Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑрпӑкӑн кӗске ҫуттинче Коля умне сасартӑк пурте тухса тӑнӑ: пиҫыххи хушшине чиксе лартнӑ пушӑ ҫанӑ, пир кӗпе-йӗм, кутамкка, ырӑ, питех те ырӑ кӑмӑллӑ пит-куҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Тӗлӗнмелле ҫын — ҫӳлех мар, пит-куҫӗ ырӑ, питех те ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек.Странный человек — невысокий, с добродушным, слишком добродушным лицом.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
— Ырӑ сехет тӗлне пул, Ленюшка, ырӑ сехет тӗлне пул!..
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпӗ ырӑ шӑршлӑ утӑ ҫине тӑсӑлса выртрӑм, йыттӑм манӑн ура вӗҫне хутланса выртрӗ; Федя мана ырӑ каҫ сунчӗ те, алӑк чӗриклетсе хупӑнса ларчӗ.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Калуга кӗпӗрнинче, йӑлтах урӑхла, вӑрмансем кунта ҫӗршер ҫухрӑма тӑсӑлса каяҫҫӗ, шурлӑхсем вуншар ҫухрӑм сарлакӑшӗ сарӑлса выртаҫҫӗ, кунта ырӑ йӑхлӑ ӑсан кайӑк пӗтмен-ха, ырӑ кӑмӑллӑ дупель те курӑнать-ха, яланах ӗҫлӗ хир чӑххи те, сасартӑк вӗҫсе хӑпарса, сунарҫӑна та, унӑн йыттине те хӑратса пӑрахать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Вӑл ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, кун пек ырӑ кӑмӑл ун чухне унӑнни пек характерлӑ ҫыннӑн ҫеҫ пулма пултарнӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Ҫынсем сан валли ырӑ ӗҫ турӗҫ пулсан, куна ан ман, эсӗ ху ҫынсемшӗн ырӑ ӗҫ турӑн пулсан, ӑна манма тӑрӑш, — тенӗ ӑслӑ ҫын.
Асӑнмаллипе манмалли ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Эсӗ мана каҫартӑн, ырӑ тунӑшӑн сана эпӗ хам та ырӑ тӑвӑп!
Розӑпа шӑпчӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анчах итле, Джим Гокинс, ырӑ ӗҫ ырӑ ӗҫшӗн пултӑр: эсӗ Тӑсланкӑ Джона мӑйкӑчран хӑтарӑн, — терӗ вӑл.Но слушай, Джим, услуга за услугу: ты спасешь Долговязого Джона от петли.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Халь ҫак самантра асӑнакан ырӑ хӑй урокӗсем вӑхӑтӗнче вӗрентекен ырӑран ытла та урӑх.Сегодня, сию минуту ее добро очень отличается от того, о котором она говорит на уроках.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Купцан ытармалла мар хитре те ҫамрӑк хӗрӗ шартах сикет, вӑл мӗн те пулин ырӑ мар иккенне чухласа илет; ҫӳллӗ кермен пӳлӗмӗсемпе ешӗл сад тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, хӑйӗн ырӑ хуҫине чунхавалӗпе кӑшкӑрса чӗнет, анчах нимӗн сас-хура та илтӗнмест.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
«Эпӗ хамӑн ырӑ та ачашлакан хуҫама, вӑл мана хӗрӳллӗ юратса ырӑ кӑтартнӑшӑн вӗлерме хатӗр пулатӑп пулсан, ҫак ҫут тӗнчере мӗнле вӑтанмасӑр пурӑнмалла-ха, ун чух мана тискер кайӑк патне ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла», тет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ку каҫ Ырӑ Кӑмӑллӑ Ду хӑй ячӗпе каланӑ нумай ырӑ мар сӑмахсем илтрӗ.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑт пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех вара эпӗ ырӑ тӑвакана ырӑпа пулӑшасла, Кронид Евграфовичӑн кашни сӑмахне тӗпе картакан, ӑна аталантаракан вырӑнӗнче курӑнма тытӑнтӑм.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Фоман тискеррӗн ҫиҫсе илнӗ куҫӗсем, урмӑшса кайнӑ сан-пичӗ капитана ӗнентерӳллӗн ырӑ шухӑш панӑ: кун пек чух пӑрӑннинчен ырри нимӗн те пулас ҫук, — вӑл вара хӑвӑрттӑн хуҫи патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Элизиум — авалхи грексемпе римлянсен ӗненӗвӗ тӑрӑх, вилнӗ хыҫҫӑн геройсен чунӗсемпе ырӑ ӗҫ туна ҫынсен чунӗсем ырӑ курса пурӑнакан вырӑн.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Ҫук, ан ятлӑр та, ырӑ тӑванӑмсем, хам ҫинчен калама аван мар, анчах чи ырӑ юрӑ ӑсти эпӗ вӑл…
II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Антон Прокофьевич пур енчен те ырӑ кӑмӑллӑ ҫын; сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ таранах ырӑ кӑмӑллӑ вӑл, калӑпӑр: парать ӑна пӗр-пӗр Миргородри аслӑ ҫын мӑйне ҫыхма тутӑр е аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, вӑл тав тӑвать; кам та пулин ӑна ҫӑмӑллӑн сӑмсинчен чиртсе илет-и — вӑл уншӑн та тав тӑвать.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
«Ырӑ кун сӗнетӗп юратнӑ тусӑма, ырӑ ҫыннӑма, Иван Ивановича!» терӗ городничий.— Доброго дня желаю любезному другу и благодетелю Ивану Ивановичу! — отвечал городничий.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫавӑнпа вӗсем Сулла пирки чарӑнма пӗлмесӗр макӑраҫҫӗ, макӑрни чӗреренех тухнӑ пек туйӑнать; префикӑсен сӑмахне ӗненес пулсан, Суллӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫав тери нумай имӗш, Камилпа Цинциннатӑн, Фабриципе Фабий Макссимӑн, Катонпа Сципионӑн мӗнпур ырӑ ӗҫӗсене пӗрле хушсан та, Суллӑн ӗҫӗсене ҫитмеҫҫӗ пулать.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.