Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр кунне, эпӗ пӗр элегия ҫырма тытӑнсассӑн, рифма шыраса перона кӑшласа ларнӑ хушӑра, Швабрин чӳречерен пырса шаккарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗррехинче ҫапла, ҫывӑрма выртсан, йӑмӑк лӑплансан (вӑл яланах юлашки сӑмахне каланӑ чухне ҫывӑрса каять), каллех ҫав кичемлӗх пустаракан шӑплӑх ҫаврӑнса ҫитрӗ, унтан мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнчӗ, эпӗ чӳречерен шакканине илтрӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алла илеймӗҫ, тесе шутлатӑн-и? — Вӑл пӗтӗм вӑйӗпе алӑкран шаккама тытӑнчӗ; хушӑк витӗр пӑхрӑм та казак мӗн тунине сӑнарӑм, вӑл ку енчен тапӑнассине кӗтмен, — сасартӑк чӳрече хупӑлчине хӑйпӑтса ывӑтрӑм та чӳречерен пуҫ хирлех аялалла ыткӑнтӑм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ирпе тӑватӑ сехетре ман чӳречерен иккӗн шаккарӗҫ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юлашкинчен, турӑ пӗлет ӑҫтан тухрӗ вӑл, анчах чӳречерен мар, мӗншӗн тесен вӑл уҫӑлман, ҫавӑнпа вӑл колоннӑ хыҫӗнчи алӑкран тухнӑ пулмалла, — тинех, тетӗп эпӗ, такам балкон ҫинчен аннине куратпӑр эпир…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Черешньӑн чечеклӗ турачӗсем мана чӳречерен пӑхаҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вара ҫил ҫӗкленет те, ҫав чечексем сыру сӗтелӗ ҫине тӑкӑнаҫҫӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— «Максим Максимыч, чей ӗҫес килмест-и?» — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ чӳречерен.— Максим Максимыч, не хотите ли чаю? — закричал я ему в окно.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Кала-ха, ыр ҫыннӑм, — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна чӳречерен, — окази илчӗ-и вара?» — терӗм.— Скажи, любезный, — закричал я ему в окно, — что это — оказия пришла, что ли?
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ чӳречерен пӑхрӑм.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нихӑҫан та манас ҫук ҫакна: вӗсен умӗнчен иртсе пыраттӑм та ҫапла, тепле майпа эпӗ чӳречерен пӑхрӑм; Бэла сак ҫинче ларатчӗ, пуҫне кӑкӑрӗ ҫинелле уснӑччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсем уйрӑмах пӑшӑрханаҫҫӗ, синоптиксен асӑрхаттарӑвӗсене ирӗн-каҫӑн тимлесех тӑраҫҫӗ, куҫа уҫнӑ-уҫман чӳречерен пӑхаҫҫӗ — уяр-и паян е ҫук, Интернетра ҫанталӑк прогнозне тишкереҫҫӗ, уй-хирте вӑхӑта вӑрла-вӑрла тенӗ пек ӗҫлеҫҫӗ, мӗн акса-лартса ҫитӗнтернине епле те пулин пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ.
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16
Юрра юрласа пӗтерсен пассажирсем шӑпланчӗҫ, чӳречерен столица ҫывӑхӗнчи юлашки заводсемпе посёлоксем курӑнма пуҫличчен никам та пӗр сӑмах та каламарӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бурназян мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен, Алексей унӑн аллинчи шултӑра та ҫаврака саспаллисемпе ҫырнӑ конверта туртса илчӗ те тулалла чупса тухса кайрӗ, — чӳречерен курӑнакан Бурназян тӗлӗнсе пӑхса юлчӗ, пӳлӗм варринче тӑракан учительница ҫилленсе кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уйӑх ҫути, чӳречерен шурӑ юпа пек кӗрсе, урайне тӑрӑннӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Федя — хӗвелпе пиҫнӗ, ҫаврака пуҫлӑ, ҫӳллӗ ҫамки урлах каҫакан ҫӗвӗллӗ йӗкӗт, — пуҫне чӳречерен кӑларса, юлакансене: ан пӑшӑрханӑр, эпӗ сывлӑшра фрицсемпе чунтанах калаҫӑп, тупӑсенчен персе ӑшӑ сӑмах калӑп, тесе кӑшкӑрчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей пуҫне чӳречерен тулалла кӑларса пӑхрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑвак, сарӑ, хӑмӑр пижамӑсем тӑхӑннӑ аманнӑ ҫынсем ун ҫине чӳречерен пӑхса аллисемпе, туйисемпе, костылӗсемпе сулчӗҫ, ӑна ырӑ ҫул сунса, канашсем парса кӑшкӑрчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӳречерен уйӑх ҫути кӗрсе вӗсен сарӑ та кӑвак пичӗсене, путнӑ ҫӑварӗсене, тӗтреллӗ те ҫурри хупӑ куҫӗсене, тӑсӑк сӑмсисене ҫутатса тӑнӑ…
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кун хыҫҫӑн шыв хӗрринчи урамри гранит юри хӑйраса якатнӑ пек йӑлтӑртатнӑ, асфальт мрамор тӗслӗ тӗксӗм пӑнчӑсемпе витӗннӗ, ун ҫийӗнчен ҫав тери ырӑ, ӑшӑ нӳрлӗх ҫӗкленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсен пуҫӗсене чӳречерен тулалла ытларах кӑларса, ҫав ачаш ҫумӑр айӗнче тытса тӑрас кӑмӑл пулнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗтӗм палата — тӗксӗмленнӗ майор та, Мересьев та, ҫӗнӗрен илсе пырса вырттарнӑ икӗ ҫын та, хӑйсен юлташӗ урама тухасса кӗтсе, чӳречерен пӑхма тытӑнчӗҫ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950