Поиск
Шырав ĕçĕ:
89. Вара Иехония — Израиль йӑхӗнчен тухнӑ Иоиль ывӑлӗ — кӑшкӑрса ярса каланӑ: эй Ездра! эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр; акӑ кунта халӗ пӗтӗм Израиль: 90. Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тӑвар: санӑн тата Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑракансенӗн шухӑшӗпе пӗр килсе, эпир хамӑрӑн ют халӑхсенчен илнӗ арӑмсене пурне те ачисемпе пӗрле каялла ярӑпӑр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ леш арӑма тепӗр кунхине: «халь хӑвӑн ывӑлна пар, паян ӑна ҫисе ярӑпӑр» терӗм.И я сказала ей на другой день: «отдай же твоего сына, и съедим его».
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗм халӑх пӗр ҫын пек кар тӑрса каланӑ: халь ӗнтӗ эпир пӗри те хамӑр чатӑра каймастпӑр, хамӑр киле таврӑнмастпӑр; 9. эпир халӗ акӑ мӗн тӑвӑпӑр: шӑпа ярӑпӑр та Гива ҫине [кайӑпӑр], тенӗ; 10. кашни Израиль йӑхӗ ҫӗр ҫынран — вунӑ ҫын, пин ҫынран — ҫӗр ҫын, вунӑ пин ҫынран пин ҫын уйӑрса патӑр, ҫав ҫынсем Вениамин ҫӗрӗнчи Гивӑна Израильре намӑссӑр ӗҫ тунӑшӑн тавӑрма каякан халӑх валли апат-ҫимӗҫ илсе килччӗр, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.