Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I

Раздел: Амӑшӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков

Источник: Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Год: 1968; Добавлен: 2020.07.26 17:16

Предложений: 43; Слово: 853

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Рабочисем пурӑнакан слободка ҫийӗнчи тӗтӗм-сӗрӗмлӗ, ҫу шӑршипе тулнӑ сывлӑша чӗтрентерсе, кашни кунах фабрика гудокӗ янараса каять те, ӑна илтсенех шӑмшакне ыйхӑпа кантарайман тӗксӗм сӑнлӑ ҫынсем, хӑраса ӳкнӗ таракансем пек, пӗчӗк те тӗксӗм ҫуртсенчен урама чупса тухаҫҫӗ. Ирхи сивӗ тӗттӗмре вӗсем чул сарман урам тӑрӑх фабрикӑн ҫӳллӗ чул ҫурт кӗлеткисем патнелле утаҫҫӗ, фабрика, хӑйӗн вуншарӑн шутланакан пысӑк та тӑваткал куҫӗсемпе пылчӑклӑ ҫула ҫутатса, вӗсене, пурпӗрех пымалли ҫынсене, яланах пӗр евӗрлӗ кӗтсе илет. Ҫын урисем айӗнче пылчӑк лӑчӑртатать. Ыйхӑран уҫӑлса ҫитеймен сасӑпа кӑшкӑрашни, киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫни сывлӑша ҫурать, ҫав вӑхӑтрах ҫынсене хирӗҫ урӑхла сасӑсем — машинӑсем йывӑррӑн хашлатни, пӑс чашкӑрни илтӗнет. Слободка ҫине юпасем пек ҫӗкленнӗ ҫӳллӗ хура мӑрьесем салхуллӑн, тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ.

Каҫхине, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, ҫуртсен чӳречисем ҫинче хӗрлӗ хӗвел ҫути ӗшенчӗклӗн йӑлтӑртатнӑ чух, фабрика ҫынсене хӑйӗн чул ӑшчиккинчен, кирлӗ мар япала пулса тӑнӑ шлака кӑларса пӑрахнӑ пек, кӑларса ывӑтать, вара хӑрӑмланса пӗтнӗ, хуп-хура сӑнлӑ ҫынсем каллех урамсем тӑрӑх сывлӑшра машина ҫӑвӗн шӑршине сарса, выҫӑ шӑлӗсене кӑтартса утаҫҫӗ. Халӗ ҫынсен сассисенче хавасланни те, савӑнни те илтӗнет, — паянлӑха ӗнтӗ асаплӑ ӗҫ пӗтнӗ, килте вӗсене каҫхи апат та канӑҫ кӗтет.

Пӗр куна фабрика ҫӑтса ячӗ ӗнтӗ, машинӑсем ҫын ӳтӗнчен хӑйсене кирлӗ чухлӗ вӑй-хал ӗмсе илчӗҫ. Пӗр кун ӗнтӗ пурнӑҫран ним йӗр хӑвармасӑрах тухса ӳкрӗ, этем хӑйӗн масар шӑтӑкӗ патнелле тата тепӗр утӑм турӗ, анчах халь вӑл канса киленессине, тӗтӗмлӗ хупах савӑнӑҫне хӑй умӗнчех, ҫывӑхрах курать те — унӑн кӑмӑлӗ тулать.

Праҫниксенче ҫынсем вунӑ сехетченех ҫывӑраҫҫӗ, сумлӑраххисемпе авланнисем вара, хӑйсен чи лайӑх тумӗсене тӑхӑнса, кӑнтӑр кӗллине каяҫҫӗ, ҫул ҫинче ҫамрӑксене чиркӗве хисепе хуманшӑн вӑрҫса пыраҫҫӗ. Чиркӳрен таврӑнсан, кукӑль ҫиеҫҫӗ те каҫчен каллех ҫывӑрма выртаҫҫӗ.

Темиҫе ҫул хушши ӗҫлесе ывӑннипе ҫынсен апат та анми пулнӑ, ҫавӑнпа та апат анма вӗсем нумай ӗҫеҫҫӗ, вар-хырӑма эрехпе ҫунтараҫҫӗ.

Каҫ пулсан, урамсем тӑрӑх ӳркевлӗн, ерипен утса уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, калушлисем, тулта типӗ пулин те, калуш тӑхӑнаҫҫӗ, ҫумӑртан хӳтӗлекен зонтиклисем — хӗвел пӑхнӑ чух та зонтикпа тухаҫҫӗ.

Пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, фабрика ҫинчен, машинӑсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, мастерсене вӑрҫаҫҫӗ, — калаҫасси те, шухӑшласси те ӗҫпе ҫыхӑннӑ япаласем ҫинчен ҫеҫ. Ялан пӗр евӗрлӗн, кичеммӗн тӑсӑлакан кунсенче вӗсен вӑйсӑр шухӑш хумӗсем аран ҫеҫ, пӗрчӗн-пӗрчӗн кӑна ҫутӑлкаласа илеҫҫӗ. Киле таврӑнсан, арӑмӗсемпе хирӗҫсе каяҫҫӗ те час-часах вӗсене чышкисене хӗрхенмесӗрех хӗнеҫҫӗ. Ҫамрӑксем хупахсенче лараҫҫӗ е пӗр-пӗрин патӗнче улах каҫӗсем ирттереҫҫӗ, хуткупӑс калаҫҫӗ, киревсӗр юрӑсем юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, намӑс сӑмахсене калаҫаҫҫӗ; ӗҫеҫҫӗ. Ӗҫпе ӗшеннӗ ҫынсем хӑвӑрт ӳсӗрӗлеҫҫӗ, вара пурин кӑкринче те ӑнланмалла мар йывӑр тарӑху йӳҫет. Вӑл ирӗке тухмалли ҫул шырать. Вара, ҫав пӑлхавлӑ туйӑма ирӗк пама пултаракан кашни сӑлтавах ҫулӑхса, ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине тискер кайӑк ҫиллипе сиксе ӳкеҫҫӗ. Юнлӑ тытӑҫусем пуҫланса каяҫҫӗ. Хӑш чух ҫак тытӑҫусенче пӗр-пӗрне йывӑр амантни те, сайра хутра вӗлерни те пулкалать.

Ҫынсем пуринчен ытларах пӗр-пӗрин ҫине вӑрттӑн тарӑхса, вӗчӗ тытса пурӑнаҫҫӗ, ку вӑл, шӑмшак нихҫан тӳрленейми ывӑнса ҫитни пекех, тахҫантан пыракан туйӑм. Ҫынсем хӑйсем ҫуралнӑ чухнех ҫав чун чирӗпе ҫуралаҫҫӗ, вӗсем ӑна ашшӗсенченех йышӑнса юлаҫҫӗ, вара вӑл вӗсенчен мӗн масар шӑтӑкне кӗричченех уйрӑлмасть, пурнӑҫ тӑршшӗнче вӗсене хӑйсен тӗлсӗр тискерлӗхӗпе ҫав тери ирсӗр ӗҫсем тутарать.

Праҫниксенче ҫамрӑксем киле ҫӗрле, питӗ кая юлса, ҫурӑлса пӗтнӗ тумпа, пылчӑкланса, тусанланса, суранланса пӗтнӗ пит-куҫпа, хӑшӗсем хӑйсен юлташӗсене епле хӗненипе усаллӑн мухтанса, теприсем кӳренсе, тарӑхса, кӳреннипе макӑрса, ӳсӗр те мӗскӗннӗн, телейсӗр те йӗрӗнмелле пулса таврӑнаҫҫӗ. Хӑш чухне йӗкӗтсене киле ашшӗ-амӑшӗ ҫавӑтса пырать. Ачисене вӗсем ӑҫта та пулин урамра, хӳмесем ҫумӗнче е хупахсенче, ним пӗлми ӳсӗрскерсене, шыраса тупаҫҫӗ, усал сӑмахсемпе ятлаҫҫӗ, ачисен эрехпе лӗнчӗркесе кайнӑ ҫемҫе кӗлеткисене чышкисемпе хӗнеҫҫӗ, унтан вӗсене тӑрӑшсах ҫывӑрма вырттараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ирхине ирех, сывлӑшра гудок сасси хура шыв пек юхма тытӑнсанах, вӗсене ӗҫе кайма вӑратмалла.

Ачисене хытӑ вӑрҫаҫҫӗ, хӗнессе те хытӑ хӗнеҫҫӗ, анчах ҫамрӑксем ӗҫсе супни те пӗр-пӗринпе ҫапӑҫни ватӑсене тӗлӗнтермест, ҫакна вӗсем хӑй йӗркипех пыракан ӗҫ вырӑнне хураҫҫӗ, — мӗншӗн тесен ашшӗсем хӑйсем те ҫамрӑк чух вӗсем пекех ӗҫнӗ, ҫавӑн пекех ҫапӑҫнӑ, вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ хӗненӗ. Пурнӑҫ яланах ҫавӑн пек, — вӑл ҫуллен-ҫул пӑтранчӑк шыв юххи пек пӗр евӗрлӗн те вӑраххӑн таҫталла юхса тӑрать, вӑл ҫынсен куллен-кун пӗр пек шухӑшласа, пӗр ӗҫ туса пырас тахҫанхи йӑлисемпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑрать. Ӑна урӑхлатма тытӑнса пӑхас кӑмӑл никамӑн та пулман.

Сайра хутра слободкӑна таҫтан ют ҫынсем килеҫҫӗ. Малтанах вӗсене ют ҫын пулнӑ пирки ҫеҫ асӑрхаҫҫӗ, унтан вӗсем хӑйсем халиччен ӗҫлесе пурӑннӑ вырӑнсем ҫинчен каласа панипе ҫиелтен кӑсӑклантараҫҫӗ, кайран вӗсен ҫӗнӗлехӗ пӗтсе пырать, вӗсене хӑнӑхаҫҫӗ те, вӗсем ытти рабочисем хушшинче палӑрми пулаҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗсенчен ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: рабочи пурнӑҫӗ пур ҫӗрте те пӗрешкел-мӗн. Апла пулсан — мӗн ҫинчен калаҫас?

Анчах хӑш чух вӗсенчен хӑшӗ-пӗри слободкӑра халиччен илтменнине калать. Вӗсемпе тавлашмаҫҫӗ, анчах тӗлӗнмелле сӑмахне ӗненмесӗртерех итлеҫҫӗ. Вӑл сӑмах пӗрине темӗншӗн тарӑхтарать, теприн шухӑшне пӑтраштарать, виҫҫӗмӗшне темле паллӑ мар шанчӑк ҫуратнипе пӑшӑрхантарать, вара вӗсем ҫав кирлӗ мар, кансӗрлекен пӑлханӑва сирсе яма тата ытларах ӗҫеҫҫӗ.

Ют ҫын урӑхларах пулнине сиссен, слободкӑра пурӑнакансем ӑна нумайччен манаймаҫҫӗ, хӑйсем пек мар ҫын ҫине темле шикленсе пӑхаҫҫӗ. Вӗсем ҫав ҫын хӑйсен ялан пӗр пек кичем те тӗрӗс, йывӑр пулсан та лӑпкӑ пыракан пурнӑҫне пӑсакан япала пӑрахасран хӑранӑ пек пулаҫҫӗ. Ҫынсем пурнӑҫ хӑйсене яланах пӗр лек йывӑрлӑхпа пусса тӑнине хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем лайӑххи еннелле нимӗнле улшӑну пуласса та кӗтмеҫҫӗ, пур улшӑну та пусмӑра пысӑклатма пултарать, тесе шутлаҫҫӗ кӑна.

Ҫӗнни ҫинчен калаҫакан ҫынсенчен слободкӑра пурӑнакансем ним чӗнмесӗрех аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ. Вара ютран килнӗ ҫынсем каллех таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ; фабрикӑрах юлсан, слободкӑра пурӑнакансен пӗр пек ушкӑнӗпе хутӑшса кайма пултараймасан, вӗсем уйрӑм, халӑхран аякра пурӑнаҫҫӗ.

Ҫавнашкал пурнӑҫпа пӗр аллӑ ҫул пурӑнсан — ҫын вилет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней