Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрисем Ольгӑна айван, кӗске ӑслӑ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ ҫинчен, юрату ҫинчен ӑслӑ сӑмахсем пӑшӑлтатман, ҫынсем калаҫнӑ чухне никам кӗтмен хӑюллӑ сӑмахсем хӑвӑрттӑн каласа хуман, музыкӑпа литература пирки тишкернӗ чухне кӗнекесем ҫинчен вуласа е ҫынсенчен: илтсе пӗлнине калаҫура палӑртман: вӑл сахал калаҫнӑ, хӑйӗн ытлашши ӑслах мар шухӑшӗсене пӗлтернӗ — унран аслӑ та ҫивӗч «кавалерсем» пӑрӑннӑ; ҫивӗч маррисем, пачах урӑхла, ӑна ҫав тери ӑслӑ тесе шутланӑ, кӑштах унран хӑракаланӑ та.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн шӑплӑхӗ те, вӑл чӗмсӗррӗн сарӑлса выртни те чӗрере ырӑ туйӑм ҫуратмасть; анлӑ шыв кӑштах палӑрмалла чӳхенсе выртнинче те этем пурпӗрех ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑя курать, ҫав вӑй халь тӗлӗрет пулин те, вӑхӑтран вӑхӑта ҫыннӑн мӑнаҫлӑ кӑмӑлӗнчен хаяр мӑшкӑлласа кулать, унӑн хӑюллӑ шухӑшӗсене, ӗҫӗсене, тӑрӑшнине пӗтӗмпех ҫав тери тарӑн путарса хурать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑйӗн васкавсӑр, ӳркевлӗ шухӑшӗсене манчӗ те тӗлӗкре урӑх ӗмӗре, урӑх ҫынсем патне, урӑх вырӑна куҫрӗ; тепӗр сыпӑкра эпир те вулаканпа пӗрле ҫавӑнта ҫитсе курӑпӑр.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов такамӑн хатӗр шухӑшӗсене илсе пурнӑҫлакан вак-тӗвек ҫын мар; кирлӗ шухӑшсене вӑл хӑй тупать, вӗсене хаех пурнӑҫлать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломова пӗчченлӗх йӑлӑхтарса ҫитерсен, унӑн калаҫас, канашлас, вулас, чӗрине хускатас килсен, — ун умӗнче яланах ӑна тимлесе итлеме хатӗр ҫын пур: Алексеев унӑн шӑплӑхне те, калаҫӑвне те, пӑлханӑвне те, кирек мӗнле шухӑшӗсене те ӑнланать, унпа пӗр майлӑ пулать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн шухӑшӗсене ҫавӑн пек ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тӑвать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл карап ҫинчи специалистсемпе ҫамрӑксен шухӑшӗсене шута илнӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Калаҫнӑ чух ҫак ученӑй тинӗс ӗҫне питӗ лайӑх пӗлни, хӑйӗн шухӑшӗсене вӑл математика шутлавӗсемпе тата нумай-нумай фактсемпе ҫирӗплетсе ӑнлантарни курӑнса тӑрать.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӑна Крылов нумай пӗлни, хӑйӗн шухӑшӗсене кӗскен те уҫӑмлӑн ӑнлантарни килӗшсе кайнӑ.Манера Крылова выражаться точно и определенно, глубокие познания поразили его.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов Макаров контр-адмирал патне лешӗ тинӗс артиллерийӗн тӗп инспекторӗнче ӗҫленӗ чух пынӑ та артиллерие ҫӗнетсе лайӑхлатас тӗлӗшпе хӑйӗн шухӑшӗсене каласа панӑ.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Те хумханнӑран, те Иван Петрович хӑйӗн шухӑшӗсене сӑмахпа каласа мар, ҫырса лайӑхрах ӑнлантарнӑран, Крылов малтан пӗтӗмпех ӑнланса илеймерӗ.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Юрӗ, — алӑ сулчӗ вӑл канӑҫсӑр шухӑшӗсене хӑваласа.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Аслашшӗн хурлӑхлӑ шухӑшӗсене сиресшӗн вӑл вӑлтасем патӗнче мӗшӗлтетме тытӑнать — пӗрремӗш флажокне туртса кӑларать.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя хӑйӗн хӑрушӑ шухӑшӗсене ашшӗне те, шӑлнӗне те каламарӗ.Разумеется, Петя ничего не сказал о своих опасениях отцу и брату.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ Аррениусӑн шанчӑксӑр шухӑшӗсене ӗненесшӗн мар, эпӗ урӑххисем майлӑ, «ҫӗр ҫинчен килекен хӑнасене унта, Марс ҫинче, хыр вӑрманӑсем хаваслӑн кашлани кӗтсе илӗ…» текен ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара эп, ирӗксӗрех, ман кӑмӑла тӳрре кӑларма, хӳтӗлеме, Расщепей шухӑшӗсене тӳнтерсе яма пултарас ҫынна шырама пуҫларӑм.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл паттӑр пулнӑ, сахалтарах та, анчах тӳрӗ калаҫать, хӑйӗн ӑшӗнчи е ҫемьери вӑрттӑн шухӑшӗсене никама та пӗлтермест; эрех тутанса та пӑхмасть, темелле: ҫамрӑк казачкӑсем хыҫҫӑн, — вӗсене хӑйсене курмасӑр ытарайманлӑхне пӗлме йывӑр, — вӑл нихҫан та сӗтӗрӗнмен.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑйсем малтанхи шухӑшӗсене пӗтерсе лартакан йӗрки вара вӗсен питех те ҫаврӑнӑҫлӑ; вӗсен диалектикине пӗлсе ҫитес тесен, хӑвна шкулта вӗрентнӗ логикӑн правилисене пурне те пӑрахмалла.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Яланах сыхӑ тӑмалла, кашни куҫ мӗнле пӑхнине, кашни сӑмах мӗне пӗлтернине туймасӑр ирттермелле мар, ҫынсен шухӑшӗсене чухламалла, пӗр каварлӑха ҫапса хуҫмалла, улталаннӑ пек те пулмалла, унтан вара сасартӑк чеелӗхӗмпе усал шухӑшсенчен тунӑ пысӑк та йывӑр ҫурта пӗрре тӗртсех пӗтӗмпех ӳпне тӳнтермелле — акӑ мӗне пурнӑҫ тетӗп эпӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Княгиньӑ сирӗн хӑтланӑвӑрсем ҫинчен каласа пачӗ, ӗнтӗ вӑл пур элексем ҫумне хӑйӗн шухӑшӗсене тӗ хушрӗ пулӗ…
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964