Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пулма пултарайман кулӑшла ӗҫ вырӑнне хурса, штандартенфюрер ҫапла пӗлтернӗ: салтаксем пурте пӗр сасӑпах ҫав паллӑ мар ҫынсен тумтирӗсем… юрпа витӗннӗ, тесе калаҫаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Пехота йӗпе ҫӗр ҫинчех, тӑшман вучӗ айӗнче тата юрпа хутӑш ҫӑвакан ҫурхи ҫумӑр ҫинче выртать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Тин ҫунӑ юрпа витӗннӗ ҫӗнӗ вилтӑприсем ҫинче тип-тикӗс лартса тухнӑ хурӑн хӗрессем лараҫҫӗ…Над свежими могилами, припорошенными свежим снежком, ровными рядами стояли березовые кресты…
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
…Тӑван кил-ҫуртӑн хапхи патӗнче Марийка чарӑнчӗ те чӗтресе, аллине Ерофей Кузьмич еннелле тӑсрӗ; леш, юрпа хупланнӑскер, васкаса утнипе, кине умӗнче йывӑррӑн сывласа тӑрать.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Крылатов чарӑнчӗ те юрпа витӗннӗ ҫамрӑк чӑрӑш хӳттине пытанса тӑчӗ.Крылатов остановился и спрятался за молоденькой заснеженной елкой.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кунта вара уйрӑммӑнах лайӑх: ҫамрӑк чӑрӑшсем, ҫирӗксем, хурӑнсем, хӑрпӑк юрпа кӑмӑллӑн витӗннӗ типӗ вӑрӑм курӑксем; хӗвел ҫуттипе шупка-хӗрлӗ курӑнакан юр пур ҫӗрте те кӑпӑшка та ҫӑмӑл, лайӑхрах вӗрсен — вӑрман ҫийӗн ҫил-тӑман ҫаврӑнассӑн туйӑнса тӑрать.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ялта пурте — пӳртсем те, хуралтӑсем те, хӳме-картасем те, пусӑ тарасисем те, йывӑҫсем те — ӗнер ҫеҫ юрпа шуралса лараканскерсем, кӑвакарчӗҫ, тӗксӗмленчӗҫ, нӳрленчӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӗме леш енче юрпа шӑлса лартнӑ кӳлӗ хӗрринчи шурлӑх лапамӗ курӑнать, ун хыҫӗнче чӑрӑш вӑрманӗ; вӑл хӗллехи пӗлӗтлӗ кун ҫутине пула хуп-хура хуралса ларать.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем юрпа хупланнӑ чӳрече кантӑкӗсем витӗр ҫил-тӑман ҫавӑракан урамалла пӑхса, тарӑхса тӑчӗҫ:Поглядывая сквозь заснеженные стекла на улицу, где плескалась вьюга, сестры досадовали:
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кӗтмен ҫӗртен юрпа хупланса ларнӑ ҫак курӑксем, пурне те ҫӗнтерекен ҫуркунне килсе хӑйсене хӑтарасса, хӗвел ҫути тата ӑшӑ парасса чӑтӑмлӑн кӗтсе илӗҫ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫӑмламас туналлӑ хӑнкӑла курӑкӗ, шӑрҫа евӗр вӗтӗ юрпа витӗннӗскер, сип-симӗс ешерсе ларать.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл таврари вӑрман хӗррисене, сӑртлӑ уй-хирсене, тахҫан-авалхи ялсене типӗ те тӗпренсе тӑракан юрпа шӑлса лартрӗ; вӑл, юрпа витсе хунӑ тӗнчере ҫынсене ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем тутарасшӑн пулнӑ евӗр, ҫулсемпе сукмаксене пӗтӗмӗшпех пӗтерсе хучӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тепӗр самантран вара пӗтӗм тӳпе йынӑшса кӗрлеме тапратрӗ, оборона тӗлӗнче осколок шӑхӑрни, снаряд улани илтӗнме тытӑнчӗ, ҫӗрӗ те, темиҫе ҫӗр вут ҫути пӗрӗхтерсе, пит хытӑ кайнӑ ҫӗртенех тем ҫумне пырса ҫапӑннӑ-пек туйӑнса кайрӗ; йывӑҫсем ҫинчен лӑсӑпа туратсем тӑкӑнчӗҫ, полк рубежне пӗтӗмӗшпех сирпӗнсе тӑракан юрпа тӗтӗм хупласа илчӗ, пур еннелле те ту кӗмсӗртетсе ишӗлсе аннӑ чухнехи пек сасӑсем кӗрлесе кайрӗҫ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сиксе тухрӗ те — юрпа чашт! ҫеҫ тутарчӗ!
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӑхлан евӗр тӗксӗм те шупка пӗлӗтре пӗр ҫутӑ вырӑн та ҫук; ҫӗр йӑлтах юрпа витӗннӗ.Свинцовое небо, казалось, нависло еще ниже, земля покрылась снегом.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Ишӗлчӗк ҫывӑхӗнчех — чуллӑ вырӑнсенче ытларах ӳсекен чей курӑкӗн тӗмески курӑнать; унӑн юрпа витӗннӗ ҫара та тӗксӗм-симӗс ҫулҫисем ҫинче хӗрлӗ чечекӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Ачасем нумайччен сарай хыҫӗнче пичӗсене юрпа сӑтӑрчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юрпа витӗннӗ тусем кӑвак тӗтрепе хупланнӑ.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗвел, юрпа витӗннӗ аякри тусем хыҫне анса, пӗтӗмпех пытанчӗ.
XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Терек шывӗнчен кӑнтӑралла — Аслӑ Чечня, Кочкалык хысакӗ, Хура тусем, унтан тата темӗнле ту хысакӗ, юлашкинчен вара юрпа витӗннӗ, куҫа ҫеҫ курӑнакан, анчах та никам нихҫан пулса курман тусем.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.