Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Вилӗм ҫинчен шухӑшласан, пӗр ҫакӑншӑн ҫеҫ савӑнатӑп: курма тивет-ҫке-ха манӑн леш тӗнчере Петрона…Только у меня и радости, как вздумаю про смерть: придется же на том свете увидаться с Петром…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫиме ҫинчен шухӑшласан темле чун лӑпланать, ҫавӑнпа Тётка паҫӑр Федор Тимофеичран чӑх урине вӑрласа шкаппа стена хушшине пытарнине асне илчӗ, унта эрешмен картипе тусан туллиех.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
— Тӗлӗнмелле, пӗр шухӑшласан, килтен ҫӗр ҫухрӑм кайрӑмӑр ҫех, — халӑхӗ ав пачах урӑх.— Чудно все-таки: отъехали от дома сто верст, а народ уж другой.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах тем чухлӗ шухӑшласан та вӑл ҫакна татса калайман: хӑш юлташӗсем — ӗлӗкхи е хальхи юлташӗсем, — уншӑн хаклӑрах-ши, вӗсенчен хӑшӗсем ӑна ҫакӑн пек ҫын пулма пулӑшрӗҫ-ши?..
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр шухӑшласан, эпир пӗр ӗҫшӗнех хыпса ҫунатпӑр.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр шухӑшласан, мӗнех вара кунта?
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей пулас калаҫу пирки шухӑшласан кулса ячӗ, шурӑ черепица витнӗ, пӗр хутлӑ, чӳречисене хупнӑ шурӑ ҫурт патне ҫитсе, лаша ҫинчен анчӗ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ҫирӗм пиллӗке кайрӑм, шухӑшласан — хамӑн та ӗненес килмест.— Двадцать шестой год, подумаешь — и как-то самому не верится.
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗлӗнмелле, таҫта ҫӳресен те, тем шухӑшласан та куҫ умӗнчен ҫеҫенхир ҫухалмарӗ.И, странное дело, где бы он ни ходил, о чем бы ни думал, а степь так и стояла перед глазами.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эсӗ темле шухӑшласан та, Остроуховпа Тутаринов тӗрӗс тӑваҫҫӗ, вӗсем пиртен инҫерех курса тӑраҫҫӗ-мӗн.Ведь как ты ни рассуждай, а Остроухов и Тутаринов правы, они-то, оказывается, дальше нас видят.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗрӗс шухӑшласан, хаклӑ тусӑм, тӳрех курӑнать: эпир ҫӗнӗ пилӗкҫуллӑха кӗтӗмӗр пулсан, пур станицӑсем те телей патне, пуян пурнӑҫ патне пӗр стройпа пымалла, вӗсем полксем пек пӗр харӑс пыччӑр, — пӗри те мала тухса ан уттӑр, кӳрши ҫинчен ан мантӑр.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кирек мӗн шухӑшласан та куҫ умӗнче вут пек хӗрлӗ вӑкӑрсем, курӑк ӑшӗнчи хӗрлӗ мӑкӑнь чечекӗсем, шыв хӗрринчи хӗр тухса тӑрать…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Темӗнле калаҫсан та, темӗнле шухӑшласан та Раҫҫейре хресченпе ӗҫчен казак пурнӑҫӗнчен йӳҫҫи урӑх ҫук.
«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пӗр шухӑшласан, тӗлӗнсех каймалла: мӗн кӑна пӗҫерме ӑста мар пуль вӑл хӗрарӑмсем!
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Савӑн ӗнтӗ, мӗн тарана ҫитеретӗн мана», тенӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, арӑмӗ ҫинчен шухӑшласан, вара ӗлӗкхи йӑлипе хӑйӗн ватӑ та вӑйсӑр аллисене чӑмӑртанӑ.
II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Кирек мӗнле шухӑшласан та пирӗн пӗрле пурӑнмалла.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ӗҫе пула пурнӑҫ ҫинчен те сахал шухӑшлатӑн пулас, шухӑшласан та урӑххи ҫинчен…— Занялся делом и, видно, мало думаешь о жизни, а и думаешь, так не то…
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах кирек мӗнле шухӑшласан та Ерофей Кузьмич нимӗҫсем ҫинчен тата вӑрҫӑ ҫинчен тӗлӗнмелле шухӑш каласа пачӗ, халь унпа сыхӑ пулмалла.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Леш шывра ишнӗ мулкач ҫинчен шухӑшласан та юрать, — йӑл кулса хушрӗ вӑл.Ну, хотя бы о том зайце, что плыл по реке, — с улыбкой добавил он.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл темӗн пек хытӑ шухӑшласан та, хӑй темшӗн сасартӑк кунта юлма йышӑннине ӑнланса илме пултараймасть.Он мучительно думал и не мог понять: почему как-то вдруг пришло к нему такое решение?
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.