Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Суя тӗн ҫынни унта нимӗнле сӑлтавпа та пырса ан кӗтӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умне хуралҫӑсем тӑратнӑ.19. И поставил он привратников у ворот дома Господня, чтобы не мог входить нечистый почему-нибудь.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иодай священник ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Турӑ Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ; хулканӗсем пӗчӗкки те, пысӑкки те пулнӑ; 10. кашнийӗ аллине кӑрал тытнӑ халӑха вӑл Турӑ Ҫурчӗн сылтӑм енчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн сулахай енне ҫити, парне вырӑнӗпе Ҫурт умне тата патша тавра та тӑратса тухнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сирӗн акӑ мӗн тумалла пулать: сирӗнтен, шӑматкун килекен священниксемпе левитсенчен, виҫҫӗмӗш пайӗ алӑксем умӗнче хуралта тӑтӑр, 5. тепӗр виҫҫӗмӗш пайӗ патша керменӗ патӗнче, тата виҫҫӗмӗш пайӗ Иесод хапхи умӗнче тӑтӑр, пӗтӗм халӑх вара Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче тӑтӑр.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Одед пророк ывӑлӗ [Азария] малашнехине пӗлтерсе каланӑ ҫак сӑмаха илтсессӗн, Аса, хастарланса кайса, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм ҫӗрӗнчен, Ефрем тӑвӗ ҫинчи хӑй ярса илнӗ хуласенчен суя тӗн йӗрӗнчӗкӗсене кӑларса ывӑтнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрӗ умӗнчи парне вырӑнне ҫӗнетсе тӳрлетнӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Сусаким, Египет патши, Иерусалима кӗнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне те, патша керменӗн пуянлӑхне те туртса илнӗ; йӑлтах илнӗ вӑл, Соломон тунӑ ылтӑн хулкансене те илнӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ кунранпа ӑна — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — пӗтӗмпе туса пӗтеричченех Соломонӑн мӗнпур ӗҫӗ ҫапла йӗркеленсе пынӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Священниксем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне, Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне, лартса хунӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл хӑйӗн ашшӗ Давид мӗн халалласа хӑварнине илсе пынӑ, ылтӑнпа кӗмӗле, ытти мӗнпур япалана та Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хывнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Соломон ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗ валли кирлӗ пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑн парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтелсем, 20. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсемпе вӗсен лампадисем, йӗрке тӑрӑх, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнче ҫутмаллискерсем, 21. ылтӑнран, чи таса ылтӑнран, тунӑ чечексемпе лампадӑсем, 22. чи таса ылтӑнран тунӑ ҫӗҫӗсемпе тӗтӗркӗчсем, алтӑрсемпе ӑскӑчсем, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсене вара — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли шалти алӑксене тата сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксене — ылтӑнран тунӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Камӑн хаклӑ чул пулнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫавна Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшне илсе пынӑ, Герсон ҫынни Иехиил аллине панӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ, 12. чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине, 13. священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен, 14. Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуралҫӑсен тӑватӑ пуҫлӑхӗ вара пӗрмаях ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсем левитсем пулнӑ; вӗсем Турӑ Ҫурчӗн хуралчӗсемпе мул управӑшӗсене те сыхланӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӗсем тата вӗсен ывӑлӗсем Турӑ Ҫурчӗн, кӗлӗ чатӑрӗн хапхи умӗнче хуралта тӑнӑ.23. И они и сыновья их были на страже у ворот дома Господня, при доме скинии.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ аслӑ священника Сераияна, иккӗмӗш священника Цефанияна тата Турӑ Ҫурчӗн уратине сыхлакан виҫӗ хуралҫӑна тыткӑна илсе кайнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иосия ӗнтӗ Иудея патшисем Ахазӑн ҫӳлти пӳлӗмӗн тӑррине туса лартнӑ чӳк вырӑнӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те Манассия лартнӑ чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсен юлашки-тӗлешкине Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, 6. вӑл хӑйӗн ывӑлне вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене тата тӗрлӗ асамҫӑсене хӑй тавра пуҫтарнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Езекия Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене, алӑк юписене сӑрнӑ ылтӑна, — вӗсене Иудея патши Езекия сӑртарнӑ пулнӑ, — Ассири патшине панӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, Ҫӳлхуҫа умӗнче ларнӑскере, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мал енчен — Ахаз тутарнӑ парне вырӑнӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ хушшинчен — куҫарттарнӑ, вӑл ӑна ҫӗнӗ парне вырӑнӗн айккине, ҫурҫӗр енне, ларттарнӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тури хапхине тунӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Иудея патши Иоас хӑйӗн ашшӗсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турӑ Ҫуртне кӳнӗ парнесене, ҫавӑн пекех хӑй кӳнӗ парнесене те, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑна илнӗ те ҫакна пӗтӗмпе Сири патши Азаил патне ӑсатнӑ; вара Азаил Иерусалима тапӑнман.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.