Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх — ҫитӗнӗвӗсен иксӗлми ҫӑлкуҫӗ — тӑван ҫӗре, унӑн ҫыннисене чунтан парӑнни тата несӗлсен юнӗпе куҫнӑ ӗҫченлӗх.
Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
11. Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе, хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, мӗн виличченех вӗсем хӑйсен чунне хӗрхенмерӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара мана каларӗ: вӗсем пысӑк асап витӗр тухнӑ, вӗсем тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, 6. пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Канӑҫлӑх Турри — ӗмӗрлӗх халал Юнӗпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑра, сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫне, вилӗмрен чӗртсе тӑратаканӗ — 21. сире Хӑйӗн ирӗкӗпе кирек мӗнле ырӑ ӗҫ валли те хатӗрлесе ҫитертӗр, Иисус Христос урлӑ Вӑл сире Хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тутарса тӑтӑр; Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр!
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн пекех Иисус та Хӑй Юнӗпе ҫынсене тасатмашкӑн хула хапхи тулашӗнче асапланнӑ.12. то и Иисус, дабы освятить людей Кровию Своею, пострадал вне врат.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуллен парне кӳни вӗсенӗн ҫылӑхӗсене астутарса тӑрать: 4. пӑру юнӗпе качака юнӗ ҫылӑхсене пӗтерме пултараймасть.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен; 26. апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Моисей, саккун мӗн хушнине пурне те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа парсассӑн, пӑру юнӗпе качака юнӗ илсе шыв хушнӑ та, ӑна хӗрлӗ ҫӑмпа тата исоппа саккун кӗнеки ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе каланӑ: 20. «ҫакӑ — хӑвӑра Турӑ панӑ халалӑн юнӗ» тенӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пушмак пӑру кӗлӗпе хутӑштарнӑ пӑру юнӗпе, качака юнӗпе сирпӗтни ирсӗрленнисенӗн ӳтне тасатать пулсассӑн, 14. Христос Юнӗ мӗнле хӑватлӑ пулмалла!
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл — пур ӗненекенсенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ; Вӑл — пуҫламӑшӗ; Вӑл пур тӗлӗшпе те малта пулмашкӑн вилнисенчен пуринчен те малтан чӗрӗлсе тӑнӑ: 19. Ашшӗ Унра пур ырӑлӑха та тулли тӑвасшӑн пулнӑ, 20. Унӑн хӗресӗ ҫинчи Юнӗпе, Ун урлӑ ҫырлахтарса, ҫӗр ҫинчисене те, ҫӳлтисене те — пурне те — Хӑйпе килӗштересшӗн пулнӑ.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тавтапуҫ Атте Турра: Вӑл пире Ҫутӑ Патшалӑхӗнче сӑваплӑ ҫынсен пайне кӗмелле тунӑ, 13-14. пире шуйттан ирӗкӗнчен хӑтарса, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗн — пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ Ывӑлӗн — Патшалӑхне кӗртнӗ.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпир пиллӗх ыйтса кӗлтунӑ хыҫҫӑн пиллӗх куркинчен ӗҫетпӗр, ҫакӑ Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и?16. Чаша благословения, которую благословляем, не есть ли приобщение Крови Христовой?
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӗ вара, хамӑр Христос Юнӗпе тӳрре тухнӑ хыҫҫӑн, Ун урлӑ Турӑ ҫиллинчен тата ҫӑмӑлтарах хӑтӑлӑпӑр.9. Посему тем более ныне, будучи оправданы Кровию Его, спасемся Им от гнева.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурне те ӗҫӗсене кура тӗрӗссипе сут Тӑвакана эсир Атте теетӗр пулсассӑн, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӗре хӑраса пурӑнса ирттерӗр; 18. хӑвӑр пӗлетӗр: аҫӑрсенчен юлнӑ хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫран сире тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе хӑтарман, 19. пӗр айӑпсӑр, тап-таса Путек пек пулнӑ Христосӑн хаклӑ Юнӗпе хӑтарнӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Иисус Христос апостолӗ Петр — ют ҫӗре килсе Понтра, Галатире, Каппадокире, Асийӑра, Вифинире саланса пурӑнакансене, малтанах пӗлсе тӑракан Атте Турӑ, вӗсем Сывлӑш урлӑ Иисус Христоса пӑхӑнакан пулччӑр, Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе суйласа илнисене: сирӗн тивлетпе канӑҫлӑх ӳссех пытӑр!
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Ӑна Галилея ҫыннисем ҫинчен — Пилат вӗсенӗн юнне хӑйсем парне кӳме илсе килнӗ выльӑхсен юнӗпе хутӑштарни ҫинчен — каласа кӑтартнӑ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапӑҫмашкӑн хаярланччӑр тесе, сӑлансене иҫӗм ҫырли юнӗпе пурҫӑн йывӑҫҫин юнне кӑтартнӑ; 35. ҫак чӗрчунсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ, кашни сӑланӗ ҫумне пин ҫын тӑратнӑ, ҫыннисем тимӗр вӑчӑра тумтир, пӑхӑр калпак тӑхӑннӑ пулнӑ; кунсӑр пуҫне кашни сӑлан ҫумне чи паттӑр юланутҫӑсене пилӗкҫӗр ҫын тӑратнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ юнпа тӑранӗ, ҫупа самӑрланӗ, путексен, качака такисен юнӗпе, сурӑх пӳрисенчен илнӗ ҫупа самӑрланӗ: Восорта — Ҫӳлхуҫа парнийӗ, Эдом ҫӗрӗнче пусса памалли нумай-ха.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсен вӗлерсе пӑрахнӑ ҫыннисем сапаланса выртӗҫ, вӗсен виллисенчен усал шӑршӑ сарӑлӗ, вӗсен юнӗпе тусем-сӑртсем исленӗҫ.3. И убитые их будут разбросаны, и от трупов их поднимется смрад, и горы размокнут от крови их.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.