Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑмӑл пӑсӑлнине пула тата Сулла пур ҫӗрте хӑратса ҫитернине пула, паллах, вӑл пурӑннӑ чухне никам та халӑхпа Сената пирӗн тӑван ҫӗршывӑн законӗсене хӳтӗлемешкӗн чӗнме пултарайман ӗнтӗ; анчах Рима хӳтӗлекен мӗнпур турӑсен ячӗпе эпӗ сирӗнтен ҫакна ыйтатӑп, сенатор-аттесем: тӳрӗ мар ҫынна — тӳрӗ ҫын вырӑнне шутлама, кӑлтӑклӑ та чи сиенлӗ гражданина — ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вырӑнне хума, ырӑ ӗҫсем тӑвакан аслӑ ҫынсене ҫеҫ паракан хисепе вара Римӑн чи япӑх та сӗмсӗр ывӑлне памалла тесе йышӑнма халь сире мӗн хистет-ха?
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах хӑй ытла ырӑ пирки манӑн юлташ ҫав вилнӗ ҫыннӑн тивӗҫлӗ те ырӑ ӗҫӗсене аса илчӗ пулсан, вӑл Сулла тӑван ҫӗршыва кӳнӗ инкексене йӑлтах манса кайрӗ, е, тӗрӗсрех каласан, вӗсене манса хӑварасси те килчӗ унӑн; эпир ҫав вилнӗ ҫыннӑн кӑлтӑкӗсем ҫинчен хӑраса та вӑтанса тӑмасӑр тӳрех калӑпӑр; вӑл хӑйӗн ятне ирсӗр ӗҫсемпе те вараласа пӗтерчӗ, вӗсенчен пӗр усал ӗҫӗ те унӑн паттӑрлӑхӗсемпе ҫӗнтерӗвӗсене тӗксӗмлетме е йӑлтах пӗтерсе хума ҫителӗклӗ, — тесе вӗҫлерӗ Лепид хӑй сӑмахне.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Шавлакансем лӑплансан, Лепид ура ҫине тӑчӗ те: — Сенатор-аттесем, — терӗ, — паян манӑн шухӑшӑмсем хамӑн юлташӑм Катулл каланинчен уйрӑмрах пулнӑшӑн кулянатӑп, питех те кулянатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ Катулӑн паттӑрлӑхӗпе ырӑ кӑмӑлне пуринчен малтан хисеплетӗп; анчах мана ҫапла туйӑнать: хӑйӗн сӑмахне вӑл государство интересӗ хушнӑ тӑрӑх мар сӗнет, пирӗн тӑван ҫӗршывӑн хисеплӗхне шута илсе те мар, ырӑ чӗрипе каланӑ сӑмахӗ те пулмарӗ унӑн, пирӗн умма вӑл сиенлӗ те тӗрӗс мар сӗнӳ кӑларса тӑратрӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Лампа ҫак пӳлӗмре сенкертерех ҫутӑпа ырӑ шӑршӑсем сарса тӑрать, ырӑ шӑршӑ кӗтӗр тесе лампа хӑюне шӳтерекен ҫӑва араб имӗсемпе хутӑштарнӑ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫак ырӑ шухӑшлӑ, анчах телейсӗр кун-ҫуллӑ ҫын, пирӗн пекех чура, пирӗн пекех пусмӑрти ҫын, пирӗн пекех телейсӗр ҫын, пӗр вӑхӑтранпа хӑйӗн шухӑшне йывӑр, хӑрушӑ, анчах ырӑ ӗҫ ҫине ячӗ: вӑл гладиаторсем хушшинче кавар турӗ, вӗсене таса тупапа ҫыхӑнтарса, пӗр паллӑ кун тирание хирӗҫ, хӑйсене ҫын кулли туса, амфи-театрсенче вилме яракан тирание хирӗҫ ҫӗклеме, гладиаторсене хӑйсен тӑван ҫӗршывӗсене тавӑрма шухӑшлать.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Мӗнле шутлатӑн эсӗ, Катилина: Римра ырӑ ӗҫре те, усал ӗҫре те сан евӗрлех ырӑ чӗреллӗ те сан пекех хӑюллӑ граждансем миҫе пур-ши?
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ун чухнехи вӑхӑт уншӑн ытарма ҫук пулнӑ, Джонни ҫав кунсене ҫынсем ырӑ фейӑсене ӗненнӗ пек, час-часах ырӑ кӑмӑлпа аса илнӗ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Никандр та, тек мӗн ҫинчен калаҫмаллине тавҫӑраймасӑр, ураран ура пускаласа тӑчӗ те, хӗре ырӑ каҫ (мӗн ырӑ каҫӗ ӗнтӗ унта — ҫутӑ ир) сунса хӑварса, килнелле хӑпарса кайрӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кахалшӑн ырӑ кӑмӑллӑ пуласси — чи ҫӑмӑл ӗҫ вӑл; ырӑ кӑмӑллӑ пулмашкӑн, ачам, ӑс кирлӗ мар…Ленивому добрым быть — самое простое; доброта, парень, ума не просит…
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун патне пынӑ чух эпӗ таса кӗпе тӑхӑнаттӑм, ҫӳҫе тураттӑм, — пур майпа та ырӑ сӑн-сӑпатлӑ пулма тӑрӑшаттӑм, — ҫавӑ мана мая килместчӗ те пулӗ, анчах та эпӗ пӗрмаях кӗтеттӗм: ман ырӑ сӑн-сӑпата курсан, вӑл ҫав хӑйӗн таса, яланах праҫник чухнехи пек сӑнӗ-пичӗпе кулассине пӑрахса, манпа простӑрах та туслӑрах калаҫма тытӑнӗ теттӗм.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Телейлӗ ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ, — ӑшран кулса илчӗ Кларк, — вӗсем ҫынна шанаҫҫӗ, хӑйсен ырӑ ҫуначӗ айӗнче кама та пулин ӑшӑтма хаваспах йышӑнаҫҫӗ, мӗнех вара, атакӑна пуҫлӑпӑр».
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Дмитрий уҫӑ кӑмӑллӑ та йӑваш, галстукне пуҫӗпе тӳрлетмест, вӗчӗрхенӳллӗн куҫне мӑчлаттармасть тата хӗсе-хӗсе хумасть; ӑна каласа кӑтартнӑ ырӑ шухӑшсем хама килӗшеҫҫӗ; шухӑшсем ҫавнашкал ырӑ пулнӑран, Дмитрий манпа Колпиков хушшинче пулса иртнӗ вӑтанмалли ӗҫшӗн мана йӑлтах каҫарчӗ, уншӑн манран йӗрӗнме пӑрахрӗ, пулӗ тесе шутларӑм, вара эпир нумай япаласем ҫинчен чунтан шанса калаҫрӑмӑр, унашкал япаласем ҫинчен ҫынсем пӗр-пӗрне сайра хутра ҫеҫ калаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тусӑм питӗ тӗрӗс каланӑ-мӗн; чылай, чылай каярахпа кӑна, пурнӑҫра ӑна-кӑна курса, эпӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: сӑпайлӑн туйӑнакан, анчах кашни ҫынах хӑйӗн чӗринче пуринчен те пытармалли япаласем ҫинчен шухӑшлани ҫав тери сиенлӗ, вӗсем ҫинче калаҫни пушшех сиенлӗрех, тата ырӑ сӑмахсем ырӑ ӗҫсенчен сайра хутра ҫеҫ уйрӑлса каймаҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эпӗ йӑваш та ырӑ кӑмӑллӑ, хам йӑваш та ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе савӑнатӑп, эсир ҫаксене пурне те курма пултаратӑр».«Я кроток и добродетелен, наслаждаюсь тем, что я кроток и добродетелен, и вы все это можете видеть».
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫылӑх каҫарттарма мӑнастире кайнӑ кунхи ырӑ кӑмӑл йӑлтах пӗтрӗ, ун ҫинчен пуҫӑмра тӗтреллӗ ырӑ асаилӳ кӑна сыхланса юлчӗ, вӑл та ирӗклӗ пурнӑҫӑн ҫӗнӗ туйӑмӗсемпе ытларах та ытларах хупланса пычӗ.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ, ҫав хурлӑхлӑ вӑхӑтсенче — пурнӑҫри ултавпа аскӑнлӑхӑн влаҫне чун шарламасӑр пӑхӑннӑ чухне — кӗтмен ҫӗртен кирек мӗнле суяна та хирӗҫ хӑюллӑн тӑрса, иртнӗ кунсене хаяррӑн питлекенскер, хальхи кунсен уҫӑмлӑ ӗлкине кӑтартса, ӑна юратма хистекенскер тата малашнехи пурнӑҫра ырлӑхпа телей пуласса шантараканскер, — ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ!
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ нимрен ытла Володьӑн ырӑ та уҫӑ кӑмӑлне ӑмсанатӑп, унӑн ҫак ырӑ енӗ пирӗн хушшӑмӑрта пулакан харкашусенче уйрӑмах уҫӑмлӑн палӑрать.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫурхи аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманти тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ, хурӑнпа фиалка, ҫӗршӗннӗ ҫулҫӑпа кӑтра кӑмпа, ҫӗмӗрт шӑршисем ытарайми илӗртӳллӗ; эпӗ кӳмере ларса пыма чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, пускӑч ҫинчен сиксе антӑм та тӗмсем патне чупса кайрӑм, хам ҫине ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатнине пӑхмасӑр, чечек ҫурнӑ ҫӗмӗртӗн йӗпе тураттисене хуҫатӑп та вӗсемпе питӗмрен ҫапатӑп, ырӑ шӑршӑпа киленетӗп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нимӗҫӗн ырӑ кӑмӑллӑ пичӗ, вӑл мана хӗрхенсе, эпӗ мӗншӗн йӗнине тавҫӑрса илесшӗн пулни куҫҫуле тата хытӑрах юхтарчӗ: мана намӑс пулчӗ, ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах ҫеҫ эпӗ Карл Иваныча мӗншӗн юратманнине тата унӑн халачӗ, калпакӗ, яраписем мӗн пирки йӗрӗнмелле пек туйӑннине хам та ӑнланмарӑм; халь ӗнтӗ пачах урӑхла, ҫаксем пурте ытла та лайӑх пек, яраписем те вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑн туйӑнаҫҫӗ мана.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑнтах вӑл: «Алӑк хыҫӗнче кӗт», — тесе хушса хурасшӑнччӗ пулас, анчах миссис Кэмби ырӑ кӑмӑллӑ-ҫке, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ, чукча ачине хӑй килӗнче алӑк патӗнче тӑма ирӗк пачӗ.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.