑн чунӑмсем, тӑван ачамсем!.. Вӗсем ҫывӑраҫҫӗ… Жоржетта, хӗрӗм! Ҫаппа-ҫарамас ҫывӑрать, акӑ хырӑмне каҫӑртса хунӑ. Рене-Жан! Гро-Ален! Ывӑлӑмсем!.. Эпӗ вӗсен амӑшӗ вӗт, ячӗсене пӗлетӗп. Эсир халӗ куратӑр-и ӗнтӗ эпӗ вӗсен амӑшӗ пулнине… Ах, турӑҫӑм, мӗн кӑна пулса иртет-ши ҫут тӗнчере!.. Эпӗ вӗсене шырарӑм, кунӗн-ҫӗрӗн утрӑм, утрӑм. Паян ирхине кӑна каларӑм-ха эпӗ пӗр хӗрарӑма хам ачамсене шыратӑп тесе… Пулӑшӑр! Тискерсем!.. Хаяр чунсем! Унта ачасем ҫунаҫҫӗ вӗт! Асли пиллӗке кайнӑ, кӗҫӗнни иккӗ те тултарман. Чӗппӗмсем! Авӑ епле сирсе пӑрахнӑ хӑйсем ҫинчен. Эпӗ вӗсен ҫара чӗркуҫҫийӗсене куратӑп. Ҫывӑраҫҫӗ, нимӗн те туймаҫҫӗ… Ҫук, эсир ҫунса каймастӑр, пепкемсем! Ҫунса кайма ӳстертӗм-и вара эпӗ сире, ҫунса кайма хам кӑкӑра ӗмтертӗм-и, сирӗншӗн ҫавӑн чухлӗ инҫе утрӑм-и?.. Сире хамран тӑпӑлтарса илнӗ чух: «Мӗнле телейсӗрскер эпӗ!» тесе шухӑшларӑм… Ҫынсем, хӗрхенӗр мана! Парӑр мана хам ачамсене! Эпӗ вӗсемсӗр пурӑнма пултараймастӑп… Тен, аташатӑп-и эпӗ? Ҫук-ҫке, вӗсем унта, вутра, эпӗ вӗсене куратӑп… Пулӑшӑр ӗнтӗ! Хӗрхенӗр мана! Пӑхӑр-ха — манӑн урасем юнланнӑ: ку эпӗ вӗсене шыранипе пулнӑ. Пулӑшӑр! Эсир, тискер кайӑксем мар, ҫынсем пулсан, ман ачасене ҫакӑн пек вилӗмпе вилме памӑр ӗнтӗ. Чӗрӗ ачасене ҫунтарса яни ӑҫта пулнӑ халиччен? Мӗншӗн вӗсене ҫак хӑрушӑ ҫурта питӗрсе илнӗ? Хурахсем! Вӗсене вӗлерес тесе вӑрласа кайнӑ!.. Ырӑ кӑмӑллӑ Иисус, пар мана ачамсене! Ах, мӗн тӑвас-ха ман? Манӑн вӗсене вӗлерес килмест! Вӗсем ҫакӑн пек хӑрушӑ вилӗмпе вилессине пӗлнӗ пулсан, эпӗ турра хӑйне вӗлернӗ пулӑттӑм… Пулӑшӑр!

Амӑшӗ тилмӗрсе ыйтнипе хаяррӑн кӑшкӑрни тӳрем сӑртлӑхри тата типӗ варти сасӑсемпе ылмашӑнса тӑчӗ:

— Чикмек парӑр!

— Чикмек ҫук!

— Шыв!

— Шыв ҫук.

— Лере, башньӑн виҫҫӗмӗш хутӗнче, алӑк пур.

— Вӑл тимӗр!

— Ҫӗмӗрмелле ӑна!

— Ҫӗмӗрейместӗн.

Амӑшӗ ниҫта кайса кӗреймесӗр йынӑшать:

— Пушар! Пушар! Хӑвӑртрах! Ачасене хӑтарӑр е мана вӗлерӗр!.. Ачасем!.. Ҫулӑм вӑйлансах пырать… Вӗсене пушар ӑшӗнчен ҫӑлӑр е мана вутта пӑрахӑр!..

Тархасласа йӗни чарӑнкаланӑ хушӑра пушар лӑпкӑн ҫатӑртатни илтӗнет.

Маркиз аллине кӗсйине чикрӗ те тимӗр алӑка питӗрнӗ ҫӑраҫҫине шыраса тупрӗ, унтан пӗшкӗнсе хӑй тухса тарнӑ ҫӗр айӗнчи ҫулпа каялла утрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней