Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыратнине (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей ыратнине туймасть.

Сергей не чувствует боли.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ӗшеннӗ Константин, ҫурӑмӗпе ӑшӑ кӑмака ҫумне тӗршӗнсе, куҫӗсене хупрӗ, халӗ тин хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ туртӑнса ыратнине алли-ури вашаклӑн чӗтреннине туйса илчӗ.

Константин в изнеможении прислонился спиной к теплому кафелю печки и, закрыв глаза, только теперь почувствовал, как все напряжено в нем до предела, как мелкой нервной тряской отдает в ноги и руки.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йывӑр чӑматансем йӑтса пырса, унӑн аллисем ывӑнчӗҫ, ещӗкӗн пӗр ҫакки, пӗтӗрӗнсе ларса, хулпуҫҫине хыракан пулчӗ, анчах вӑл, ӳт-пӗвӗ ыратнине майӗпен хӑнӑхнӑ пек, аттисем айӗнче лачӑртатса пыракан пылчӑк тӑрӑх пӗр чарӑнмасӑр утрӗ.

Тяжелые чемоданы оттягивали ему руки, одна лямка, подвернувшись, терла плечо, но он, не останавливаясь, шел по чавкающей под сапогами грязи, постепенно как бы втягиваясь в нудную, вступившую в тело боль.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл перрон тӑрӑх ҫӳренӗ, Мускава каякан пуйӑсӑн ҫутӑ чӳречисем ҫине пӑхнӑ, вара, вакунсем чӗтренсе тапрансассӑн вӑл вакунӑн ҫӳлӗ пусмипе юнашар хӑвӑрт хӑвӑртрах та хӑвӑртрах кайнӑ, вӑл, суранлӑ аллисем ыратнине пӑхмасӑр, вӗсемпе туртӑнса ҫӗкленнӗ те, тамбура кӗрсе, ывӑннӑскер, стена ҫумне тӗршӗннӗ.

Он ходил по перрону, смотрел на освещенные окна поезда, отправлявшегося на Москву, и, когда судорожно дернулись вагоны, быстро зашагал рядом с высокой подножкой, потом он подтянулся, перемогая боль в раненой руке, и, войдя в тамбур, в изнеможении прислонился к стене.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах кашни хутӗнчех вӑл ҫывхарса килекен хӑрушлӑхпа темле выльӑхӑнни пек тискер те нимӗнпе ӑнлантарма ҫук хавхаллӑ хӗрӳлӗх умӗн чӗри шиклӗн пӑчӑртанса ыратнине туйрӗ.

И каждый раз его сердце сжималось страхом перед надвигающимся и каким-то необъяснимым чувством дикого, животного возбуждения.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суха йӑранӗ ҫумне лӑпчӑнса выртрӗ, ыратнине чӑтаймасӑр, темиҫе хут йывӑррӑн йынӑша-йынӑша ячӗ.

Прилег в борозду, несколько раз, не осилив себя, вскрикнул.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ӗнтӗ куҫҫулӗ шӑпӑртатса анакан куҫӗсене ҫеҫ мӗкӗлтеттерчӗ тата, тутине чалӑштарса, ыратнине кӑштах та пулин ҫӑмӑллатма тӑрӑшса, пӗтӗм кӗлеткипе тертлӗн те хӑрушшӑн ҫӳлелле кармашрӗ.

Он только поводил глазами, из которых ручьями падали слезы, да, кривя рот, пытаясь облегчить страдания, весь мучительно и страшно тянулся вверх.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл кулнӑ чухнехи пек хӗсӗннӗ куҫне кӑштах уҫрӗ те, ыратнине тата сехӗрленсе ӳкнине ҫӗнтерме пикенсе, темскер тӑвӑнтарнӑ пек, уҫӑмсӑррӑн калаҫса кайрӗ:

 — Она полуоткрыла суженные, как во время смеха, глаза и, пытаясь осилить боль и ужас, заговорила невнятно, будто давясь чем-то:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав вӑйлӑ туйӑм хистесе тӑнипе вӑл чунӗ ыратнине тата иккӗллӗ шухӑшӗсене ҫӗнтерме вӗренчӗ — ҫӗнтерчӗ те.

Под его властный указ научилась преодолевать боль и недоумение — и преодолела.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл казаксен речӗсем хушшинчен шуса тухрӗ те, ыратнине тӳсеймесӗр ури ҫине тӑрса, пуля анкӑ-минкӗлентерсе янӑ пуҫне чӑтӑмсӑррӑн ывӑтса илчӗ.

Выполз из цепи казаков, сгоряча вскочил, резко мотнул головой, контуженной пулей.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗттӗмре Бунчук чӗркуҫҫийӗпе арча кӗтессине ҫапӑнчӗ, ыратнине туймасӑр, хыттӑн алӑка туртса уҫрӗ.

В темноте Бунчук стукнулся коленом об угол его, — не чувствуя боли, рванул дверь.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлашки вӑй-халне пухса, Хохлаков йӗнер ҫине кармашса ларчӗ, кӑкӑрӗ ыратнине туйса, хӑйне хӑй ним ӑнланмасӑр, питӗ хыттӑн хутор патнелле вӗҫтерчӗ, хуторта ҫапӑҫу пуҫланнӑ…

Напрягая последние силы, Хохлаков вскарабкался в седло и, не помня себя и только чувствуя тупую боль в груди, во весь галоп помчался в хутор, где уже шел бой…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл тӑна кӗнӗ пек пулчӗ, вӗри те йӗпе минтерне туйса илчӗ, чавса ыратнине сисрӗ, хывӑнса выртма тилмӗрекен арӑмӗн сассине илтрӗ, пуҫӗнче ҫаплах, такам пӗчӗк мӑлатукпа шакканӑ пек: «Эсӗ пире намӑс кӑтартрӑн… Намӑс, намӑс кӑтартрӑн…» — тени кӗрлесе тӑчӗ.

Он как бы очнулся, ощутил горячую и влажную подушку, боль в локте, услышал голос жены, которая просила, чтобы он разделся, а в голове точно кто-то выстукивал молоточком: «Ты до позора нас довел… до по-зора, до позора…»

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапах та ыратнине ҫирӗп тӳссе ирттерчӗ Наталья; хӑй асапланнине ҫырӑ сӑнлӑ, самай хытканланса кайнӑ, телейлӗ сӑн-пичӗ ҫинче пӗрре те палӑртмарӗ.

Но боль Наталья терпела стойко, — на смуглом, похудевшем и счастливом лице никогда она не отражалась.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫемен пӗтӗм сулӑ хускалса, шыв хӗснипе чӗркуҫҫирен аяларах ик урине те хӗстерсе лартнине астуса юлчӗ, анчах ыратнине сисмерӗ…

Семен еще помнил, как бревна, гонимые водой, тронулись с места и сдавили ему обе ноги ниже колен, но боли не почувствовал…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрҫӑ ӑна йӑпатма пуҫларӗ, пӗтӗм халӑх пӑлханса ӳкни, ют ҫын ӑшчикки вӑркани хӑйӗн чӗри ыратнине лӑплантарнӑ пек пулчӗ.

Война его манила, и общее смятение, чужая боль утишали его собственную.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, нимӗн ыратнине те туймасӑр, ури ҫине сиксе тӑчӗ; унӑн ҫан-ҫурӑмне, чӑтма ҫук вӗри чустапа витнӗ евӗр, сивӗ вӗтелентерме пуҫларӗ.

Не чувствуя боли, Григорий вскочил на ноги; холод облепил его, будто нестерпимо горячим тестом.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ыратнине ан туйтӑр тесе, кӗсрен сайра тӗклӗ бархат пек ҫиелти тутине кантрапа ҫыхса пӑркӑчласа лартрӗҫ.

Бархатную, в редком волосе, верхнюю губу кобылицы закрутили веревкой на закрутке, чтоб не чуяла боли.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та Митька ури ыратнине чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерсе ячӗ, алӑка талпӑнса тӗртсе уҫрӗ, унтан, кӳреннипе тата ыратнипе ӑншӑртланса, шӑлӗсене йӗрсе, кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

Но Митька стойко выдержал боль и, рывком распахнув дверь, выкрикивал, скалясь, наглея от обиды и боли:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична тӑрантас йӑрани ҫине урипеле пусрӗ те кӗҫех ӳпӗнтерсе ямарӗ, Пантелей Прокофьевичӗ ларкӑч ҫинчен ҫамрӑк автан пек сиксе анчӗ: урине ыраттарчӗ вӑл, ҫапах та, ыратнине ҫынна систермесӗрех, маттур йӗкӗтле, пӳрт патнелле утрӗ.

Ильинична, наступив на подножку, едва не опрокинула тарантаса, а Пантелей Прокофьевич прыгнул с сиденья молодым петухом; хотя и осушил ноги, но виду не подал и молодецки зачикилял к куреню.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней