Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. «Ан сӗртӗн, ан ҫи, ан тӗкӗн!» — 22. ҫисен ҫӗрекен япаласем ҫинчен анчах каланӑ ҫавна; ҫынсем хушса, вӗрентсе каланӑ сӑмах анчах вӑл.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӗ ӗнтӗ, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн е, тӗрӗсрех каласассӑн, Турӑ хӑвӑра пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха каллех ҫав халсӑр та нишлӗ япаласем енне сулӑнатӑр, каллех ҫавсен чури пулас тетӗр-и?
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Тӳпере те япаласем пур, ҫӗр ҫинче те япаласем пур: тӳперисем — пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисем — тепӗр тӗрлӗ; 41. хӗвел ҫути — пӗр тӗрлӗ, уйӑх ҫути — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен ҫути — тата урӑх тӗрлӗ; ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та ҫути пӗр мар.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чунсӑр япаласем, сасӑ кӑларакан сӑпрайсем те, — калӑпӑр, шӑхлич е кӗсле, — ҫавӑн пек: вӗсен сассине уйӑрса илме ҫук пулсассӑн, шӑхличӗпе е кӗслепе мӗн каланине ӑҫтан пӗлмелле?
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗртен ыйтсан, сана вӑл тӑм япаласем тума мӗн кирлине питӗ нумай парса тӑни ҫинчен, анчах ылтӑн тухакан тӑпрана сахал пани ҫинчен калӗ, ку тӗнчери ӗҫсем шӑпах ҫавӑн пек.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Шухӑшла хӑвах: эсир халӗ кӳлепепе хӑвӑртан маларах ҫуралнисенчен пӗчӗкрех; 55. сирӗн хыҫҫӑн ҫуралакансем вара сирӗнтен те пӗчӗкрех пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пултарнӑ япаласем ватӑлса пыраҫҫӗ, яшлӑх ҫирӗплӗхӗ иртсе кайнӑ, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӗ вара эпӗ санран вут-ҫулӑм, ҫил тата хӑв пурӑнса ирттернӗ кун ҫинчен — пурӑнӑҫунта кирлӗ япаласем ҫинчен ҫеҫ — ыйтрӑм, эсӗ вара мана ҫавна та хуравлаймарӑн, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӗсем кашни вилнӗ ҫыннӑн хитонӗ айӗнчех Иамния йӗрӗхӗсене халалланӑ япаласем тупнӑ, иудейсене саккун ун пек тума хушмасть; ҫапла вӗсем мӗншӗн вилни пуриншӗн те паллӑ пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ Ҫурчӗ суя тӗнлисен аскӑнлӑхӗпе, тасамарлӑхӗпе тулса ларнӑ, вӗсем чи сӑваплӑ пӑлтӑрсенче аскӑнланнӑ, хӗрарӑмсемпе хутӑшнӑ, шала юраман япаласем иле-иле кӗнӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Терафимсем пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, пӗлӗмҫӗсем те, чӑн мар япаласем курса, суя тӗлӗксем каласа параҫҫӗ; вӗсем пулас ҫуккипе лӑплантараҫҫӗ; ҫавӑнпа вӗсем сурӑхсем пек аташса ҫӳреҫҫӗ, кӗтӳҫи ҫуккипе инкек тӳсеҫҫӗ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Аммон ывӑлӗсем ҫинчен, вӗсем кӑтартнӑ мӑшкӑл ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те; кала: ӗнтӗ хӗҫе, хӗҫе вӗсене чиксе вӗлерме кӑларнӑ, вӗсене пӗтерме, ҫиҫӗм пек ҫиҫсе тӑма хӑйранӑ, 29. сана ҫук япаласем кӑтартнӑ чухне, сана суя юм юмланӑ чухне ҫав хӗҫ сана та пуҫне каснӑ усал ҫынсем ҫумне хурӗ, ҫав ҫынсен кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, вӗсен ирсӗр ӗҫӗсем вӗҫленӗҫ ӗнтӗ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир Эпӗ хуйхӑртас мар тенӗ сӑваплӑ ҫынсен чӗрисене хуйхӑртнӑшӑн, хӑйӗн ҫылӑхлӑ ҫулӗнчен ан пӑрӑнайтӑр, пурӑнӑҫне ҫӑлса ан хӑварайтӑр тесе ҫылӑхлӑ ҫыннӑн аллине тӗрек парса тӑнӑшӑн — 23. ҫакӑншӑнах ӗнтӗ сире ҫук япаласем урӑх курӑнмӗҫ, ӗнтӗ малашне пуласси ҫинчен те тӗшмӗртеймӗр; Эпӗ Хамӑн халӑхӑма сирӗн аллӑртан хӑтарӑп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тесе калать те.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19-20. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать, 21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать: 22. ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Этеме пурӑнан пурӑнӑҫра чи кирли — шыв, вут, тимӗр, тӑвар, тулӑ ҫӑнӑхӗ, пыл, сӗт, иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗ, ҫу тата кӗпе-тумтир: 33. таса пурӑнакансемшӗн ҫак япаласем пурте усӑллӑ, ҫылӑхлӑ ҫынна вара ҫавӑ сиен кӳме пултарать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем ӗнтӗ малтан ӗлкӗрнӗ тулла, эрехпе ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне те ҫиме шут тытнӑ, ҫав таса япаласем вара Иерусалимра Турӑ умӗнче тӑракан священниксем валли упранаҫҫӗ, ахаль ҫыннӑн никамӑн та вӗсене ҫиме мар, пӳрнепе тӗкӗнме те юрамасть.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисемсӗр пуҫне вӗсем тата кӗмӗл савӑтсем, ылтӑн, тӗрлӗ пурлӑх, выльӑх-чӗрлӗх тата хаклӑ япаласем панӑ.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ Иерусалима пырса Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре-кӳре тӑнӑ, Иудея патшине Езекияна та хаклӑ япаласем парнеленӗ.23. Тогда многие приносили дары Господу в Иерусалим и дорогие вещи Езекии, царю Иудейскому.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ашшӗ вӗсене Иудейӑри ҫирӗплетнӗ хуласене тата чылай ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ йышши япаласем парнеленӗ; патшалӑхне вара Иорама хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вӑл ашшӗ халалланӑ япаласемпе хӑй халалланӑ япаласем — ылтӑн, кӗмӗл, савӑт-сапа — хывнӑ.18. И внес он посвященное отцом его и свое посвящение в дом Божий, серебро и золото и сосуды.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавсенчен патша ҫитмӗл пин ҫынна — йывӑр япаласем ҫӗклеме, сакӑрвунӑ пин ҫынна тусем хушшинче чул касма янӑ, виҫӗ пин те ултҫӗрӗшне халӑха ӗҫре хистесе тӑма пуҫлӑха уйӑрса лартнӑ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.