Поиск
Шырав ĕçĕ:
Инҫетрен бухтӑри ӗҫ шавӗ илтӗнет, анчах бухтӑна эпир курмастпӑр: пиртен сылтӑмра тинӗс хӗррине пысӑк та йывӑр шурӑ ҫуртсем купаласа тултарнӑ хула ларать, сулахайра — тинӗс, пирен ҫире те — вӑлах; вӑл темле тӗлӗнмелле те ҫепӗҫ, куҫпа чуна ачашлакан, тӗрлӗ тӗссемпе илемленнӗ пирки ниепле курса-пӗлсе ӑнланмалла мар сӑрсем ҫепӗҫҫӗн пӗрлешсе юмахри сӑнсем пулса тӑнӑ ҫӗрелле инҫете-инҫете тӑсӑлса каять…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсен пыртан тухакан сасӑпа калаҫни вятчисен вӑраххӑн тӑстарса, Атӑл ҫинчи вырӑссен ҫирӗппӗн те хӑвӑрттӑн калаҫнипе, хохолсен ҫепӗҫ чӗлхипе хутшӑнса каять.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ ҫав общество тулашӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа та, ҫак кӑмӑллӑ сӑлтава пула, унӑн культурине пысӑккӑн ҫӑтмастӑп, кӑшт вӑхӑт иртсенех, манӑн ун танатинчен тухас килекен пулса ҫитет, ҫав тем тери чӑркӑш та ҫепӗҫ йӑла-тӗселсенчен пӑрӑнса уҫӑлса ҫӳрес килет.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Малтан пӗри ҫепӗҫ те хулӑн сассине янӑратрӗ, — вӑл пӗр-ик ҫаврӑм тусанах, тепри ҫав юррах ҫӗнӗрен пуҫларӗ, малтанхи малаллах кайрӗ… — виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш те ҫав майлах, пӗрин хыҫҫӑн тепри хутшӑнса пычӗҫ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пуҫ тӑрринче халӗ те-ха кӑпӑшка та тӗрлӗ тӗслӗ катрам-катрам пӗлӗт татӑкӗсем йӑсӑрланаҫҫӗ; пӗр ҫӗрте вӗсем тӗтӗм пек ҫепӗҫ те кӗл пек кӑвак, тепӗр ҫӗрте — ту татӑкӗ пек хытӑ, шупкарах хура е хура-хӗрлӗн курӑнаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Аллисем патшан ҫепӗҫ, шурӑ, ӑшӑ та, хӗрарӑмӑнни евӗр, илемлӗ пулнӑ, анчах вӗсенче пурнӑҫӑн калама ҫук пысӑк вӑйӗ упранса тӑнӑ, ҫавӑнпа мар-и ывҫине ҫыннӑн лӗпки ҫине хунипех пуҫ ыратнинчен, шӑнӑр туртнинчен, усал шухӑшран та тилӗрнинчен сиплеме пултарнӑ вӑл.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кун пак чух унӑн вӑрӑм харпакӗсем, ҫутӑ пичӗ ҫине кӑвак сӑн ӳкерсе, ҫуррине ҫити шӑппӑн анса ларнӑ та куҫӗсенче, хура кевер хӗлхемӗсем евӗр, ачаш, ҫепӗҫ кулӑ хӗмленсе ҫунма пуҫланӑ; ҫак кулла куракан ҫынсем вара уншӑн ӳчӗпе чунне те ним шутламасӑрах пама хатӗр тӑнӑ — ӳкерсе кӑтартма ҫукла хӳхӗм пулнӑ вӑл.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫаплах илемӗпе, ӑслӑлӑхӗпе, пуянлӑхӗпе тата хӗрӳ туйӑмӑн нумай енлӗ ӑсталӑхӗпе тӗнчери мӗнпур хӗрарӑмран иртсе кайнӑ Балкис-Македӑпа та, Сав майра-патшипе, вырӑн пайланӑ вӑл; Давид патша ватлӑхне ӑшӑтакан Ависага-сунамитянкӑпа та, — ҫак питӗ ҫепӗҫ, лӑпкӑ хитрешкепе, — уншӑнах-ҫке Соломон Иодай ывӑлӗ Ванея алли урлӑ хӑйӗн пиччӗшне, Адоние, вилӗм партарнӑ.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Штольц хӑйӗн вилнӗ ашшӗн пӳлӗмне, Герц вариацийӗсене, князь галерейине, кӑвак куҫсене, пудрӑланӑ сарӑ ҫӳҫсене аса илчӗ — ҫаксене пурне те Ольгӑн питӗ ҫепӗҫ сасси хупласа хучӗ: Ольга юррине Штольц ӑсӗпе туйрӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц мӗнлине асӑрхамасӑр юлма пултарайман вӑл: юлташла ырӑ пулнине е ҫепӗҫ туйӑма уйӑрса илме ун пек сисӗмлӗ хӗрарӑмсем кӑна мар, ыттисем те пӗлеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Олеҫҫӑна куллен курасси, унӑн чӗрене пырса тивекен сассипе янравлӑ куллине илтесси, унӑн ҫепӗҫ чеченлӗхлӗ ачашлӑхне туйса тӑрасси маншӑн кирлӗлӗх кӑна мар, унран та пысӑкраххи пулса кайнӑ ӗнтӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак ҫепӗҫ тавралӑхра, тӗссем тӑтӑшах улшӑнса тӑчӗҫ пулсан та, чи пахи тӳпе пӗлӗтсӗр пулни пулчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Паллакан ҫынна тӗл пулсан, ырӑ та ҫепӗҫ кӑмӑлпа кулать, палламан ҫынна сиввӗн йышӑнать; анчах ӑна унпа паллаштарсанах, унӑн сивлӗхӗ кулӑпа улшӑнать, вӑл вара ҫав ҫын умӗнче яланах йӑлкӑшса кулать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл калама ҫук ҫепӗҫ кӑмӑллӑ, дамӑсем умӗнче нихҫан та туртмасть, пӗр ури ҫине теприне хумасть, ҫынсем умӗнче кресла ҫинче сарӑлса ларакан, чӗркуҫҫисемпе аттисене сӑмса таран ҫӗклесе ларакан ҫамрӑксене хытӑ ятлать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак пысӑк ҫемьене тытса тӑма ӑна питӗ йывӑр пулин те амӑшӗ хӑйне яланах хаваслӑ тытнӑ, ачисемпе ҫепӗҫ пулнӑ.Ей было нелегко с такой большой семьей, но она была веселой, ласковой.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кивеле пӗлмен авалхи лабрадор чулӗнчен тунӑ палӑк тавра ҫепӗҫ те хӑюсӑр курӑк тин ҫеҫ шӑткаланӑ.
29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫепӗҫ куҫ хӑрпаххисен айӗнче ун — куҫҫуль, куҫӗсем алчӑранӑн, пӑлханчӑклӑн мӑчлатаҫҫӗ.Растерянные, смятенные взоры из-под пушистых ресниц, на которых блеснула слеза.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Горький урамӗпе, нимӗн те пулман пек, шыв сапакан машина, ҫепӗҫ пӗрхӗмсемпе ҫунатланса майӗпен шӑвать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Амед кашни ҫырӑвӗнчех хӑйӗн Дюльдялӗ ҫинчен калама ҫук юратса, ҫепӗҫ сӑмахсемпе ҫырать, хӑш чух ҫак ҫепӗҫлӗх мана кӑшт кӑна шӑртлантарать те…
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950