Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Унӑн сурӑх кӳме халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳме икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн патӑр: пӗри — ҫылӑх парни, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пултӑр; 8. ҫакна вӑл священник патне илсе пытӑр, [священник] вара ҫав вӗҫен кайӑксенчен ҫылӑхшӑн памаллине малтан кӳтӗр, вӑл унӑн пуҫне мӑйӗнчен пӑрса хуҫтӑр, анчах татсах ан илтӗр; 9. ҫак ҫылӑх парни юнӗпе вӑл парне вырӑнӗн аяккисене сирпӗттӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне юхтартӑр: ку — ҫылӑх парни; 10. хунӑ йӗрке тӑрӑх, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳтӗр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса [Ҫӳлхуҫана] кӳмелли парни вак выльӑх, сурӑх е качака, пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр, [унӑн пуҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хутӑр,] 11. ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче парне вырӑнӗн ҫурҫӗр енче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 12. вара унӑн пуҫне, ӑш ҫӑвне уйӑрса илсе, ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклаччӑр; ҫакна священник парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн сарса хутӑр, 13. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасаттӑр, вара священник ҫакна пурне те илсе пырса парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аарон ҫулталӑкра пӗрре унӑн мӑйракисене тасатса тӑрӗ; ӑна ҫылӑхран тасатма кӳрекен парне юнӗпе ҫулталӑкра пӗрре ӗмӗрех сыпӑкран сыпӑка тасатса тӑрӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл ашакӗн тихине иҫӗм турачӗ ҫумне кӑкарать, чи паха иҫӗм турачӗ ҫумне ашакӗн ывӑлне кӑкарать; вӑл хӑйӗн тумтирне эрехпе ҫӑвать, хӑйӗн тумне иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗпе ҫӑвать; 12. [унӑн] куҫӗсем эрехпе ҫуталса тӑраҫҫӗ, [унӑн] шӑлӗсем сӗтпе шуралнӑ.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.