Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫулӗ чӑнах та хӑрушӑ, сылтӑмра, пуҫ тӑрринче, юр кӳмерккисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫил вӗрнӗ-вӗрменех ту хушшине татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ; тӑвӑр ҫул хӑш-пӗр тӗлте юрпа хывӑннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ура путса анать, хӑш-пӗр ҫӗрте тата хӗвел ӑшӑтнипе юр ирӗлнӗ те каҫхи сивӗпе пӑрланса ларнӑ, эпир хамӑр та аран-аран утатпӑр, лашасем шуса ӳкеҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Акӑ Крестовой та, — терӗ мана штабс-капитан, хамӑр Чертовой Улӑхне ҫитсен юрпа витӗннӗ сӑрт ҫинелле кӑтартса; ун тӑрринче тӗксӗм чул хӗрес курӑнать, хӗрес патӗнчен аран-аран палӑракан сукмак иртет, аяккинчи ҫула юр хӳсе кайсан, ҫав сукмакпа ҫӳреҫҫӗ пирӗн лавҫӑсем: тусем ҫинчен юр ишӗлсе анман-ха, тесе пӗлтерчӗҫ те, лашасене хӗрхеннипе пире тавра ҫулпа ҫавӑрттарса кайрӗҫ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юлташӑм каланӑ пек пулмарӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те пире тӳлек ир пуласса ӗмӗтлентерчӗ; инҫетре тӳпе хӗрринчи ҫӑлтӑрсен карти тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗ пек тӗрленсе пӗтнӗ те, ӗмӗрхи юрпа витӗннӗ тусен чӑнкӑ ҫамкисене хӗвелтухӑҫӗнчи шупкарах ҫутӑ ерипен ҫутатса, тӗттӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх сарӑлса пынӑҫемӗн ҫӑлтӑрсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Крестовой ҫинчен юрпа пӑр шуса анман-и? — тесе ыйтрӗ вӑл лавҫӑран.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сулахайра сӗм-тӗттӗм ту хушши курӑнать; ун хыҫӗнче те, пирӗн умра та юрпа витӗннӗ кӑвак ту тӑррисем шупка пӗлӗт тӳпемӗнче хӗвел шевлин юлашки хӑватсӑр ҫутипе сӑнланса пӗрхеленнӗн курӑнаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ Койшаур айлӑмне анса ҫитнӗ ҫӗре хӗвел юрпа витӗннӗ ту хыҫне пытанма пуҫларӗ те ӗнтӗ.Уж солнце начинало прятаться за снеговой хребет, когда я въехал в Койшаурскую долину.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫапах та хӗвел тухса ӑшӑтма пуҫласан, йӗри-тавра кӗрпеллӗ юрпа лӑсӑллӑ хыр вуллисем йӑлтӑртатма пуҫласан, зажигалкӑри бензин пӗтни те пысӑк инкек пекех туйӑнмарӗ ӑна.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑнтӑрла тӗлне, хӗвел пайӑркисем хыр тураттисем витӗр йӑрӑмланса тухса ҫутатнӑ чух, вӑрманта ирӗлекен юрпа сӑмала шӑрши сарӑлнӑ вӑхӑта, вӑл мӗнпурӗ тӑватӑ хутчен ҫакӑн пек утса тухса канчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хыр айӗнче пилӗк таран юр ӑшне путса ларнӑ сестра курӑнчӗ, хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине вӑл юрпа витӗннӗ красноармеецӑн пуҫне тытса ларнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ вӗсем, кӑштах е пӗтӗмпех юрпа витӗнсе ларнӑскерсем, ҫаплипех йӗрки-йӗркипе йывӑҫ тӗмӗсем айӗнче выртаҫҫӗ.Так и лежали они теперь рядами под сенью кустов, полузанесенные и вовсе засыпанные снегом.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Алексей типӗ юрпа кӗмӗлленнӗ упа вилли ҫине ларчӗ те малалла мӗн тумалли ҫинчен, ӑҫталла каяссипе хамӑрӑн малти чаҫсем патне мӗнле ҫитмелли ҫинчен шутлама пуҫларӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗр суранӗсене ҫил-тӑвӑлсем, шурӑ ваткӑпа витнӗ пек, юрпа хупласа хунӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бензин шӑршиллӗ хускалман ҫын кӗлеткине шӑршласа пӑхсан, упа уҫланкӑ еннелле юлхавлӑн утса кайрӗ, унта ҫакнашкалах хускалман этем кӗлеткисем, юрпа шӑнса хытнӑскерсем, выртнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капитанӑн масарне ҫил-тӑман пирвайхи юрпа шӑлса лартсан, Ваня Солнцева полкӑн команднӑй пунктне, командир патне чӗнтерчӗҫ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пурчӗ ҫурри таран юрпа хупланнӑ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Шинельпе, юрпа сӑтӑрсан, алӑсене, пите тӑм илнисем ӳкрӗҫ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Пире юрпа хуплать, тӑшманран сыхлать.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Хыр-чӑрӑшсен аялти турачӗсӗм юрпа хупланнӑ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Халӗ пирӗн умра шап-шурӑ юрпа хупланнӑ тем анлӑш хир сарӑлса выртать.Теперь перед нами раскинулось огромная поле, покрытое белым снегом.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970