Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах Гриша ҫав сӑмахсемшӗн йывӑра илмерӗ пулмалла, кӗрсе курасшӑн-ха кусем эпӗ епле доктор рольне вылянине, тесе шухӑшларӗ пулас вӑл.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ аташатӑп тесе шухӑшларӗ пуль.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Капитан Грушницкие куҫ хӗсрӗ, Грушницкий эпӗ хӑратӑп пулӗ тесе шухӑшларӗ те пуҫне каҫӑртрӗ, хӑйӗн пит ҫӑмарти ҫинчи тӗксӗм шурӑ сӑнарӗ кайман та-ха.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ вӑл «каюра хулине», хӑйсен ҫӗрпӳртне хӑвӑртрах ҫитесси, протезсене хывса пӑрахса койка ҫине тӑсӑлса выртасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ыранхи кун ҫинчен мар, пулас ҫапӑҫу ҫинчен мар, вилмелле пуласси ҫинчен те мар, тахҫан Камышин хули хӗрринче вӗсем валли юрланӑ шӑпчӑк ҫинчен, «хӑйсен шӑпчӑкӗ» ҫинчен, Оля ҫинчен, тӑван хули ҫинчен шухӑшларӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев хӑй ертсе пыракан лётчик мӗнле тӑрӑшни, пӑлханни ҫине пӑхса ларса шухӑшларӗ: вӗсем иккӗш тантӑшпа пӗрех вӗт-ха — лешӗ вунтӑххӑрта, Мересьев ҫирӗм виҫҫӗре.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫамрӑк йӗкӗте ку ытлах хӑрушӑ пек туйӑнмарӗ: ахаль самолётсем кӑна, хамӑрӑн пулмалла, тесе шухӑшларӗ вӑл.И это показалось юноше не очень страшным: обычные самолеты, наверно, наши.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хумханнипе, хӑнӑхманнипе, вӑл урине кабинӑна яраймарӗ, ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхса тӑнӑ ҫӳхе питлӗ, салхурах сӑнлӑ, питех те ҫамрӑках мар техник ун пирки: «Ӳсӗр ку, йытӑ», тесе шухӑшларӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Урасем пирки ҫыпӑҫать те хӑваласа ярать акӑ», — шухӑшларӗ Мересьев, подполковникӑн сарлака, нумайранпа хырман пичӗ ҫинчи хӑмӑртарах шӑрт ҫине иккӗленерех пӑхса.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫав вӑхӑтра, икӗ аллине пуҫ айне хутлатса хурса, ҫурӑм ҫинче выртрӗ, выртнӑ май Анюта ҫав тери лайӑх хӗр пулни ҫинчен, вӑл, мӑнтарӑн, калама ҫук ывӑнни ҫинчен, апла пулин те эвакогоспитальти хӑйӗн йывӑр ӗҫне чӗререн юратса туса пыни ҫинчен шухӑшларӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Мӗн вара ку? — шухӑшларӗ Алексей. — Мӗн пулнине сиссе тавҫӑрса илме пултарни-и?»
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем пӗр-пӗрине хулӗсенчен тытса пычӗҫ; каннӑ хыҫҫӑн Алексей урисемпе ҫирӗппӗн пусса утса пычӗ, ҫавӑнпа та хӗр хушшӑн-хушшӑн: манӑн тусӑн урисем ҫук, тесе, Гриша юри каламан-ши, шӳт туман-ши? — тесе шухӑшларӗ, Анюта Алексея хӑй ытти медичкӑсемпе пӗрле эвакуационнӑй госпитальте аманнисене суранӗсем тӑрӑх суйласа уйӑрас тӗлӗшпе ӗҫлени ҫинчен, хальхи вӑхӑтра аманнисем кулленех темиҫешер эшелон килсе тӑнӑ пирки хӑйсене ӗҫлеме мӗн тери йывӑрри ҫинчен тӗрӗссипе каласан — аманнисем пурте ҫав тери лайӑх ҫынсем пулни, вӗсем хӑйсен асапӗсене паттӑррӑн тӳссе ирттерни ҫинчен каласа пачӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эх, халӗ ҫак тусанлӑ кузов ҫине сиксе кӗрсе ларасчӗ те, каҫаллапа фронта, тӑван аэродрома ҫитме пулатчӗ! — тесе шухӑшларӗ Мересьев.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мӗн пуласси пултӑр, — тесе шухӑшларӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паллах, Алексей Анюта патне те ҫырса ячӗ, Гвоздева профессор сухал ӳстерме канаш пани ҫинчен те пӗлтерчӗ, анчах та вӑл лайӑх пӗлсе тӑчӗ: Гвоздев хальхи вӑхӑтра пулас ҫапӑҫусене хатӗрленет, унӑн пӗтӗм шухӑшӗсем ҫавӑн ҫинче, ҫавӑнпа та унӑн сухалпа аппаланма та, тен Анюта ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ҫук пулӗ, тесе шухӑшларӗ Мересьев.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл шухӑшларӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем авӑ, сӑрантан мар, хӗртнӗ тимӗртен туса тӑхӑннӑ протезсем пек ыраттарса, ҫунтарса тӑраҫҫӗ!» — шухӑшларӗ Мересьев.Они болят и горят, точно протезы сделаны не из кожи, а из раскаленного железа, думал Мересьев.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Лайӑх йӗкӗт! — тесе шухӑшларӗ ун ҫинчен Гвоздев.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫав тери хӑраса шухӑшларӗ: Анюта ун ҫине мӗнле пӑхӗ-ши?
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Пурне те тӑватӑп, — шухӑшларӗ Алексей. — Чупатӑп, ташлатӑп, вӗҫетӗп!»«Буду, все буду, обязательно буду, буду бегать, буду танцевать, буду летать», — думал он.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950