Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яма (тĕпĕ: ям) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Проекта хута яма аслӑ шкула икӗ ҫул федераци бюджетӗнчен 100 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Акӑ Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ялӗнчи ҫӗнӗ шкула кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута яма планланӑ.

Помоги переводом

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пурнӑҫра чыслӑн выляса яма та пӗлмеллине халех вӗрентесшӗн ӑна ҫӗнӗ ҫемьере.

В новой семье хотят ему прямо сейчас хотят научить, что в жизни есть и моменты, когда нужно уметь проигрывать.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫырмана выльӑха яма никам та чараймасть.

К речке гонять скотину никто не остановит.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Пулнӑ пӑтта кирек мӗнле апата яма юрать.

Помоги переводом

Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫав вӑхӑтрах майӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра хута яма хатӗрлесе ҫитернӗ 1132,5 пин тӑваткал метр хваттер пулнӑ, вӑл шутра 475,6 пин тӑваткал метр – нумай хутлӑ ҫуртсенче, 656,9 пин тӑваткал метр – уйрӑм ҫурт-йӗр.

Помоги переводом

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Анчах каллех чӑрмав – РОНО икӗ учителе харӑсах яма килӗшмест, пӗрне кӑна куҫса кайма ирӗк парать.

Помоги переводом

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Малтанхи экзамена кӗсье телефонӗсем илсе кӗнӗшӗн 9-мӗш класс пӗтерекен 7 ачана кӑларса яма тивнӗ иккен.

Помоги переводом

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тивӗҫлӗ документсене хатӗрлеме ЧР Правительстви, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулӑшу кӳнӗ: «Проектӑн кашни тапхӑрӗнче сирӗн пулӑшӑва туйса тӑтӑмӑр, ҫакӑ производствӑна хӑвӑрт хута яма май пачӗ», — палӑртнӑ Камада господин.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унашкалли те пулнӑ, анчах ҫакӑ ачине уголовлӑ майпа явап тыттарасран хӑтарас тесе хыпӑнса ӳкнӗ ҫынна такамсене укҫа тыттарса яма чӑрмантарман.

Помоги переводом

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем Тбилисире чарӑннӑ, анчах 1986 ҫулта Светлана Горбачевран Америкӑна каялла яма ыйтнӑ.

Они поселились в Тбилиси, но в 1986 году Светлана попросила Горбачева отпустить ее обратно в Америку.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Аллилуева мӑшӑрӗ хушса хӑварнипе унӑн кӗлне тӑван ҫӗрӗнче вӗҫтермешкӗн хӑйне Индие яма ыйтнӑ, — каласа кӑтартать Игорь Атаманенко. — Индире вӑл Америка посольствине пынӑ, политика тӗлӗшӗнчен хӳтлӗх ыйтнӑ.

- Аллилуева попросила выпустить ее в Индию, чтобы по завещанию покойного гражданского мужа развеять его прах на родине, - рассказывает Игорь Атаманенко. - В Индии она пришла в американское посольство и попросила политического убежища.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Петр Ялуков ертсе пыракан «Батыревское» АХОра кӑҫалхи ҫуркунне тӗлне мехпарка 90% ҫӗнетме, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ферма хута яма пултарнипе кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Министр сӑн ӳкерчӗксем туса, ыйтӑва палӑртса «Халӑх контролӗ» портала хыпар яма сӗнчӗ.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Хоккей ушкӑнӗ хальччен пулман та — ӑна та йӗркелесе яма май тупрӑмӑр.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чӑваш Енре пурӑнакан 13100 ҫынна хӑтлӑ ҫурт-йӗре пурӑнма куҫармашкӑн 5 млрд тенкӗ яма палӑртнӑ.

На переселение 13100 жителей Чувашии в комфортное жилье будет направлено 5 млрд рублей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫакӑ ӑна кӑҫалах хута яма май парать, апла пулсан онкологи пулӑшӑвӗ ҫынсемшӗн тата та юрӑхлӑрах пулма тытӑнать.

Это позволит уже в текущем году ввести его в действие, следовательно, онкологическая помощь станет доступнее.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Теприсем, пурнӑҫран татӑлса кайса, схоластика ытамне кӗрсе ӳкнӗ, ҫӗр те пӗр цитатӑсемпе сулласа, литературӑри чӗрӗ явленисем ҫине теорири формулӑсене механистла ҫака-ҫака яма пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Е пур пек яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ та ҫемьеленсе тымар яма васкамасть: яланхи ӗҫ вырӑнӗсӗр кунашкал яваплӑ утӑма тума тӑхтать.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫумра ҫывӑх ҫынсем пурри ҫав чун ыратӑвне ирттерсе яма, канӑҫ тупма вӑй-хал парать.

Присутствие близких людей помогает преодолеть эту душевную боль, дает силы приобрести покой.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней