Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑплӑхӗ (тĕпĕ: шӑплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫта ҫӳлте кӑтрашка шурӑ пӗлӗтсен ушкӑнӗ витӗр, тарӑн варти сулхӑн ҫаран пек сенкерлӗх йӑлтӑртатать, хутор ҫинче, ҫуртсен хӗрсе кайнӑ тимӗр виткисемпе тусанлӑ урамсен шӑплӑхӗ ҫинче, хӑр ҫилсем типӗтсе саратнӑ курӑклӑ килкартисем ҫинче янкар шӑрӑх вӗлтӗртетсе тӑрать.

Где-то под курчавым табуном белых облачков сияла глубокая, прохладная пастбищная синь, а над хутором, над раскаленными железными крышами, над безлюдьем пыльных улиц, над дворами с желтым, выжженным сухменем травы висел мертвый зной.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Травкин, утне васкатса, ватӑ вӑрмансен аякри шӑплӑхӗ ҫинелле тинкерсе пӑхса пынӑ.

Погоняя лошадь, всматривался Травкин в безмолвную даль древних лесов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Йӗри-тавра ҫурҫӗр шӑплӑхӗ тӑрать.

Тишина и полуночный покой царили вокруг.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл тата тепӗр хут кӑшкӑрчӗ, анчах халь ӗнтӗ сасӑсӑр вӑрман шӑплӑхӗ те темшӗн ӑна хирӗҫ чӗнмерӗ.

Он крикнул еще раз, но теперь почему-то не откликнулась даже глухая лесная тишина.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ах, епле хавхалантарчӗ ку тӗлӗнмелле кӗнеке амӑшӗпе ывӑлне те: унти сӑмахсем хӑйсем юрлаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, макӑраҫҫӗ; хӗҫ шӑхӑрнине те, казак лашисем вӗҫтерсе пынине те, Днепр шывӗ хӗрринчи ӑшӑ каҫӑн шӑплӑхӗ ҫинчен те каласа параҫҫӗ унти сӑмахсем.

Ах, как захватила обоих — и мать и сына — эта дивная книга, где слова сами и пели, и смеялись, и плакали, и передавали то свист сабли и стремительный топот казачьей конницы, то тишину теплой приднепровской ночи…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл пӗрре Балкан тӑррине ҫӗкле-ҫӗкле хӑпартрӗ, тепре тытан амаках антара-антара ячӗ, сӗм вӑрман шӑплӑхӗ те, хупӑрти ҫулҫӑ шӑпӑлтатӑвӗ те, вӑрманти утмӑл турат чечекӗн симӗ те, ян-янӑран сасӑ та, тунсӑхличчен савса юратни те илтӗнсе тӑчӗ ҫав юрӑра.

Они уносили душу к балканским вершинам и пропастям, они пели о тишине лесистых ущелий, о шелесте — листвы, под которой в полдень отдыхают овцы, о лесных травах, о горном эхе и вздохах любви в логу.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Нивушлӗ хӑйӗн пурнӑҫӗн шӑплӑхӗ кӗске вӑхӑтлӑха та пулин ан пӑсӑлтӑр тесе, хӑйӗнпе пӗр тан тепӗр ҫынна хытах сиенлемелле.

Неужели для того, чтоб избежать неважного и недолгого нарушения тишины собственной жизни, допускать серьезный вред другому, не менее достойному человеку?

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл хӑйне ҫирӗп сӑнанӑ хыҫҫӑн ҫакна асӑрхарӗ: ӑна ҫак пурнӑҫ шӑплӑхӗ, унӑн телейлӗ саманчӗсем иментереҫҫӗ.

Она стала строго замечать за собой и уловила, что ее смущала эта тишина жизни, ее остановка на минутах счастья.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тен, ыйхӑ, сӳрӗк пурнӑҫӑн ӗмӗрхи шӑплӑхӗ, ниҫта тухса ҫӳремесӗр пурӑнни, тӗрлӗрен чӑн-чӑн сехӗрленӳсем, тем те пӗр пулса иртнисемпе хӑрушлӑхсем чӑн пурнӑҫрах ҫынна урӑхла, пулма пултарайман пурнӑҫ шухӑшласа кӑларма хистенӗ пулӗ, ҫав пурнӑҫра вара ӗҫсӗр ӑс-тӑн валли иртӗнӳпе йӑпану е кулленхи ӗҫсен тупсӑмне шырамалла пулнӑ пулӗ.

А может быть, сон, вечная тишина вялой жизни и отсутствие движения и всяких действительных страхов, приключений и опасностей заставляли человека творить среди естественного мира другой, несбыточный, и в нем искать разгула и потехи праздному воображению или разгадки обыкновенных сцеплений обстоятельств и причин явления вне самого явления.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн шӑплӑхӗ те, вӑл чӗмсӗррӗн сарӑлса выртни те чӗрере ырӑ туйӑм ҫуратмасть; анлӑ шыв кӑштах палӑрмалла чӳхенсе выртнинче те этем пурпӗрех ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑя курать, ҫав вӑй халь тӗлӗрет пулин те, вӑхӑтран вӑхӑта ҫыннӑн мӑнаҫлӑ кӑмӑлӗнчен хаяр мӑшкӑлласа кулать, унӑн хӑюллӑ шухӑшӗсене, ӗҫӗсене, тӑрӑшнине пӗтӗмпех ҫав тери тарӑн путарса хурать.

Самая тишина и неподвижность его не рождают отрадного чувства в душе: в едва заметном колебании водяной массы человек все видит ту же необъятную, хотя и спящую силу, которая подчас так ядовито издевается над его гордой волей и так глубоко хоронит его отважные замыслы, все его хлопоты и труды.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кулса тӑракан ҫак чӗрӗ легенда хушшипе, хамӑр телейӗмӗрпе вӑрманӑн чуна пырса тивекен шӑплӑхӗ вӑйлӑ пуснӑран, пӗр сӑмах чӗнмесӗр пыратпӑр эпир, ыталаннӑскерсем.

И мы шли, обнявшись, среди этой улыбающейся живой легенды, без единого слова, подавленные своим счастьем и жутким безмолвием леса.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Событисем халӗ таҫта ҫул ҫинче, тен, Одессӑпа Санкт-Петербург хушшинче вӑта ҫӗрте, — анчах кӗтнин шӑплӑхӗ ҫумне халӗ илтӗнмен, анчах пурте кӗтекен хускану шавӗ хутшӑнать.

Они еще были где-то в пути — может быть, на полдороге между Одессой и Санкт-Петербургом, — но к тишине ожидания уже примешивался не столько слышимый, сколько угадываемый шум неотвратимого движения.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Архитектор хӑех медицина храмӗн хаваслӑ шӑплӑхӗ валли туса хунӑ пек туйӑнакан шурӑ стенасем хушшинче халӗ пур енчен те вӑрӑммӑн йынӑшни, ахлатни, ҫывӑракансем хӑрлаттарни, йывӑр чирлисем аташни илтӗнсе тӑнӑ.

Среди сверкающих белизною стен, казалось самим архитектором предназначенных для торжественной тишины храма медицины, отовсюду слышались протяжные стоны, оханье, храп спящих, бред тяжелобольных.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Михайла мучие ун шӑплӑхӗ хӑратать пулас, вӑл ҫӗрпӳртре ҫаврӑнкаларӗ, унтан сӗтел умӗнче темскер аппаланчӗ те каллех калаҫма пуҫларӗ:

Деда Михайлу молчание его, должно быть, беспокоило, посуетившись по землянке, что-то поделав у стола, он опять вернулся к этой теме:

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней