Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑк ҫынсен пӗтӗм ырӑ кӑмӑлне татать; вӗсем юлхава тухакансем пулаҫҫӗ, ҫакса вӗлермелли такан патне пыраҫҫӗ.В молодых людях это убивает все хорошее; они становятся бездельниками, докатываются до виселицы.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫаксене шута илмесен те, тен, тата шӑпах ҫаксене шута илнипе те пулӗ, Юрдан чорбаджи ӑна хисеплет, вӑл Стефчова ырӑ кӑмӑлтан йышӑннине пытарса та тӑмасть.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ҫын халь Викентие тата ытларах пархатарлӑ та ырӑ чунлӑ ҫын пек курӑнса кайрӗ.Теперь этот человек казался Викентию еще более достойным и обаятельным, чем раньше.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ырӑ ҫыннӑн йӗрки ҫавӑн пек кирлӗ чухне хӑйне тепри асӑнтаричченех пурнӑҫне хӗрхенменнипе паттӑр ятне илтет.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑвах каларӑн-ха ӑна ырӑ ҫын тесе, мана пула ҫавӑн пек лайӑх патриот вилсе вырттӑр-и?Такой великодушный человек и, как ты сам сказал, хороший патриот погиб из-за меня.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шӑпа ылханӗ ҫиттӗрех ҫав мана — хама ырӑ тӑвакан ҫынна инкек кӑтартатӑп.Я проклят судьбой, — приношу несчастье тем, кто мне делает добро.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Эс йывӑра илмӗн-и, ырӑ ҫыннӑм, енчен эпӗ сана ҫак тумтире сӗнсе пӑхсан? — тесе ыйтрӑм.«Вы не обидитесь, сударь, если я вам предложу свою одежонку? — спросил я.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав ҫын ман пата ҫитрӗ те: ырӑ ҫыннӑм, тет, эс мана калаймӑн-ши, Марко Иванов ӑҫтарах пурӑнать, тет, эп ӑна курасшӑнччӗ, тет, ку таврара эпӗ ҫӗнӗ ҫын, нихҫан та пулса курман, тет…
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ырӑ каҫ сунатӑп, Марко бай.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Аван… нимле ырӑ шанчӑк та паман ача-пӑча туйӑмӗ ҫеҫ пулнӑ.— Хорошо… ребяческое чувство, которое не дает никакой гарантии.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен хушшинче часах лайӑх туслӑх пуҫланса кайрӗ, тепӗр эрнерен вара Катерина Васильевна ӑна Кирсановсем ҫинчен каласа пама пуҫларӗ: ку ҫыннӑн нимле ырӑ мар шухӑш та пулма пултарайманнине пӗлчӗ вӑл.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Бьюмонт Катерина Васильевна ҫине ырӑ кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ашшӗ ӑна булавкӑсем илме укҫа чылаях панӑ, вӑл вара, ытти пур ырӑ хӗрарӑмсем пекех, чухӑн ҫынсене пулӑшнӑ.Отец давал ей довольно много денег на булавки, она, как и всякая добрая женщина, помогала бедным.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн чунӗ ҫук, вӑл асса-туса ҫӳрекен путсӗр; манан хӗрӗм вара ырӑ, йӗркеллӗ ҫын, — Полозов Соловцов ҫинчен каласа пама тытӑннӑ, вӑл каласа панӑ хыҫҫӑн вара Кирсанов ӑна хирӗҫ калама сӑмах та тупайман.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ашшӗ вара унӑн пӗр сӑмахӗнчен те хӑй туса хунӑ ӗҫе пулах хӗрӗ чирленине сисме пултарайман: Катя унпа ӗлӗкхи пекех ырӑ, йӑваш пулнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Таварне пӑрахӑҫлаҫҫӗ-и, ырӑ мар ӗҫсем тума пуҫласа хунисене тупаҫҫӗ-и, ҫакӑнпа вара унӑн пӗтӗм виҫ-тӑват миллионӗ тухса каять, — утмӑлти Полозов ыйткалакана тӑрса юлать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн сутса ямалли пир-авӑр-и, апат-ҫимӗҫ-и, атӑ-пушмак ҫӗлемелли тавар-и, — аванах пӗлместӗп, — питӗ нумай пулнӑ, вӑл вара, ватӑлнипе те, ӗҫӗсем яланах ӑнса пынипе те, хӑйне ҫынсем ытларах та ытларах хисеплеме пуҫланипе те ҫулсеренех ӳпремленсе, чӑркӑшланса килекенскер, пӗр кирлӗ ҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ытла хӗрсе кайнӑскер, ӑна ятласа пӗтернӗ те пӗр ырӑ мар ӗҫ сиксе тухнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку хӗрарӑм вӑл — Вера Павловна Кирсанова, хӑй ҫамрӑк-ха, ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, шӑп кӑна мана килӗшмелли ҫын, е, урӑхла каласан, Полина, сан пек, пӗрре те санӑн Катю пек мар: вӑл шухӑ та чӗрӗ госпожа.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерской вара ҫаплипех ӗҫлесе тӑчӗ, паллах, аслӑланса, аталанса каймарӗ ӗнтӗ вӑл, май килнӗ таран пӗчӗкленсех пычӗ, анчах ҫапах та ӗҫлесех тӑчӗ, эппин нумай вӗреннӗ ҫынсем ырӑ сунни ӑна та аван пулчӗ, ӑна тӗрлӗрен инкек-синкекрен упраса тӑчӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара вӑхӑт-вӑхӑт ун патне чирлӗ ҫынсене шыв памасӑр сиплекен медик кӗркелесе тухать, ӑна хӑй хисепленине пӗлтерсе, лӑпкӑ, асӑрхануллӑ пулма канаш парать; ҫакна вӗсем чирлӗ ҫынсене шыв памасӑр сиплекен медик та, питӗ нумай вӗреннӗ арҫынсем те питӗ кӑмӑллӑн, ҫепӗҫҫӗн тӑваҫҫӗ; вӗсем чӑнах та нумай вӗреннӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, никама нихҫан усал сунман, тӑвӑрламан ҫынсем ҫав ӗнтӗ.