Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тинӗс тӗпӗнчен юрпа капӑрлатса тумлантарнӑ, хӗвеланӑҫ шуҫӑмӗпе хӗретнӗ шурӑ тӑрӑллӑ тусем тухнӑнах туйӑнать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Нӳрлӗ юрпа сӑтӑркаларӗ.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
— Пӗрре ҫавӑн пекех вӑрӑмтуна та, ӑмӑрткайӑк сассинчен тӑрӑхласа, нӑй-най тукаланӑ, — терӗ вӑл; ку пире юрпа лачлаттарнӑ пекех пулчӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Пире ӗнсерен парса хӑваласа ямалла, анчах эсир пирӗншӗн хыпкаланатӑр, урӑрсене юрпа варалатӑр!»Нас бы в три шеи надо, а вы изволите беспокоиться, ножки свои в снег марать!»
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Ҫав кухньӑра вӑл юрпа вылянӑ чух шӑнса кӳтнӗ аллисене пӗрре кӑна ӑшӑтман, кӗл ҫинче ҫӗрулми те пӗҫере-пӗҫере ҫинӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӳлти турра тав тӑваҫҫӗ, унтан Илюшӑна пӗтнӗк курӑкӗпе е упа паланӗпе вӗретнӗ шыв та, каҫа хирӗҫ хӑмла ҫырли шерпечӗ те ӗҫтереҫҫӗ, виҫӗ кун хушши вырӑнпа вырттараҫҫӗ; анчах ӑна пӗр япала ҫеҫ — каллех юрпа выляни ҫеҫ усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл ачасем патне ҫитрӗ; юрпа печӗ — тивертеймерӗ: хӑнӑхман; тата тепре юр чӑмӑртаса илесшӗнччӗ ҫеҫ, ун питне лаппӑшӗпех юр катрамкки хупӑрласа хучӗ; вӑл ӳкрӗ, выляма хӑнӑхманнипе ыратать те ун, унпа пӗрлех хавас та ӑна, вӑл ахӑлтатса та кулать, куҫӗсем те шывланнӑ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне тата вӑл ҫав тери ҫирӗп, сывлӑхлӑ та хавас вӑранать; туять вӑл: ун ӑшӗнче, пӗр-пӗр шуйттан ҫури кӗрсе вырнаҫнӑ пекех, темскер вӗресе тӑрать; ҫак шуйттан ҫури ӑна е хуралтӑ тӑррине хӑпарма, е хӑла лаша утланса ҫаран ҫине, утӑ ҫулнӑ ҫӗре, сиккипе чуптарма е карта ҫине хӑпарса ларма, е ялта йытӑсене вӑрҫтарма илӗртет; е сасартӑк унӑн урам тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳресси килет, унтан хире, шырлан тӑрӑх хурӑн ращине ҫитесси, виҫҫӗ сиксех типӗ ҫырма тӗпӗнче пуласси, е ачасемпе пӗрлешсе кайса юрпа вылясса, вӑй танлаштарса пӑхасси килет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Урайӗнче чӑштӑртатакан ҫулҫӑсене те, юрпа витӗннӗ чӑрӑш лӑссисене те, — малалла ӗмӗтленнӗ вӑл.И шуршащие листья под ногами, и еловые лапы, укрытые снегом, — мечтательно промолвил он.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Лумпа тата кӗреҫепе юрпа пӑра тасатса рабочисем пысӑк мачтӑна утрав еннелле сӗтӗрнӗ.По льду и глубокому снегу, расчищая дорогу ломами и лопатами, тащат рабочие огромную мачту.
Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл ҫӳхен кӑна юрпа пасарнӑ, анчах эпӗ шаккаса пӑхма тытӑнсан мана хӗрарӑм пӗвӗ курӑннӑ пек туйӑнчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урамӑн леш енче кӗпи аркине ҫавӑрса ҫыхнӑ хӗрарӑм ҫара урине юрпа йӑвалать — ҫиччӗмӗш номерлӗ ҫурт ҫаках-и, тесе ыйтрӑм эпӗ унран.Баба с подоткнутым подолом тёрла снегом босые ноги. Я спросил у неё, точно ли этот дом номер семь.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку енчи ҫырансен хушшинчи вырӑна пӑхсан темӗнле инҫетри, кӑнтӑр енчи Кавказри ҫӳлӗ тусем ҫинчи кӳлӗсем пек курӑнать, анчах тепӗр енче юрпа витӗннӗ сӑрт-тусем палӑраҫҫӗ, вӗсен куҫа йӑмӑхтаран тӑррисем ҫинче лутра йывӑҫсен пӑт-пат хуралакан сӑнӗсем сапӑннӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир бухтӑна кӗтӗмӗр, кунта та пирӗн умма ҫав сенкер те кӗрен ир пекех юрпа витӗннӗ хула куҫ умне тухса тӑчӗ.Мы вошли в бухту, и такой же, как это утро, белый, розовый, снежный городок открылся передо мной.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юрпа витӗннӗ станоксем вӗҫӗмсӗр туртӑнаҫҫӗ, вӗсене ӗҫе кӗртиччен темиҫе ҫул иртессӗн туйӑнать.Запорошенные снегом, идут и идут станки, и кажется, чтобы пустить их, нужны годы и годы.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара пире халӗ ҫеҫ ҫуса кайнӑ юр тӑрӑх ансӑр сукмакпа, арканнӑ самолет ванчӑкӗсем выртакан тарӑн шӑтӑксен хӗррипе ертсе кайрӗҫ, юрпа ҫурма витӗннӗ хӗрлӗ тӗмсен хӗррипе иртрӗмӗр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урамсенче, ялти ҫуртсем ҫинчи пек, хулӑн сийлӗ юрпа витӗннӗ пӑрланнӑ трамвайсем чарӑнса тӑни те курӑнмарӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Усадьба кил-хушши сӗмленсех пырать, юрпа пасарнӑ парк салху та кичем.Быстро густели осенние сумерки на дворе усадьбы, и мрачен был заснеженный парк.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мана вагон чӳречи умӗнче ларнӑ пек туйӑнать, уй-хирте те вӑрман курӑнать, каллех хирсем, унтан вара — тайга ҫурҫӗр шывӗсен сивӗ хӑйӑвӗсем, юрпа витӗннӗ айлӑмсем те лапамсем — ҫапла пирӗн хушӑра вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫук, ик-виҫ кунлӑха ҫеҫ, — тавӑртӑм эпӗ сассӑма яланхинчен улӑштарас марччӗ тесе; хам асӑмра вара ӑна Триумфальнӑйра юлашки хут курнӑ пекех туйса тӑтӑм, вӑл ҫӗлӗк тӑхӑннӑччӗ, юрпа йӗпеннӗ пальтопаччӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951