Поиск
Шырав ĕçĕ:
37. Патша Илиодортан: тепӗр хут Иерусалима яма юрӑхли кам пулма пултарӗ тесе ыйтсассӑн, вӑл ҫапла хуравланӑ: 38. санӑн мӗнле те пулин тӑшман е санӑн патшалӑхна хирӗҫ тӑраканӗ пур пулсассӑн, ӑна ҫавӑнта яр; эхер те чӗрӗ юлайсассӑн, вӑл унтан асап курса таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑнта чӑнах та Турӑ хӑвачӗ тӑрать: 39. Хӑй тӳпере пулин те, Вӑл — ҫав вырӑнӑн хуралҫи, ӑна хӳтӗлекенӗ, Вӑл усал шухӑшпа пыракансене вӗлере-вӗлере пӑрахать, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пирӗн халӑх патне янӑ элчӗсем сирӗн мухтавӑрпа чысӑр ҫинчен каласа кӑтартсассӑн, эпир вӗсем килнӗшӗн питӗ савӑнтӑмӑр, 22. вара вӗсем мӗн каланине халӑх канашӗнче акӑ ҫапла ҫырса хутӑмӑр: Антиох ывӑлӗ Нуминий тата Иасон ывӑлӗ Антипатр, Иудея элчисем, пирӗн патӑмӑра хӑйсемпе тытнӑ туслӑхӑмӑра ҫӗнӗрен чӗртсе яма килчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эпир ӗнтӗ эсир ярса панӑ ылтӑн пуҫкӑшӑльпе пальма тураттине илтӗмӗр, эпир сирӗнпе пур тӗлӗшпе те килӗшӳ тума, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхӗсем патне вӗсем сире хырҫӑ тӳлессинчен хӑтарччӑр тесе ҫырса яма хатӗр.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт ӗҫе меллӗ килсе пынине кура, Ионафан ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене Рим хулине Рим халӑхӗпе тунӑ туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе яма янӑ, 2. Спарта ҫыннисем патне те, ытти вырӑна та ҫавӑн ҫинченех ҫырса янӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Трифон ятлӑ пӗр ҫын, ӗлӗк Александр патша майлӑ тӑнӑскер, Димитрие хӑйӗн ҫарӗ ӳпкеленине курса, Александрӑн кӗҫӗн ҫулхи ывӑлне Антиоха пӑхса ӳстерекен Арави ҫынни Емалкуй патне кайнӑ та 40. Антиоха Димитрий вырӑнне патшана лартасшӑн ҫине тӑрсах ӑна хӑйне парса яма ыйтнӑ; Емалкуя вӑл Димитрий мӗн туса хунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна ҫарӗ те кӑмӑлламанни ҫинчен каланӑ, унта вӑл нумай кун хушши пурӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем чухӑна вӑрттӑн ҫӑтса яма шухӑшланӑ евӗр хавасланса, мана ҫӗмӗрсе тӑкма ҫавраҫил пек вирхӗнсе тухсан, Эсӗ ҫав йӑх ҫулпуҫӗсен пуҫлӑхне Хӑвӑн сӑннусемпе чиксе пӑрахатӑн.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак ӑру ҫине хӗн-асап яма шухӑшлатӑп, эсир ӑна ӗнсӗр ҫинчен сирсе пӑрахаймӑр, йӑрӑсланса ҫӳреймӗр: ку вӑл — усал вӑхӑт.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Турӑ вӗсен ӗҫӗсене, вӗсем хӑйсен усал ҫулӗнчен пӑрӑннине курнӑ та, хӗрхенсе, вӗсем ҫине яма пулнӑ асапа яман вара.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа пысӑк кита Ионӑна ҫӑтса яма хушнӑ; ҫав кит ӑшӗнче Иона виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр выртнӑ.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Йывӑр айӑпа сирме, ҫылӑхсене ҫӗтерме, йӗркесӗр ӗҫсене каҫарттарма, ӗмӗрлӗхе тӳрӗлӗхе ҫирӗплетме, курӑнупа пророкла калани ҫине пичет хума, Сӑваплӑран Сӑваплине ҫу сӗрсе яма санӑн халӑхупа санӑн сӑваплӑ хулу валли ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх палӑртнӑ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пекех, Хамӑн аллӑма пушхирте ҫӗклесе, вӗсене халӑхсем хушшине салатса яма, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалама тупа турӑм, 24. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсене пӑрахрӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ, куҫне ашшӗсен йӗрӗхӗсем ҫинчен илмерӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтумарӑмӑр, Ӑна хамӑрӑн усал чӗрери шухӑш-кӑмӑлтан пӑрса яма тархасламарӑмӑр.8. Мы не молились пред лицем Господа, чтобы Он отвратил каждого от помышлений злого сердца его.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан, хайрансен пуҫлӑхӗ Навузазван, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем ҫын янӑ та 14. Иеремийӑна хурал картишӗнчен илсе килтернӗ, ӑна Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна килне ӑсатса яма хушнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патшапа татнӑ сӑмахпа килӗшӳллӗн, аслӑ пуҫлӑхсем те, пӗтӗм халӑх та кашниех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине ирӗке яма килӗшнӗ, вӗсене малашне чуралӑхра тытас мар тесе, вӗсене ирӗке кӑларнӑ; 11. анчах ҫавӑн хыҫҫӑн, шухӑшне улӑштарса, ирӗке янӑ арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасене каялла илме тытӑннӑ, ирӗксӗрлесех вӗсене каллех чура туса хунӑ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ пуҫу ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анӗ: эсӗ вӑл ӑҫтан тухнине те пӗлеймӗн, сана инкек-синкек тапӑнӗ — ӑна сирсе яма вӑй тупаймӑн; сасартӑках пуҫу ҫине хӑв шутлама та пултарайман синкер-сехмет капланса ҫитӗ.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сурана ҫыхса яма пулать, хирӗҫнӗ хыҫҫӑн та килӗштерме пулать; 23. анчах хӑйне шанса каланӑ сӑмаха вӗҫертекен ун пек шанчӑка ҫухатать.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӑрӑмҫӑсен ӑсталӑхӗнчен кулни, ӑстӑнпа мухтаннине питлени куҫ умнех тухса тӑнӑ: 8. асаплӑ чуна пулӑшма — хӑранине, сехӗрленнине хӑваласа яма — пулнисем хӑйсем те намӑсла хӑраса ӳкнӗ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн пурне те пултаракан аллу, ӗренкесӗр япаларан тӗнче тунӑ аллу, вӗсем ҫине имсӗр-сумсӑр упа е хаяр арӑслан, 19. е халиччен пулман, ҫӗнӗрен пултарнӑ усал тискер кайӑк, е вут-ҫулӑм вӗрсе кӑларакан, е аслатиллӗ тӗтӗм явӑнтаракан, е куҫӗнчен хӑрушӑ хӗм сирпӗтекен чӗрчун та яма пултарнӑ, 20. ҫав чӗрчунсем вӗсене амантса-суранлатса кӑна мар, хӑйсен хӑрушӑ сӑнӗпех пӗтерме пултарнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Этем хӑй пурӑнӑҫӗн чӗмне хӑй хуҫа мар, ҫавӑнпа чӗмӗ тухнине вӑл мӗнле тытса чарайтӑр, унӑн вилӗм кунне сирсе яма та ирӗкӗ ҫук, ҫак кӗрешӳре нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та ҫук унӑн, усал ҫынна усаллӑхӗ хӑтараймӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кӑвар — хӗрӳлӗх валли, вутӑ — ҫунтарма, чӑркӑш ҫын вара — харкаштарса яма.21. Уголь - для жара и дрова - для огня, а человек сварливый - для разжжения ссоры.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.